Çĕнтерỹ уявĕн программи
Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 72 çул çитнĕ ятпа майăн 9-мĕшĕнче республикăра чылай мероприяти ирттерме палăртнă.
Хĕрлĕ Чутай салинче:
9 сех. 00 мин. - палăк умĕнче Ĕмĕрлĕх вут чĕртĕç.
10 сех. 00 мин. - "Вилĕмсĕр полк" шестви пулĕ.
11 сех. 30 мин. - Çĕнтерỹ лапамĕнче уявăн савăнăçлă пайĕ пуçланать.
12 сех. 00 мин. - Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсене халалланă палăк умне чечек кăшăлĕсем хурĕç.
12 сех. 15 мин. - çамрăк армеецсен смотрĕ.
12 сех. 40 мин. - автомобильсен колонни иртĕ.
12 сех. 50 мин. - "Вилĕмсĕр полк" шестви.
13 сех. 00 мин. - асфальт çинчи ỹкерчĕксен "Çĕнтерỹ салючĕ" конкурсĕ.
13 сех. 10 мин. - спорт ăмăртăвĕсем пуçланĕç.
13 сех. 30 мин. - "Сирпе пĕтĕм Раççей мăнаçланать!" концерт. Вăрçă ветеранĕсемпе çаврасĕтел иртĕ.
20 сех. 30 мин. - уяв концерчĕ.
21 сех. 00 мин. - Чăваш эстрада артисчĕсем хутшăннипе гала-концерт пулĕ.
23 сех. 00 мин. - "Çĕнтерỹ салючĕ" уяв фейерверкĕ.
23 сех. 10 мин. - гала-концерт малалла тăсăлĕ.