АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Тăван тавралăха хÿтĕлес тĕллевпе

Район администрацийĕ кăçал Тавралăха сыхламалли çулталăк пулнине шута илсе ăна ăнăçлă ирттерме тĕллев лартнă. Урамсемпе тăкăрлăксене, парксемпе лапамсене, масарсене ăпăр-тапăртан тасатнă, йăлари хытă каяшсене тиесе янă, хăрăк йывăçсене касса тирпейленĕ.

Пурĕ 16115 йывăç лартнă. Ку ĕçе 896 çын, вăл шутра Атнар, Мăн Этмен, Хĕрлĕ Чутай, Çĕн Атикасси, Питĕркасси, Тури Çĕрпÿкасси, Мишеркасси, Хусанушкăнь, Штанаш, Мăн Хăмаркка тата Шулю шкулĕсенче вĕренекенсем хастар хутшăннă. Ачасем 3292 тĕп, район администрацийĕнче тăрăшакансем 120 тĕп йывăç лартнă.

Районта 16 гидротехника сооруженийĕ, çав шутра 15 плотинăпа пĕр шыв сикки шутланать. Пантьăк, Мăн Этмен, Хусанушкăнь, Тралькасси ялĕсенчисене шута илнĕ. Ыттисене хисепе кĕртме халĕ документ хатĕрлеççĕ. Кăçалхи июнь уйăхĕнче райадминистраци çумĕнчи комисси гидрохатĕрсене тĕрĕсленĕ. Вĕсем юсавлă, анчах хăш-пĕр çитменлĕхсемпе кăлтăксем пурри палăрнă. Ял тăрăхĕсене вĕсене пĕтерме ыйтнă.

С.МИХАЙЛОВА.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика