АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Ял çыннисен ырлăхĕшĕн

Пĕве тесен яланах ачалăх аса килет. Тантăшсемпе пухăнса шыва кĕме пĕве хĕрне чупни куç умĕнчех. Хĕвеллĕ, ăшă кунсенче чылай вăхăт ял хыçĕнчи пĕвере шăмпăлтататтăмăр. Кун каç енне сулăнсан та пĕве хĕрринче ача-пăча сасси татăлмастчĕ.

Пурнăç улшăнса пынă май пĕве пĕлтерĕшĕ чакрĕ. Анчах вăл мĕн тери кирлине шăрăх çул аван кăтартса пачĕ. 2010 çулта çăлсем типсе ларсан выльăх-чĕрлĕх валли типсе лара пуçланă пĕвесем пĕртен-пĕр çăлăнăç пулса юлчĕç. Çавăн чухне хăш-пĕр çынсем шыв шыраса тарасасем, пакалтăксем чавтарма пикенчĕç. Пушар тухас хăрушлăхра та пĕве пĕлтерĕшĕ пысăккине ăнлантăмăр.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн пур çĕре те ĕлкĕрме, пĕтĕм ĕçе пурнăçлама вăй çитместех. Ăна пулăшмалла, кашнийĕнех тăван енĕн ыранхи кунĕшĕн, илемĕпе пуянлăхĕшĕн тăрăшма вĕренмелле. Вара хамăра телейлĕрех туйнă пулăттăмăр.

Çĕр çинче этем туман ĕç çук. Яваплăха туйсан, тăрăшсан кирек мĕнле йывăр лава та вырăнтан хускатма пулать. Санпа пĕр шухăшлисем кăна ытларах пулччăр.

Ачкасси ял тăрăхĕнчи Серенкасси ялĕнче, малтан колхоз сачĕ пулнă вырăнта, пĕве япăхса çитнĕччĕ. Çак ялти Федор Ларкин уйрăм предприниматель пуçаруллă пулнăран пĕве шывпа тулчĕ. Пĕвене йĕркене кĕртме пĕр шухăшлă çынсем сахалтарах пулни те хăратмарĕ. Çапах хăй пек тăван ял ырлăхĕшĕн чунтан çунакансем тупăнчĕççех. Вĕсемпе пĕрле укçа-тенкĕ пухса пĕлтĕрпе кăçал чылай ĕç туса ирттерчĕç: кирлĕ материалсем тупса, ятарлă техника илсе килсе пĕве пуçне çирĕплетрĕç. Халĕ пĕве пуçĕпе транспортпа шикленмесĕрех каçса çÿреме пулать, татăлса каяс хăрушлăх та çук. Çут çанталăка юратакансем Пăрачкаври пулă ĕрчетекен хуçалăхран виçĕ тĕрлĕ пулă темиçе килограма яхăн килсе ячĕç. Çу кунĕсенче пĕве пурри лайăхах сисĕнет. Çапла, çине тăрсан ĕç пулатех.

А.Замуткина

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика