АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Хĕллехи вăрăм каçсене алĕçĕпе кĕскетет

Нумаях пулмасть редакцине Иккĕмĕш Хурашашра пурăнакан Зоя Матвеева килсе кайрĕ. Зоя Ильинична - иртнĕ çул район хаçатĕнче ирттернĕ "Манăн тăвансем - Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче" фотоконкурсра çĕнтернисенчен пĕри. Алина Оринова тĕп редактор ăна Тав сăмахĕ тата асăнмалăх парне парса саламларĕ.

"Фотоконкурса ярса панă сăнỹкерчĕкре - хуняман аккăшĕ Наталья Егоровна Матвеева, вăл вăрçăра связист пулнă. Ватăлсан та эпĕ ăна чылай пăхрăм", - çапларах каласа пачĕ Зоя Ильинична килти архивра упранакан сăнỹкерчĕк пирки. Паянхи кун Зойăпа Анатолий Матвеевсем - тивĕçлĕ канура. Вĕсен икĕ ача, виçĕ мăнук. Зоя Ильинична хăй вăхăтĕнче тăван хуçалăхра кормовозра ĕçленĕ, лашапа выльăхсем валли апат турттарнă. Мăшăрĕ трактористра вăй хунă. Ялта пурăнаканскерсем, Матвеевсем ыттисем пекех выльăх-чĕр-лĕх усраççĕ. "Хĕллехи вăрăм каçсене тутăр, чăлха-нуски таврашĕ çыхса кĕскететĕп, - тет Зоя Ильинична.

- Район хаçатне те юратсах вулатпăр. Унта пире валли тĕрлĕ сĕнỹ-канаш нумай. Вулакансем валли конкурссем ирттернине те хапăл тусах йышăнатпăр". Эпир те, хаçат ĕçченĕсем, хамăр енчен пирĕн вулакансен кăмăлне тивĕçтерес тесе ĕçлеме шантаратпăр.

А.КАРПОВА.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика