АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2009.01.17 Паха вăрлăх тухăç никĕсĕ

Кăçалхи январĕн 11-мĕшĕ тĕлне 1498 тонна вăрлăхлăх пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен пахалăхне тĕрĕсленĕ. Ку вăл çур акинче кирлин 100 проценчĕ пулать. Çитмен культурăсене вăрлăх хатĕрлекен хуçалăхсенчен туянмалла ĕнтĕ. Ку енĕпе "Нива", "Коминтерн" ял хуçалăх кооперативĕсем, В.Никитин фермер хуçалăхĕ, "Свобода" колхоз лайăх ĕçлеççĕ. Паянхи кун тĕлне вĕсем 15 тонна тулăн элитлă вăрлăхне кÿрсе килнĕ.

Хывса хăварнă мĕн пур вăрлăхăн 53 проценчĕ кондицие ларать. Ыттине тасатса ака стандартне çитерме тăрăшмалла. Çакна шута илсе "Путь Ильича", "Асамат", "Победа" хуçалăхсенче ял хуçалăх культурисене сортлас ĕçе аван йĕркелесе янă. Çак кунсенчех "Аккозинский" ял хуçалăх кооперативĕн ĕçченĕсем те вăрлăх тасатма пуçлаççĕ.

Паян "Коминтерн" тата "Авангард" хуçалăхсенче хывса хăварнă вăрлăх пĕтĕмпех кондицие ларать. "Путь Ильича" тата "Нива" кăтартăвĕсем 62-63 процентпа танлашаççĕ. "Мочковашский" фермер хуçалăхĕнче вара кондициллĕ вăрлăх пачах çук.

Акмалли культурăсен пахалăхĕ япăххи вĕсем таса мар пулнипе çыхăннă. Çакна шута илсе пур çĕрте те вăрлăха сортласа тасатасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла.

Г.ПЕТРОВ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика