АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Хаклă ентешĕмĕрсем!

 Сире çывхарса килекен чи савăнăçлă уявпа, Мăнкунпа, саламлатăп! Православи чиркĕвĕн пурнăçĕн-че Мăнкун пур уявсен уявĕ шутланать. Мăнкун уявĕ - этемлĕх тĕттĕме, вилĕме, тĕрлĕ çылăха çĕнтерсе чĕрĕлĕхпе çутлăх патне туртăннине, çутçанталăк тарăн ыйхă хыççăн чĕрĕлнине пĕлтерет. Мăнкун кашни çынна пырса тивет. Мăнкун уявĕнче ĕнене-кенсем пире пурнăç панă Турра тав тăваççĕ. Пирĕн ăна ĕненсе, пысăк шанчăкпа кĕл туса пурнăç çулĕ-пе малалла утмалла. Хаклă ентешĕмĕрсем, тĕне ĕненекенсем! Лăпкă хăватлăхпа пирĕн патне пăталаса шăтарнă аллисене тăсса Чĕрĕлнĕ Христос, Çăлавçă килет. Мĕн кирлĕ ăна, пирĕнтен вăл мĕн кĕтет? "Юратăр пĕр-пĕрне, Эпĕ сире юратнă пек", - тет Унăн çутă халалĕ. Турă юратăвĕнче чĕрĕлесси _ пурнăç тупсăмĕ. Анчах та çак тĕллев патне пĕр-пĕрне каçарма, юратма пĕлсен çеç çитме пултаратпăр. Пирĕншĕн Христос çĕр çине килнĕ, асап тỹснĕ, вилнĕ тата Чĕрĕлнĕ. Çак чĕрĕлỹ паян пурне те пĕрлештерсе тăрать. Апла пулсан яланах пĕрне-пĕри ырă ĕçсемпе, ăшă та çепĕç туйăмпа савăнтарар. Сире яланах Турăпа пĕрле пулма, Çỹлти ырлăха тивĕçлĕ пулма чунтанах ырлăх сунатăп. Чăн тĕне çирĕп тытса, ỹкĕнсе, тăрăшсах кĕл туса, Турă хушнисене çирĕп уяса пурăнма сĕнетĕп.

Максим атте, Хĕрлĕ Чутайри Турă Хĕресне Çĕкленĕ храмăн настоятелĕ, иерей.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика