АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Хăнтăр операци иртнĕ

 Иртнĕ уйăхра республикăра "Хăнтăр" экологипе тĕпчев операцийĕ иртнĕ. Операци Чăваш Енри 14 района (Улатăр, Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Пăрачкав, Вăрмар, Çĕмĕрле, Етĕрне, Елчĕк) тата Çĕмĕрле хулине çавăрса илнĕ.

 Паллă ĕнтĕ, хăнтăр (бобр) кăшлакан чĕр чунсенчен чи пысăкки шутланать. Вăл Раççей территорийĕнче, вăл шутра Чăваш Енре те, пурăнать. Хăнтăр шывра та, çĕр çинче те хăйне аван туять. Юхан шывсенче тата пĕвесенче хăнтăр пурăнни шыв экологийĕпе вĕсен çумĕнчи биотоп çине лайăх витĕм кÿрет. Пулă аван ĕрчеме тытăнать. Пĕвелени шыва тасатать, пăтранчăкне сахаллатать. Хăнтăрсем ÿсен-тăранпа кăна апатланаççĕ, йывăç хупписемпе хунавĕсене юратаççĕ. Уйрăмах ăвăс, хурăн, çÿçе, тирек йывăççисене тата тĕрлĕ курăка (кăкшăм курăкне, ириса, хăмăш сахăрне тата ытти 300 яхăн ÿсен-тăрана), çавăн пекех йĕкеле кăмăллаççĕ. Çирĕк тата юман йывăççисене хăйсен рационне кĕртмеççĕ, вĕсемпе ĕçре кăна усă кураççĕ.

 Çав хушăрах хăнтăрсем çын тунă çурт-йĕре сиен кÿме пултараççĕ. Вĕсем тапă тунипе урамсемпе чукун çул никĕсне шыв татнă тĕслĕхсем те пулнă.

 Кĕркуннехи кунсенче хăнтăрсем хĕл каçмалăх апат – вутă – хатĕрлеççĕ, саппассене шыва йĕркелесе хураççĕ. Вĕсем унта мĕн февраль уйăхĕчченех аван упранаççĕ, пахалăхне çухатмаççĕ. Хăнтăр çемйи 60-70 кубла метр таранах саппас хатĕрлесе хума пултарать. Хăнтăрсем пĕр арлă-арăмлă, ами çемьере пуç пулса тăрать, çулталăкра пĕрре ăру çăвăрлать. Пулас ăрăвне, вĕсен хисепĕ 1-6-па танлашма пултарать, хырăмĕнче 105-107 кун йăтса çÿрет. Çăвăрланă хыççăн 1-2 кунранах хăнтăр çурисем ишме пултараççĕ, 3-4 эрнерен курăксен çемçе тунисемпе тата çулçăсемпе апатланма тытăнаççĕ. Икĕ çултан тин çамрăк хăнтăрсем ашшĕ-амăшĕнчен тухса каяççĕ.

 Операци вăхăтĕнче Чăваш Енре 40 пĕчĕк юхан шыва, тăватă кÿлле, пĕр пĕвене тĕпченĕ, 60 плотина, тăхăр пÿртпе 56 йăва тупнă. Хăнтăр пурăнакан 80 яхăн вырăна регистрациленĕ. Шутланă тăрăх асăннă территорисенче кăна хăнтăрсен шучĕ 250 çитет.

 Пирĕн район территорийĕнче те хăнтăрсем çук мар. Вĕсене Сăр, Хăнатар юхан шыв хĕррисенче те, Пантьăкри плотинăра та, Хĕрлĕ Чутайри пĕвесенче те курма пулать.

 Штанаш шкулĕнче вĕренекен Наташа Михайлова пирĕн пата çапла çырнăччĕ:

 "Пĕррехинче эпир класс тулашĕнчи урокра тăван тавралăхпа çывăхрах паллашас тĕллевпе Нина Вениаминовна Ишмейкина вĕрентекен ертсе пынипе Упукушкăнь ялĕнчи пĕр пĕве хĕррине кайнăччĕ. Пĕвере хăнтăрсем пурăнаççĕ-мĕн. Вĕсем патаксене кăшласа пĕтернĕ, çирĕп туратсене кăшласа вакланă, вутă шаршанĕ евĕр купаласа хунă, кĕпер ăсталанă. Арçын ачасем кĕпер тăрăх утса пăхрĕç, вăл питĕ çирĕп иккен. Çак экскурси нумайлăха асра юлчĕ".

 А.ВЛАДИМИРОВА.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика