АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Паллă мар вăрçă паттăрĕ

(Малалли. Пуçл. иртнĕ номерсенче). Çапла çар хатĕрĕ тиенĕ автомашинăна Америка штурмовикĕ сирпĕтет. Унпа пĕрле кайнă Михаила сывлăш хумĕ 20 метра яхăн аяккалла ывăтать. Вăл кĕпер юпине çапăнса çурăм шăммине амантать, контузи илет. Вăрçă хирĕнчи госпитальте тăватă кунран çеç тăна кĕрет. Пĕр вăхăт сипленсен вăл каллех строя тăрать, мĕншĕн тесен вĕсене улăштаракансем пулман. Совет правительстви Çурçĕр Корея çарĕсене вăрттăн пулăшу пама йышăннă. Çав тĕллевпе Аньдун хули айккине МИГ-17 маркăллă истребительсен дивизийĕн икĕ полкне вырнаçтарнă. Америка çарĕ хăйĕн нумай самолечĕсене çухатсан Çурçĕр Корея тỹпине совет летчикĕсем хỹтĕленине ăнланса илнĕ. Анчах та никама та тыткăна илейменрен çакна çирĕплетме пултарайман. Ку истори Америка зонинче пулса иртнĕ. Вун сакăр çынран тăракан ушкăн сывлăшри çапăçура совет истребительне персе ỹкернине асăрханă, унăн летчикĕ парашютпа сикнине курнă. Ăна тыткăна илесрен çăлма вăл аннă вырăна чупса çитнĕ. Шыракан тăшмансем летчика тупайман _ аннă чух вăл пысăк чул çине ỹксе урине амантнă та утайманран чул хыçне пытанса выртнă. Çăлма чупса çитнĕ ушкăн вырăсла кăшкăрса чĕннипе çеç сас панă. Çав вăхăтра Америка салтакĕсен пысăк ушкăнĕ вĕсене ункăна хупма тытăнать. Çапăçу тан мар иккенне ăнланса ушкăн командирĕ Ким Чунэ Дунпа (Михаил Агафоновпа) Гриша Рудика летчика çăлма хушать. Хăй вĕсене тарса ỹкме май туса пама çапăçăва ертсе пыма юлать. Икĕ талăк хушши _ кăнтăрла пытанса выртса, çĕрле тĕттĕмлĕхпе усă курса _ летчика фронт линийĕ урлă ăнăçлă йăтса каçарнă. Çурçĕр Корея çар госпитальне вырнаçтарса хăварнă. Ку Михаил Агафоновăн пĕрремĕш йывăр заданийĕ пулнă. Çапăçса юлнă вун ултă салтакран нихăшĕ те каялла отряда таврăнайман. Ни чĕрĕ, ни вилĕ тыткăна лекмен. Пĕрремĕш хут суранланса аманнă хыççăн тепĕр уйăхран пулĕ, Михаила бактериллĕ пăшал тăнсăр тунă. Юлташĕсем Корея çарĕн госпитальне леçнĕ. Виçĕ талăкран çеç тăна кĕнĕ. Корея врачĕ Агафонов чĕрĕ юлнинчен питĕ тĕлĕннĕ. Малалла сипленме тата канма ăна Аньдун хулинчи совет çарĕн госпитальне леçнĕ. Сиплев вăхăчĕ вĕçленсен вăл каллех малтанхи отряда таврăннă. Михаил Агафонов пурнăçланă иккĕмĕш задани те хăрушă пулнă. Кăнтăр Корея тĕп хулинче Сеулта вырнаçнă Çурçĕр Корея çарĕн агентуринчен вĕсен отрядне разведчик пыма пăрахнă. Агентурăпа çыхăну татăлнă, ăна раципе те майлама май килмен. Çыхăну мĕнле сăлтава пула çухалнине пĕлме Сеул хулине ултă çынлă ушкăн тухса кайнă. Кайнă та _ каялла таврăнайман. Иккĕмĕш хут тепĕр çĕнĕ ушкăн янă. Вăл та таврăнайман. Пĕр сас-хурасăр, йĕрсĕр çухалнă. _ Хăйсен ирĕкĕпе каяс кăмăллисем пур-и? _ ыйтнă отряд командирĕ. Пĕри те чĕнмен. _ Хальхинче Ким Чунэ Дун ушкăнĕ каять, _ хушнă командир. "Хушу чĕрене çиçĕм çути хăвăртлăхĕпе çунтарчĕ. Пуçри çỹçĕм чăшăл! çỹлелле тăчĕ. Куç умĕнче йăмраллă тăван ялăм вĕлтлетсе иртрĕ. Çут тĕнчерен епле-ха уйрăлса каймалла?!?" _ унтанпа темиçе çул иртнĕ пулин те пурпĕр лăпкăн каласа параймарĕ тахçан "Корея çарĕн ирĕклĕ салтакĕ" пулнă "Китай çынни" Михаил Агафонов. Тухса кайиччен вĕсене пурне те çар тумне хывса вырăнти халăх çи-пуçне тăхăнма хушнă. Çула тухма Корея гражданинĕн удостоверенине тата финка-çĕçĕ çеç илме ирĕк панă. Рудикпа иккĕшне вырăна çитсен хулана кĕме хушман. Тивĕçлĕ инструктаж илсен тин çула тухнă. Фронт линийĕ урлă каçса тăшман тылне кĕнĕ. Китайпа Корея йĕкĕчĕсене хулана ăсатса хăйсем ун тулашне юлнă. Вăрттăн хỹтлĕх хатĕрленĕ. Кайнă йĕкĕтсем икĕ кунтан чĕрĕ те сывă таврăннă. Вĕсем каласа панинчен çакă паллă пулнă: вăрттăн ĕçлекен разведка агентурине аркатнă иккен. Чĕрĕ юлнă пĕр разведчикне çапах та шыраса тупнă. Лешĕ чĕрĕ юлнисем пуçтарăнса йĕркеленсен тепĕр тăватă е пилĕк кунтан кирлĕ хыпарпа çĕнĕ çынна яма шантарнă. Улттăшĕ те чĕрĕ таврăнса задание пурнăçланине пĕлтернĕ. Шăп тăватă кунран çитнĕ çын вĕсен доклачĕ тĕрĕссине çирĕплетнĕ.

Лев МЕДВЕДЕВ. (Малалли çитес номерсенче).

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика