АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Юратнă ĕç чуна çĕклет, хисепе кăларать

Ялхуçалăхĕнчи çăмăл мар ĕçре чунтан-вартан тăрăшса ĕçлекенсене хавхалантарса тăрасси районта йăлана кĕрсе çитнĕ ĕнтĕ. Кăçал та ялхуçалăх çулталăкне пĕтĕмлетнĕ май ял ĕçченĕсем тĕрлĕ шайри наградăсене тивĕçрĕç. Вĕсен йышĕнче "Коминтерн" ЯХПК-ра ĕçлекенсем йышлă пулчĕç.

Вĕсенчен пĕри - Трапайра пурăнакан Владимир Романов. 1993 çултанпа вăл "Коминтерн" хуçалăхра водительте вăй хурать. Иртнĕ çулхи вырма вăхăтĕнче те вăл яланхи пекех хастарлăхпа палăрнă, ГАЗ-53 автомашинăпа 1362 тонна тыр-пул турттарнă. Владимир водительсем хушшинчи ĕç ăмăртăвĕнче çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Çакăншăн ăна район администрацийĕн Хисеп грамотине парса чысларĕç. Çавăн пекех Владимир Петрович агропромышленность комплексĕнче тỹрĕ кăмăлпа нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн Николай Маловăн Тав çырăвне те тивĕçрĕ.

А.ЗАМУТКИНА.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика