Ака уйăхĕн 15-21-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ. Эрнене ирттернин тĕп тĕллевĕ: ачасен чунĕнче чăвашлăх туйăмне аталантарасси, шкул ачин тĕнче курăмне никĕслеме пулăшасси, ачасен кăмăл-сипетне халăх педагогикипе эстетики, традицийĕсемпе философийĕ урлă аталантарасси. Эрнене çирĕплетнĕ план тăрăх ирттерме килĕшнĕ.
Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Иванова В.Е. «Чăваша чăваш чĕлхи кирлĕ» доклад туса пачĕ. 8Б класра вĕренекенсем чăваш чĕлхи пирки калакан сăвă йĕркисемпе паллаштарчĕç. 5-8 классенче вĕренекенсем юптарусем пултаруллă вуласа, сценкăсем лартса ачасене савăнтарчĕç. Юптарусем калас конкурса 5А, 6Б, 7Б, 8Б класри ачасем активлă хутшăнчĕç. Чи пултаруллисем: Булаткина К., Аливанкина Д., Ульянова Н. (5А) кл., Гвоздерова М.(7Б) кл., Спиридонова О., Мидакова Д.(6А) кл, Морозова А.(8Б) кл. Çавăн пекех районти тĕп библиотекăра ĕçлекен Лентюкова Е.Г. «Иртнĕ кунсем-çулсем» (Чăваш киноне -90 çул) темăпа паллаштарчĕ. Хăйĕн докладĕнче чăваш театрĕн кун-çулĕпе, чăваш театр кружокне, чăваш киноне йĕркелекенĕпе-И.С.Максимов-Кошкинскин пурнăçĕпе, Тани Юн пултарулăхĕпе ачасене кăткăслантарчĕ.
Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем викторинăсем ирттерчĕç. 3Б класра «Çут çанталăка кам лайăхрах пĕлет», 6Б класра «Чăваш сăмахĕн асамĕ ан пĕттĕр», 6а класра «Чăвашсен пĕрремĕш киноактриси-Тани Юн». 3Б класра вĕренекенсем малтанах « Ҫут çанталăк вăхăчĕсем» презентаци пăхрĕç, ыйтусем çине хуравларĕç, ачасем хăйсен ÿкерчĕкĕсемпе паллаштарчĕс. «Çут çанталăка кам лайăхрах пĕлет» викторинăра палăрнисем: Манилова А., Пузыркина К., Чумакова А., Патрикеев Д., Тихонов Д. 6Б класра вĕренененсем «Чăваш сăмахĕн асамĕ ан пĕттĕр» викторина вăхăтĕнче ваттисен сăмахĕсене тишкерчĕç, тупмалли юмахсене тупрĕç, сăвăсем каларĕç. Чи хастаррисем: Канцеляров Н., Агаськин А., Князьков И., Романова А., Секайкин. «Ҫăлтăрсем чĕнеççĕ» викторинăна 9А класс ачисем хаваспах хутшăнса пĕр-пĕринпе ăмăртрĕç. Космонавтсем çинчен нумай пĕлнипе палăрчĕç: Терентьев А., Стафик И., Горшков А., Инжебейкина А.
Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче «Янра, чăваш сăмахĕ, сăвви» конкурс иртрĕ. Прозăра 5-7 классем хушшинче палăрнисем: Матвеева Д.(6А) кл.-1-мĕш вырăн. Вĕрентекенĕ-Васильева М.Н.; Ухтеров М.(6Б)кл-2-мĕш вырăн. Вĕрентекенĕ-Вазина Н.М.; 8-11 классем хушшинче: Мидейкина А.(8А)кл -1-мĕш вырăн. Вĕрентекенĕ-Васильева М.Н.; Максимова А. (11Б) кл.-2-мĕш вырăн. Вĕрентекенĕ-Иванова В.Е. 5-7 классем хушшинче сăвă вуласа палăрнисем: Алексеева Р(6А) кл. -1-мĕш вырăн. Вĕрентекенĕ-Васильева М.Н.; Ермолаев Д.( 6А) кл. .-2-мĕш вырăн. Вĕрентекенĕ-Васильева М.Н.; Гурьянова В(5Б)кл.-3-мĕш вырăн. Вĕрентекенĕ-Вазина Н.М.; 8-11 классем хушшинче: Матвеев Т.(8А)кл.-1-мĕш вырăн. Вĕрентекенĕ-Васильева М.Н.; Пахинова С. (8А)кл. .-1-мĕш вырăн. Вĕрентекенĕ-Васильева М.Н.; Албакова А.(8Б)кл.-3-мĕш вырăн. Вĕрентекенĕ-Иванова В.Е.; Наумова М. (1А)кл-1-мĕш вырăн. Вĕрентекенĕ-Архипова В.Н.;
Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче «Янра, чăваш юрри» конкурс иртрĕ. 5-7 классем хушшинче палăрнисем:Тверскова Е., Булаткина К. (5А) кл. -1-мĕш вырăн; Ульянова Н.(5А) кл-2-мĕш вырăн. Дементьева К.-3-мĕш вырăн. 8-11 классем хушшинче: Сармандейкина А.(10А) кл. -1-мĕш вырăн; Петрова Д(10А) .-2-мĕш вырăн. Крыцова И.(11Б)кл-3-мĕш вырăн.
Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче «Янра, чăваш юрри-сăвви» район шайĕнче фестиваль иртрĕ. Ҫак кун шкулта чăваш кĕписене тăхăннă ачасем пурне те хăйсен тумĕсемпе савăнтарчĕç. Чăваш чĕлхи пÿлĕмĕсенче юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Фестивале 1-11 классем хутшăнчĕç. Виçĕ номинацире ачасем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. «Янăра, чăваш сăмахĕ !» номинацире «Чи пултаруллă вулавçă» ятне Матвеева Д.(6А) илчĕ. Вĕрентекенĕ-Васильева М.Н.; 1-мĕш вырăна Ухтеров М.(5Б) кл йышăнчĕ. Вĕрентекенĕ-Вазина Н.М.; Аслă классем хушшинче (11Б) кл. Максимова А. 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. Вĕрентекенĕ-Иванова В.Е; «Янра, чăваш сăвви» номинацире Матвеев Т. (8А) 3-мĕш вырăн илме тивĕ пулчĕ. Вĕрентекенĕ-Васильева М.Н.; «Янра, чăваш юрри» номинацире «Чи пултаруллă юрăçă» ятне (10К) кл. Сармандейкина А. йышăнчĕ. Вĕрентекенĕ-Иванова В.Е; 1-мĕш вырăна Тверскова Е.(5А) кл., 2-мĕш вырăна Булаткина К. (5А) йышăнчĕç. Вĕрентекенĕ-Васильева М.Н.; Аслă классем хушшинче 2 -мĕш вырăна (10А) кл. Петрова Д. тивĕçрĕ. Вĕрентекенĕ-Вазина Н.М.;
Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Ĕç çыннин çулталăкне халалласа наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Ачасем шанса панă ĕçе тивĕçлĕ шайра хатĕрленнĕ. 7А класра вĕренекенсем ĕç çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене тĕпе хурса презентацисем хатĕрленĕ. Чи маттуррисем çаксем пулчĕç:Наумов О., Малышева Е., Петрова А.. Митрасова А., Ладайкин Д. 8Б класри Замуткина А., Албакова А., Морозова А., 9А кл. Стафик И. ял хуçалăхĕнче вăй хурса ĕçленĕ ертÿçĕсем çинчен тĕплĕн паллаштарчĕç. Çитĕнекен ăрушăн пултаруллă ертÿçĕсем тĕслĕх пулмаллине çирĕплетсе пачĕç. «Чăваш çыннин чи хаклă енĕ-ĕçченлĕх. Çак пархатарлă туртăм кашни чăваш ачинче пулсан – тем пекехчĕ. Вара пуласлăх та тĕреклĕ пулĕччĕ»,- тесе çирĕплетрĕ хăйĕн шухăшне Замуткина А.