АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Хĕрли, сарри, кăвакки…

 Чăн малтан уявра çăмартасене хĕрлĕ тĕспе кăна сăрланă. Каярахпа урăх тĕссемпе илемлетме, çăмарта хуппи çинче турăш евĕр ỹкерчĕксем, тĕрĕсем тума тытăннă. Унтан çăмартасене йывăçран, кантăкран, тăмран ăсталама пуçланă. Вĕсене тĕрлĕ илемлĕх техникипе усă курса капăрлатнă. Ерипен Мăнкун çăмарти ỹнер произведенийĕ пулса тăнă, уявсенче вăл чи хаклă парне шутланнă. Мăнкун çăмартисене мĕнле ят кăна паман пуль: сăрлани (крашенка) - пĕр тĕспе сăрлани; пăнчăлли (крапанка) - хуппи çинче пăнчăсем, йĕрсем ỹкерни; чĕрмĕкли (драпанка) - тĕксĕм тĕспе сăрланă, пĕçернĕ çăмарта, ун çинче çĕçĕпе, хулăм йĕппе чĕрсе ỹкерни; кăштăркки (маляванка) - маларах пĕçернĕ кăшăрка хупăллă çăмарта, ăна вĕрилле киçтĕкпе сăрлаççĕ; çырни (писанка) - орнаментлă е сюжетлă ỹкерчĕк-ли. Хальхи вăхăтра çăмарта хĕретмелли тем тĕрлĕ мел те пур - сухан хуппинчен пуçласа хальхи йышши термопленкăсем таранах. Вĕсем питĕ хитре, анчах пленкăра çăмарта сывламасть, çавăнпа ăна холодильникре усрасан та час пăсăлать. Çутçанталăк панă чăн япалапа усă курса сăрланине нимĕн те çитмест. Акă, шурă суханăн хуппинчен çăмартана хăмăр-ылтăн тĕсрен пуçласа кирпĕч тĕс таран, хĕрлĕ сухан хуппинчен - хура хĕрлĕрен хĕрлĕ-кăвак тĕс таранах сăрлама пулать. Кунсăр пуçне çăмартасене урăх япаласемпе усă курса тĕс кĕртме те пулать: - куркума - ылтăн тĕс парать; - хĕрлĕ пуçлă купăста (апат уксусĕнче ислетсе лартни) - кăвак тĕс; - фиалкăсен типĕ чечекĕсем (лимон сĕткенĕнче 6-8 сехет тытнисем) - лаванда е тĕксĕм иçĕм çырли тĕсĕ; - хурăн кăчки тата шпинат çулçисем - симĕс тĕс; - шур çырли тата хĕрлĕ кăшман сĕткенĕ - кĕрен пурçăн; - кофе - хура хăмăр тĕс. Çăмарта çумне сăрличчен петрушка, хурлăхан, крыжовник çулçисем хурса, капрон чăлха çине хурса сăрласан илемлĕ ỹкерчĕк пулать. Е мрамор тĕслĕ тăвăс тесен çунă, йĕпе çăмартана типĕ рис çинче йăвалантармалла та капрон чăлхана хурса сухан хуппи сăрĕ çине чикмелле. Уяв сĕтелĕ хитре курнăтăр тесен çăмартасене тĕрлĕ тĕслĕ хăюсемпе, тĕрĕллĕ алшăллипе илемлетсе карçинккана хурăр. Мăнкун апачĕсенчен Турăш умĕнчи кĕтесре пĕчĕк композици те ăсталама пулать.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика