АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Йăла-йĕрке çапла пулнă, тен, халĕ те пур…

- Паянхи каç çăлкуçран шыв илме сĕнеççĕ. Унра паян уйрăм вăй пур иккен, çав вăй çветтуй шыв вăйĕпе танах-мĕн. Анчах шыва киле йăтса килнĕ чух çула май пĕр сăмах та калама юрамасть. Киле çитсен телейлĕ пурăнас тесе шывпа кил-çурта, хуралтăсене сирпĕт-се тухаççĕ. - Хĕр качча тухайман пулсан Мăнкунта чиркĕве кайса хытă кĕл тунă, хусах ярса пама ыйтнă. - Мăнкунхи вырсарни-кунта çуралнă ача кĕпепе çуралать, вăл паллă çын тата çирĕп сывлăхлă пулать. - Мăнкунта ирхи кĕлĕ хыççăн хăвăртрах киле уяв сĕтелĕ хушшине васкама сĕнеççĕ. Мĕн чухлĕ хăвăртрах çитсе апатланатăн çавăн чухлĕ ĕçсем ăнса пулаççĕ. - Кулич пĕçернĕ чух çурăлса пиçсен _ çулталăкĕ-пех телейсĕр пулатăн. - Аслă асаттесем çак кун кайăксене кулич çитернĕ, çакă телей, ăнăçу илсе килет тенĕ. - Укçа-тенкĕ енчен хĕсĕк пулас мар тесен Мăнкунта чухăн çынна мĕн чуль те пулин укçа пама хушнă. - Ача çуратайман хĕрарăмăн Мăнкунта, апатланнă вăхăтра, сĕтел çине пĕр турилкке ытлашши лартмалла, унта "ачасем валли кулич" тесе кулич вакласа хумалла. Апатланнă хыççăн татăксене кайăксене çитерме хушаççĕ. - Мăнкунта чиркỹре туян-нă çуртасене çулталăкĕ-пех упранă. Вĕсемпе "çĕн çынсене" пил панă, чирлĕ çын патне лартнă, кил-çуртран таса мар сывлăша хăваласа кăларнă. - Мăнкунта çунтарнă çурта тĕпĕсене тепĕр Мăнкунччен упранă. Вăл кил-çурта пушартан, усал-тĕ-селрен сыхлать иккен. - Мăнкунта хура чăхă тунă çăмартана сунарçăна панă, вăл ăна кашкăрсенчен упранă-мĕн.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика