АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Паллă мар вăрçă паттăрĕ

(Малалли. Пуçл. иртнĕ номерте). Çул çине валли сакăр талăклăх типĕ паек панă. Вара вĕсене вĕрмелли инструментсен оркестрĕ вылякан уйрăлу маршĕн кĕввипе пĕтĕм гарнизон чугун çул вокзалне çити ăсатнă. Çĕкленỹллĕ те мăнаçлă маршăн пырта капланса хурлăх куççулĕ кăларакан кĕввипе стройпа утакан кашни салтак пурпĕр Тăван çĕр-шыва каялла таврăнма ĕмĕтленнĕ. Çапах та сăн-пичĕсем салху курăннă. Мĕншĕн тесен ăнланнă _ халал сăмахĕсем ытла та витĕмлĕ. Чуна витерсе чĕре тĕпне вырнаçнă. Ватă салтаксем чупса пырса кашнине чуп тунă. Михалăн пит çăмартийĕ чуп тăваканăн вĕтĕ шăрт мăйăхĕ тирнине, утмăл çул иртнĕ пулин те, çаплах астăвать. Сыв пуллашу йỹçекĕ чун-чĕрене çỹçентернĕ. Нумай курсантшăн çав марш пĕрремĕш тата юлашки шутланнă. Камшăн? Нихăшĕ те тавçăрма пултарайман. Амăш йăвинчен уйрăлнă кăйкăрсене Маньчжурие çитсен Китай представителĕ кĕтсе илнĕ. Çул хыççăн тасалма мунча кĕртнĕ. Типĕ паексен юлашкийĕсене пуçтарса илнĕ те: "Кашни валли 60 юаньлĕх апатлану хатĕр. Эрехпе сăрана шута илместпĕр. Мĕн кирлĕ, çавна паратпăр", _ тенĕ. Китай çарĕн формине тумлантарнă. Тĕл пулу хыççăн ятарлă хупă вакунсем çине лартса Китай территорийĕ урлă каçарнă та Аньдун хулине çитернĕ. Тепĕр кун ятсăр салтаксене мунчаран тухсан Корея çарĕн формине тăхăнтартнă. Союзра панă тупа шухăшне малалла анлăлатса тĕп ăнлану туса хума çапла хушнă: "Темле пулсан та чĕррĕн те, вилĕ те тыткăна çакланмалла мар. Тыткăна çаклансан сутăнчăк шутланатăр". Наркăмăшлă ампула, харпăр хăйне тата вилнĕ юлташне çунтармалли шĕвек тултарнă флакон панă. Çавăн пекех бактериллĕ пăшалтан персен пите, алă тунисене хỹтĕлеме ятарлă сетка панă. Сывлăшран çĕр çине самолетран пăрахнă наркăмăшлă шăнасем тултарнă кантăк банкăсем бактериллĕ пăшал шутланнă. Çара ỹт çине наркăмăшлă шăна ларсан этеме самантрах шалкăм çапнă. Корея тухтăрĕсем пĕлтернĕ тăрăх çапла майпа аманнă çын виçĕ е пилĕк кунтан вилнĕ. Сипленĕ хыççăн та çĕр çынтан виçĕ е тăватă çын çеç сывалнă. Вĕсем те кайран нумай пурăнайман. Китай тата Корея салтакĕсемпе хутшăнса калаçма пĕр чĕлхерен тепĕр чĕлхене куçарнă сăмахсен словарьне панă. Харбин хулинче çуралса ỹснĕ Ким Чунэ Дун хушаматлă Китай çынни Михаил Михайлович Агафонова Корея çарĕ ретне тăнă ирĕклĕ салтак пулнине ĕнентерекен удостоверени тыттарнă. Шутласа тупнă халапа пула чăваш каччи чăн ят-шывне çеç мар, тăван килне хут çырас ирĕклĕхне те çухатнă. Тепĕр ир виçĕ сехетре тревогăпа вăратса самолет çине лартнă та Çурçĕр Корея çĕрĕ çине парашютпа пăрахнă. Вĕсене Корейăпа Китайăн питĕ лайăх вĕрентсе хатĕрленĕ çĕршер салтакĕ кĕтсе илнĕ. Виçĕ халăх ачисенчен ултă çынран тăракан пĕчĕк ушкăнсем йĕркеленĕ. Кашни пĕчĕк йышран каллех пысăк ушкăн туса хунă. Пĕчĕк йыша Совет Союзĕн, Корейăн, Китайăн çар çыннисем икшерĕн кĕнĕ. Ким Чунэ Дун пĕрремĕш йышăн командирĕ шутланнă. Унăн пулăшуçи пулма Украина йĕкĕтне Гриша Рудика çирĕплетнĕ. Çурçĕр Корейăра лару-тăру питĕ йывăр пулнă. Америка çар авиацийĕ Китай, Çурçĕр Корея территорийĕсенче сывлăшра хуçаланнă. Çав шутра Аньдун хули çине те бомбăсем пăрахнă. Ким Чунэ Дун хăйĕн ушкăнĕпе Çурçĕр Корейăран фронт линийĕ урлă Кăнтăр Корейăна пĕрре çеç мар каçнă. Çар заданийĕсене пурнăçласа Америка çарĕн тылĕнче те темиçе эрне ывăничченех пулнă. Çурçĕр Корея çарĕ Кăнтăр Корея тĕп хулинчи Сеулра вырнаçнă агентура пĕлтерсе тăнă координатсемпе усă курса Америка çар хатĕрĕсен тата бактериллĕ пăшалсен склачĕсене сирпĕтнĕ. Ким Чунэ Дун ушкăнĕ аркатуçăсене хỹтĕленĕ. Тăшман ăс çавăрса илсе хăй тапăниччен çапăçу вырăнне улăштарнă, вунă-вунпилĕк километр аякка тарса ỹкнĕ. Тĕрлĕ сăлтавсене пула самолетсемпе вăхăтра çимелли пырса пăрахса параймасан вуншар кун выçă пурăннă. Алă айне лексе тупăннă çимĕçсемпе çырлахнă Корея халăхĕ питĕ чухăн, çĕр пỹртсенче пурăннă, анчах та салтаксене шеллесе пур-çук апатне вĕсемпе те пайланă. Заданисене кайнă чух ушкăн Америка самолечĕсем тапăннине тỹссе ирттернĕ. Уйрăмах паллă мар юхан шывăн 15 километра яхăн тăсăлакан тỹрем улăхĕ Çурçĕр Корейăн çар автомашинисене куçма хăрушлăх кăларса тăратнă. Улăхне "вилĕм улăхĕ", кĕперне "шуйттан кĕперĕ" тенĕ.

Лев МЕДВЕДЕВ (Малалли çитес номерсенче).

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика