АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Турă пурне те кĕтет

Чиркỹре иртекен Мăнкунхи кĕлле манăн хĕресне хĕр "таса мар кунсенче" кайнă. Чиркỹри ватă çынсем ăна чиркĕве кĕме, алăк патĕнче тăма юрать, анчах та çветтуй турăшсем çумне перĕн-ме, пуç çапма юрамасть, тенĕ. Эпĕ вара ăна вăрçрăм, малашне ун пек ан кай терĕм. Вăл мана çакăн пек хуравларĕ: "Эсĕ хăвăн уставупа ют мăнастире ан кĕр, нумай пĕлетĕн...", - терĕ. Эпĕ 50 çул ытла çурçĕрте пурăнтăм. Халь эпĕ 78 çулта, унтан 10-шне Турă халалне пăхăнса пурăнатăп, мăнуксене те çавнах вĕрентетĕп. Хĕресне хĕрпе пулса тухнă калаçу пирки эпĕ вырăнти пачăшкăран ыйтса пĕлтĕм. Вăл мана чи малтанах çак сăмахсене каларĕ: "12 çул юн кайнипе аптăраса пурăннă хĕрарăм Иисус патне пырса унăн кĕпе хĕррине перĕннĕ, хăйĕн ăшĕнче вара вăл: "Унăн тумтирне перĕнетĕп кăна, тỹрех чĕрĕлетĕп", - тенĕ. Иисус хĕрарăма курнă та каланă: "Хăюлăрах пул! Сана эсĕ ĕненни пулăшрĕ, - тенĕ. Çав самантран хĕрарăм сывалнă" (Матф.9:20-22). Пачăшкă ăнлантарнă тăрăх, чиркỹри ватă çынсем хĕресне хĕре тĕрĕс каланă иккен. Чăннипе хĕрарăмсен "таса мар кунсен" малтанхи виçĕ кунĕн-че чиркĕве çỹрессинчен тăхтаса тăмалла-мĕн. Паллах, чирлекенсене е Мăнкуна кайнисене çакă пырса тивмест, ку йĕрке правило пулса ан тăтăр кăна. Çын вара кирек мĕнле лару-тăрура та Турăран пулăшу ыйтма тата кĕл тума пултарать. - Эсир хытах ан пăшăрханăр, Мăнкун - вилĕмрен тата çылăхран хăтăлмалли кун, çак кун Иисус Христос пурне те йышăнать, пуяннине те, чухăннине те... - лăплантарчĕ Турă çынни. Çак калаçу хыççăн манра тинех иккĕленỹ çухалчĕ.

Е. ЯКУНИНА.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика