Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви кăçалхи февралĕн 19-20-мĕшĕсенче Шупашкар хулинче «Çĕр улми – 2009» курав тата «Çĕр улми туса илессин аталанăвĕн инновациллĕ малашлăхĕ» наукăпа практика конференцийĕ ирттерет. Ун ĕçне çĕр улмипе çĕр улми продукчĕсем туса кăларакансем, удобренисем, ÿсен-тăрансене хÿтĕлемелли япаласем, техника, оборудовани тата çак отрасльте усă курмалли ытти материалсем хатĕрлекенсемпе сутакансем, наукăпа тĕпчев институчĕсем, консалтинг компанийĕсем, финанс учрежденийĕсем, аудитор фирмисем хутшăнаççĕ.
Курав республикăри оперăпа балет театрĕн 250 тăваткал метр йышăнакан комплексĕнче пулать. Конференци вара Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн акт залĕнче иртет. Çак форума Чăваш Республикинчи «Агро-Инноваци» унитарлă предприяти йĕркелет.
Чăваш Ен тахçантанпах çĕр улми туса илекен регион шутланать. Пирĕн патра «иккĕмĕш çăкăр» хакне лайăх ăнланаççĕ. 2008 çулта республика ăна туса илнĕ калăпăша палăрмаллах ÿстернĕ. Пĕлтĕр, 2007 çулхипе танлаштарсан, тĕрлĕ категориллĕ хуçалăхсенче çак çимĕçе пухса кĕртесси 115,9 процента çитнĕ. Çапах та ку енĕпе ĕçлемелли нумай-ха. Çак отрасле пулăшас шутпа «Чăваш Республикинче 2009-2012 çулсенче çĕр улми туса илесси» тĕллевлĕ программа палăртаççĕ. Ку «иккĕмĕш çăкăр» йышăнакан лаптăксене тата ăна пухса илмелли калăпăша ÿстерме май парĕ.
Куравпа конференцие Чăваш Республикин Президенчĕ 2008 çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнче кăларнă «Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн ирттереççĕ. Ку çулталăкра миллион тонна çĕр улми çитĕнтерес задачăна пурнăçлас енĕпе ырă улшăнусем тума пулăшĕ.
Наукăпа практика конференцине 300 делегат ытла хутшăнмалла.
«Çĕр улмине фитофторозран хÿтĕлемелли паянхи стратегисем. Анлă пуçарусемпе тенденцисем», «Çĕр улми экономики», «Ÿсен-тăрансене хÿтĕлемелли тытăм. Минерал удобренийĕсем. Биопрепаратсем тата ÿсĕм регуляторĕсем», «Техника тата технологи, çимĕçе сутма хатĕрлесси» темăсемпе «çавра сĕтелсем» иртĕç. Çавăн пекех конференци ĕçне хутшăнакансене хăйсен экспозицийĕсене вырнаçтарма, презентацисем йĕркелеме, сÿтсе явакан ыйтусемпе кĕскен тухса калаçма майсем пулаççĕ.
Куравра тĕп мероприятисенчен пĕри – суту-илÿ лаптăкне йĕркелени. Унта çĕр улми сутакансемпе туянакансем хутшăнаççĕ. Суту-илÿ лаптăкĕ патшалăха экологи енчен таса чăваш çĕр улмине тÿрремĕнех кирлĕ çĕре ăсатма пулăшĕ. Мĕншĕн тесен кунта 2009 çулхи çимĕçе сутмалли килĕшÿсем, протоколсем хатĕрлĕç.
Раççей калăпăшĕпе регион шайĕнче иртекен çак форум инвестицисене явăçтармалли комплекслă ПИАР-компани йĕркелеме, пуçласа çак тавара туянакансене шыраса тупма, экологи тĕлĕшĕнчен паха çĕр улми туса илес ĕçре тĕрлĕ харпăрлăх формисемпе усă курма май парĕ. Республикăри муниципалитет районĕсене çĕр улмин пахалăхĕпе уйрăмлăхĕсене кăтартма та, çак культурăна çитĕнтерес енĕпе мĕнле ĕçленипе паллаштарма та пулăшĕ. Çапла вара курава хутшăнакансен, унта пыракансен йышĕ пысăк пуласса шанас килет. Пĕтĕмĕшле илсен, çакă муниципалитетсен экономикине аталантарма, ял хуçалăх продукцийĕсене ытларах сутма, ял çыннине хисеплессине ÿстерме, унăн пурлăх шайне хăпартма, инвестицие ытларах явăçтарма май парĕ.
Йĕркелÿ комитечĕн телефонĕ: (8352) 45-93-26.