АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Ырă йĕр хăварнă

Пурăнан пурнăçа çын ырă йĕр хăварма килет. Ăна тивĕçлĕ ирттерес тесен кашнийĕнех çурт çĕклемелле, йывăç лартса ÿстермелле, ывăл çуратмалла, теççĕ. Пирĕн атте çак виçĕ тивĕçе тултарсах пурнăçланă теме пулать. Нихăçан та чапшăн, чыслă та сумлă ятшăн çунман вăл. Çакă ăна кирлех те пулман, малти вырăнта унăн ĕç, çемье тăнă. Çавăншăн вăл кунĕн-çĕрĕн таса чунпа ĕçлесе пĕрчĕн-пĕрчĕн пурлăх пухнă, кил-çурт лартнă, тăван çĕр-шывшăн вăй-халне шеллемесĕр ĕçленĕ.

Вăрçă пуçланнă çул атте тăхăр çулта кăна пулнă. Нушаллă пурнăçа пула вăл тăватă класс кăна вĕреннĕ, тумланмалли, çимелли çукран 11 çулхи арçын ача аппăшĕпе вăрмана кĕтÿ пăхма кайнă. Ачалăх саманчĕпе киленсе, выляса-кулса пурăнма майĕ те пулман. Çакăнтан пуçланнă та унăн аслисен евĕр пурнăç. 12 çул кĕтÿ пăхса пурăннă хыççăн çивĕч те пултаруллă çамрăка колхозăн уй-хир бригадирне суйланă. Çамрăклах ĕçе йĕркелеме пĕлнине пула вăл ял ĕçченĕсене çур акине те, утă çине те вăхăтра илсе тухма, ĕçсене пахалăхпа пурнăçлама пултарнă. Бригадир тивĕçне вăл салтака кайса килсен те темиçе çул хушши пурнăçланă. Унтан вăрман хуралçине вырнаçнă.

Çакăнтан пуçласа Михаил Замуткинăн малашнехи пурнăçĕ вăрманпа çыхăннă. Нумай çул хушши вăл вăрман хуçалăхĕн Пантьăк лесничествин лесникĕнче вăй хунă. Ĕçĕ вара, тÿрех калас пулать, нумай пулнă, çаврăнкалама çеç ĕлкĕр: ÿссе пиçсе çитнĕ йывăçсене касса тирпейлемелле, тĕрлĕ продукци пухса памалла, çĕнĕ йывăç лартмалла, хăрнă, йăваннă вут-шанка тасатса тăмалла... Михаил Илларионович ÿркенсе тăман, ĕçленĕ те ĕçленĕ. Нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн Хисеп хучĕсене, вăрман пуянлăхне перекетленĕшĕн тата çĕнетсе пынăшăн Хисеп паллине тивĕçнĕ.

Çав вăхăтри ĕçсем пирки, плансене тултарса пыни çинчен вăл ачисене, мăнукĕсене каласа пама юрататчĕ. Шел, аттен пурнăçĕ пилĕк çул каялла татăлчĕ. Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа панисем вара ĕмĕрлĕхех пленка çине çырăнса юлчĕç, халĕ çавна кил-йышра реликви пек упратпăр.

Лутра кĕлеткеллĕ, ĕçчен, çивĕч, тĕрĕслĕхшĕн çунакан çынччĕ вăл, наянсене тÿсме пултараймастчĕ. Çавăншăнах ăна пĕрле ĕçлекенсем те, ял-йышра та хисеплетчĕç.

Чăн-чăн вăрманçăччĕ, ÿсен-тăран тĕнчине, чĕр чунсене чунтанах юрататчĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та Михаил Илларионович вăрмана кайса çÿретчĕ, уçă сывлăшпа киленетчĕ. Унтан нихăçан та пушă алăпа килмен, пулăпа кăмпаран, мăйăрпа юман йĕкелĕнчен тата ыттинчен те вĕсем мăшăрĕпе нихăçан та татăлман. Вăрман пурнăçĕпе пурăнма хăнăхнăскерсем йăлара, кил-тĕрĕшĕнче ытларах вăрман панă ырлăхпа çут çанталăка сиен кÿмесĕр усă курма тăрăшатчĕç.

Пирĕн шутпа, атте ырă ята чăннипех тивĕçлĕ. Хăй вăхăтĕнче район территорийĕнче йывăçсем нумай ларттарнă. Апла пулсан атте йывăç лартса хăй çуралнă вырăна тарăн тымар янă, хăй пурăннине ыттисене пĕлтерсе хăварнă, пур чĕрĕлĕхе сума сунă, унра хÿтлĕх шыранă... Çак ĕç çурт лартса ача çуратнипе танах эппин. Çулсем иртнĕ май вăл лартнă йывăçсем вăрман пулма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Çапах вĕсем пирĕншĕн хаклă: çывăх çынпа тачă çыхăннă-çке. Çавăнпа эпир атте ятне ĕмĕрсене хывса хăварас тĕллевпе ял тăрăхĕн администрацине ыйтупа тухрăмăр, атте лартса хăварнă аллейăна (Серенкассипе Ачкасси ялĕсене çыхăнтаракан асфальт çул хĕрринчи лиственница аллейи) атте ятне пама сĕнтĕмĕр. Ял тăрăхĕ çак пархатарлă шухăша, пуçарăва ырларĕ. Хальхи вăхăтра Валентин Харитонов ăстаçă йывăçран палăк-юпа касса илемлетет. Вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсен кунĕ тĕлне 30 çул каялла лартнă аллейăна савăнăçлă лару-тăрура ят парĕç.

А.ЗАМУТКИНА.

Редакцинчен: Сăмах май, Михаил Илларионовичпа мăшăрĕ Раиса Матвеевна хăйсем пекех ĕçчен виçĕ хĕрпе виçĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Вĕсене тивĕçлĕ воспитани пани куç умĕнчех. Ашшĕ-амăшĕн ятне ачисемпе мăнукĕсем чыслăн упраççĕ, ĕмĕрсене хывса хăварса пархатарлă ĕç пурнăçлаççĕ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика