АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Тỹлевсĕр калаçма май пур

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе инваличĕсене май уйăхĕн 7-9-мĕшĕсенче тĕрлĕ хулапа çĕр-шывра пурăнакан тăванĕсемпе, юлташĕсемпе, çапăçу хирĕнче пĕрле пулнисемпе тата ыттисемпе телефонпа тỹлевсĕр калаçма май туса панă. Çакна телефон çыхăнăвĕпе тивĕçтерекен операторсенчен пĕри, "Ростелеком", пĕлтернĕ. Иртнĕ çулсенче ытти сотовăй çыхăну операторĕсем те ветерансене çăмăллăх кỹнине шута илсен кăçал та вĕсем валли майсем пăхса хăварас шанчăк пур. "Ростелеком" патне таврăнсан, телефонист урлă саккас парсан регионта, хуласем хушшинче тата Украинăпа, Белоруссипе, Молдавипе, Казахстанпа, Узбекистанпа, Таджикистанпа, Киргизипе, Туркменипе, Азербайджанпа, Грузипе, Абхазипе, Латвипе, Литвапа, Эстонипе, Кăнтăр Осетипе 60 минут таран тỹлевсĕр калаçтарĕç. Калаçмалли пунктсенче те ветерансен ыйтăвĕсене тивĕçтереççĕ. Унта каяс пулсан пĕрле удостоверени чикме манмалла мар. Документ çăмăллăх категорине тивĕçнине ĕнентерме кирлĕ. Çỹлерех асăннă çĕр-шывсенче тата хамăр патри ял-хулара та майăн 7-9-мĕшĕсенче ветерансем телеграммăсем тỹлевсĕр яма пултараççĕ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика