АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2009.01.21 Аталану утăмĕсем: ĕнер, паян, ыран

Чăваш Республикин Президенчĕ 2009 çула Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе палăртрĕ. Унăн тĕллевĕ – ялти пурнăç пахалăхĕпе культура шайне çĕклесси, отрасле çĕнĕ техникăпа тивĕçтересси, ĕçре прогрессивлă инноваци технологийĕсемпе усă курассине лайăхлатасси, ял хуçалăх производствине тытса пыма меллĕ условисем туса хурасси. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Коробков ял хуçалăх отраслĕ районта аталанса пынипе паллаштарма кăмăл турĕ.

– Виçĕм çул район 837 тонна аш-какай, 5318 тонна сĕт туса илнĕччĕ, – терĕ Николай Федорович. – Шел пулин те, ĕне выльăх хисепĕ малтанхи çулхинчен 326 пуç таранах чакрĕ. Кашни ĕнерен çулталăкра 3213 килограмм сĕт сунă. Ку республикăн вăтам кăтартăвĕнчен пĕчĕкрех. Хĕллехи тапхăр валли пĕр пуç условнăй выльăх пуçне 25,3 центнер апат единици хатĕрлесе хăварнă.

2007 çулхи çу кунĕсем аван тăчĕç теме çук. Апла пулин те ял ĕçченĕсем пурĕ 8 пин тонна ытла тĕш тырă пухса кĕртрĕç. Гектар тухăçĕ 16,2 центнерпа танлашрĕ. "Свобода" колхоз кашни гектартан 22,9 центнер тыр-пул пуçтарса илсе районта мала тухрĕ. Хăш-пĕр лаптăксем 40-шер центнера яхăн тухăç пачĕç.

Çав çулхине 3189 гектар кĕр тыррисем акса хăвартăмăр. Ку малтанхи çулхинчен 15 процент ытларах пулчĕ. Ку енĕпе "Коминтерн" тата "Нива" ЯХПК-сем ытларах тăрăшрĕç.

Машина-трактор паркне лизингпа тата çăмăллатнă кредитсемпе усă курса çĕнĕ техникăпа пуянлатса пынă. Çулталăк хушшинче 10 единица çĕнĕ ял хуçалăх техники, пурĕ 13,7 млн. тенкĕлĕх, туяннă. Çавăн пекех "Коминтерн", "Асамат", "Нива", "Свобода" хуçалăхсем, Никитин фермер хуçалăхĕ ферма çурчĕсене çĕнетсе юсанă, çĕнĕ оборудовани туяннă. "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ ĕçлеме пуçланăранпа 2007 çул вĕçленнĕ тĕле çак тĕллевпе 34 млн. тенкĕ тăкакланă.

– Николай Федорович, иртнĕ çулхи ĕç-хĕл çинче чарăнса тăрар пулĕ. Ял ĕçченĕн пурнăçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Пĕлтĕрхи кăтартусем еплерех;

– Хресчен ĕçĕ йывăр, анчах пархатарлă. Çакна кашни çын лайăх ăнланать пулĕ. Сĕтел çинчен çăкăр, аш-пăш, ытти юр-вар ан татăлтăр тесе вăй-халне, тăрăшулăхне парать-çке вăл. Акă, 2008 çулта районти хуçалăхсем пурĕ 12294,9 тонна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пухса илчĕç. Ку малтанхи çулхин 150,5 проценчĕ. Гектар тухăçĕ 17,8 центнерпа танлашрĕ. Çĕр ĕç культурине лайăхлатса, энерги перекетлекен техникăпа усă курса, малта пыракансен опытне ĕçе кĕртсе "Коминтерн" ЯХПК уйрăмах пысăк çитĕнÿ турĕ. Хуçалăх 4428,5 тонна тыр-пул кĕлете кĕртрĕ. Кашни гектар 30 центнер тухăç пачĕ. "Победа" тата "Нива" хуçалăхсем те япăх мар тыр-пул ÿстерчĕç. Кунта çакна та каласа хăвармалла. Вырма вăхăтĕнче çанталăк çумăрлă тăчĕ. Ĕç çине иртерех тухнă пулсан уй-хир пуянлăхне сахалрах çухататтăмăр. Çакă малашлăхшăн урок пултăр ĕнтĕ.

Иртнĕ çул Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров халличчен усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртмелли çинчен каларĕ. Çакна шута илсе эпир районта ку ĕçе япăх мар йĕркелерĕмĕр. Кунта Туканашри "Дар-Бройлер" чăх-чĕп фабрики пирки уйрăм чарăнса тăрас килет. Коллективри трактористсем 1474 гектар çĕре кăпкалатса тухрĕç. Çав пусăна вăхăтра, лайăх пахалăхпа кĕр тыррисем акса хăварчĕç. Çитес çул пысăк тухăç илме шанчăк пур. Районĕпе вара кĕрхи культурăсем 3893 гектар акнă. Ку малтанхи çулăн 122,1 проценчĕ.

Пĕлтĕр выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕç япăхрах пулса пынă теме те пулать. Акă, пурĕ 828,8 тонна аш-какай, 4961,2 тонна сĕт туса илнĕ. Тÿрех каламалла, çак кăтартусем виçĕм çулхинчен пĕчĕкрех. Самăртма хупнă ĕне выльăх талăкра вăтамран 489 грамм ÿт хушса пынă. Çапах та малашлăха пăхса ĕçлекен хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарма тăрăшаççĕ. Сăмахран, "Нива" ЯХПК 80 пуç вырнаçмалăх пăру вити ĕçе ячĕ. "Аккозинский" хуçалăхра та 100 пăру валли вите юсаса çĕнетрĕç. Кĕскен калас пулсан, фермăсенчен ытларах тупăш илме пирĕн сахал мар ĕçлемелле.

– Çĕр ĕçченĕн çулталăкне кĕтĕмĕр. Район умĕнче кăçал мĕнле тĕллевсем тăраççĕ;

– Чăваш Республикин Президенчĕн Николай Федоровăн "Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ çинчен" Указне пурнăçа кĕртсе пырасси – ял çыннисем умĕнче тăракан чи çивĕч задача. Çакна шута илсе тĕп мероприятисен планне туса хатĕрлерĕмĕр. Унпа килĕшÿллĕн мĕнпур категориллĕ хуçалăхсен 7500 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем ÿстермелле. Кашни гектартан 20 центнер пухса кĕртсе тĕш-тырă виçине 15 пин тоннăна çитермелле. Çĕр улми 1502 гектар пулать, унăн вăтам тухăçĕ 171-шер центнерпа танлашмалла. Кĕркунне çак çимĕçе 25,7 пин тонна хранилищĕне хывса хăвармалла.

Умри тĕллевсене пурнăçлас тата тырăпа çĕр улми лаптăкĕсене пысăклатас тĕлĕшпе акмалли, лартмалли лаптăксен тытăмне тепĕр хут пăхса тухмалла. Çур акине ăнăçлă ирттерес тесе ял хуçалăх предприятийĕсене вăрлăхпа, минераллă удобренисемпе, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе, ÿсен-тăрансене хÿтĕлемелли япаласемпе туллин тивĕçтермелле. Ял хуçалăх производствине йĕркеллĕ аталантарса пыма 215 млн. тенкĕ çăмăллатнă кредитсемпе усă курмалла. "Дар-Бройлер" фабрикăна ют çĕршывра туса кăларнă 2 тĕш-тырă комбайнĕ, урапаллă виçĕ трактор, груз турттармалли автомашина, вăрлăх тасатакан машина тата опрыскиватель туянма 200 млн. тенкĕ памалла. "Коминтерн" хуçалăха ĕне фермине вырнаçтарма транспортер тата трактор кÿрсе килме 10 млн. тенкĕ уйăрмалла. "Нива" ЯХПК курăк çулмалли комбайн илсе килесшĕн тата выльăх-чĕрлĕх фермине юсаса çĕнетесшĕн. Çак ĕçсене пурнăçланă чухне вăл 5 млн. тенкĕпе усă курĕ.

Çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес ĕç малалла тăсăлать. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 1610 гектар йышăнакан лаптăка пусă çаврăнăшне кĕртмелле пулать. Çак тĕллевпе ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсем валли тăкаксене саплаштарма вырăнти бюджетран 605 пин тенкĕ уйăраççĕ. Çавăн пекех инвесторсемпе ĕçлессине вăйлатма палăртнă. Паллах, çĕннине пурнăçа кĕртмесĕр ÿсĕм тума çук. Производство технологине çĕнетсе улăштарас, çĕр ĕçĕнчи наука тĕлĕшĕнчен çирĕплетнĕ нормăсене ĕçе кĕртес тĕллевпе малта пыракансен опычĕпе усă курмалла.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ тăрăх район умĕнче çакăн пек задачăсем тăраççĕ: мĕнпур категориллĕ хуçалăхсен çулталăкра 3,68 пин тонна аш-какай, 25,02 тонна сĕт туса илмелле. Кĕтĕве çĕнетес шутпа ĕнесене искусственнăй майпа ытларах пĕтĕлентерсе хăварассине йĕркелемелле. Ялта пурăнакан граждансем валли çурт-йĕр лартма 3360 пин тенкĕ, çамрăк специалистсем валли 4060 пин тенкĕ укçа-тенкĕ уйăраççĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ хресченшĕн чăннипех те яваплă тапхăр шутланать. Ăна ăнăçлă пуçласа çитĕнÿсемпе вĕçлессишĕн тăрăшмалла пирĕн. Хуçалăх ертÿçинчен пуçласа фермăри доярка е механизатор таранах вăй-хала шеллемесĕр ĕçлени кирлĕ. Çакă çĕнĕ чикĕсене çĕнсе илме пулăшасса шанас килет.

Г.Анисимов

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика