АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Хăйсемех пахча çимĕç ÿстерсе илеçççĕ

Кĕркунне – хĕле хатĕрленмелли тапхăр. Пахча çимĕç, улма-çырла туллиех – ан ÿркен кăна, хĕле валли хатĕрле. Хĕл хырăмĕ вара пысăк, ун чухне мĕн пурри пĕтĕмпех лайăх.

Березовкăри вăхăтлăх пурăнмалли çуртра шăпах çакна шута илеççĕ те. Социаллă ĕçченсемпе ĕçлеме пултаракан ватăсем хĕллехи кунсенче тутлă та техĕмлĕ хăяр, помидор тата ытти çимĕçсем пулччăр тесе тăрăшаççĕ, хăйсен пĕчĕкех мар çĕр лаптăкĕнче çулла пахча çимĕç ÿстерсе илеççĕ. Вĕсенчен хĕлле валли тĕрлĕ салатсем, апат-çимĕç хатĕрлеççĕ. Витаминсемпе пуян çимĕçсем организмшăн питĕ усăллă-çке.

Вăхăтлăх пурăнмалли çуртăн территорийĕнче тем тĕрлĕ чечек те ешерет. Ку ватă çынсемшĕн хăйне евĕр сиплев: клумбăсем йĕркелесе чечексем лартасси, пăхса-сăнаса тăрасси уйрăмах хĕрарăмсемшĕн интереслĕ, чуна "сиплекен" ĕç. Чечексем витĕм кÿнипех ватă çынсемпе инвалидсем пурнăç çине урăх куçпа пăхаççĕ, илемлĕх тĕнчи вĕсен кăмăлне уçма май парать, савăнăç кÿрет.

Арçынсем вара юнашарах вырнаçнă пĕвере пулă тытма кăмăллаççĕ. Вĕсем унта нумайччен вăлта тытса ларма хатĕр, çанталăкĕ кăна лайăх пултăр.

Пысăк çемьери пек пурăнаççĕ ватăсем. Килти пек туйма вĕсене валли кунта пĕтĕмпех пур.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика