Мăнкунпа питĕ нумай йăла-йĕрке çыхăннă, шăпах çавсем çутă та ырă кăмăл парнелеççĕ. Уявра кулинари йăлисем çапах та уйрăм вырăн йышăнаççĕ. Вĕсене эпир Мăнкун сĕтелĕ çинче куратпăр. Мăнкун эрнипех пырать. Лайăх кил хуçи арăмĕн сĕтелĕ эрнипех апат-çимĕçпе тулли пулма тивĕç. Уявра виçĕ апат-çимĕç _ хĕретнĕ çăмартасем, куличсем, Мăнкун çăкрисем _ пĕлтерĕшлĕ шутланать, вĕсене ыран чиркỹре çветить тăваççĕ.
Сире валли - уяв рецепчĕсем.
Кулич
1,5 кг çăнăх, 400 г услам çу, 500 г сахăр песукĕ, 10 çăмарта сарри, 750 г сĕт, 60 г çĕпре, 1 г иçĕм çырли, 30 г коньяк, 1 апат кашăкĕ манна кĕрпи, ванилин, лимонăн вĕтетнĕ хуппи, мăйăр, мăкăнь кирлĕ. Çĕпрене 1 стакан ăшă шывра ирĕлтермелле, 1-2 апат кашăкĕ çăнăх хушмалла, 20 минутлăха ăшă вырăна лартмалла. Çăмарта саррине сахăр песукĕпе кăпăшлантармалла, коньякпа ванилин, сĕт, çĕпре хушмалла. Пăтратмалла, çăнăх ямалла, 15 минут çăрмалла. Ирĕлтернĕ услам çу, иçĕм çырли, лимон хуппи хушмалла. Чустана 40 минутран кая мар çăрмалла. Ăшă вырăна ларталла. Чуста хăпарса çитсен хатĕр формăсене хумалла, туллиех ан пултăр. 40-60 минут пĕçермелле. Çиелтен сахăр песукĕпе хутăштарнă манна кĕрпи, мăкăнь сапмалла.
Шăккалатлă пасха
500 грамм тăпăрч, 100 г шăккалат, 100 г сахăр песукĕ, 1 стакана яхăн хăйма, 100 г услам çу, 1 стакан курага кирлĕ.
Шăккалата теркăпа хырмалла, сахăр çăнăхĕ-пе хутăштармалла, курагана вĕтетмелле. Тăпăрча услам çупа, хăймапа хутăштарса лайăх пăтратмалла. Сахăр çăнăхĕ-пе шăккалат ямалла. Пасха пĕçермелли савăта марля сармалла, тăпăрч ямалла, сивĕ вырăна пĕр талăклăха лартмалла. Пасхăна формăран кăлармалла.