АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Редакци ĕçченĕсем хисеп хучĕсене тивĕçрĕç

Январь уйăхĕнче республикăри журналистсем професси уявне - Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене - паллă турĕç. Шăпах çак ятпа саламларĕç те район хаçачĕн ĕçченĕсене январĕн 19-мĕшĕнче район ертỹçисем. Район пуçлăхĕ Александр Степанов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров "Пирĕн пурнăç" район хаçачĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулнă май чылай пĕлтерĕшлĕ ыйтăва сỹтсе яврĕç. Унпа пĕрлех нумай çул хушши тухăçлă ĕçлекенсене хисеп хучĕсем парса саламларĕç.

- Нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсем ячĕпе Галина Ястребова тĕп бухгалтер, Надежда Мидакова пай редакторĕ, электронлă наборпа верстка операторĕ Светлана Петрова район пуçлăхĕн Тав сăмахне тивĕçрĕç.

- Нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсем ячĕпе Альбина Замуткина корреспондент район администрацийĕн пуçлăхĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ.

Хамăр инф.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика