Мĕн акатăн – çав шăтать, теççĕ. Шел пулин те, районти хăш-пĕр хуçалăхсен ертÿçисем, ял хуçалăх специалисчĕсем çак каларăша асра тытмаççĕ. Çирĕп шанчăкпа пурăнакан предприятисем вара вăрлăх хатĕрлес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлеççĕ. Хÿрере çапкаланса пыракансем çур акине хатĕрленесси çинчен пачах шухăшламаççĕ. Çакăн пек çĕрте тухăç пĕчĕк пулать, вĕсем пушă пÿлмесемпе хĕле кĕреççĕ.
Пĕлтĕр район вăтамран кашни гектар пуçне 17,8 центнер пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пухса кĕртнĕ. Шел пулин те, чылай хуçалăхăн тыр-пул тухăçĕ районăн вăтам кăтартăвĕнчен те пĕчĕкрех. «Асаматра» кашни гектартан 10,9 центнер, «Искра-Хмель» – 12,3, «Сура» – 13,1, «Авангард» – 13,2, «Мочковашский» – 13,9, «Победа» ял хуçалăх кооперативĕ 13,4 центнер тырă туса илнĕ. Чăнах та, паянхи пурнăç ял çынни умне пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратать. Укçа-тенкĕ çителĕксĕрри уй-хир ĕçĕсене йĕркеллĕ туса пыма чăрмантарать. Çапах та асăннă хуçалăхсен иртнĕ çулхи çитменлĕхсене шута илсе кăçал паха вăрлăх хатĕрлес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлемелле. Халĕ мĕн куратпăр-ха; «Сура» ял хуçалăх кооперативĕнче паянхи куна пĕр центнер вăрлăх та çук. Çавăн пекех "Авангард" обществăра та сортлă мар вăрлăх кăна. Ун пек ял хуçалăх культурисемпе усă курсан тыр-пул тухăçĕ пĕчĕк пуласси каламасăрах паллă.
Çитес çур акинче усă курма районĕпе 1500 тонна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕ кирлĕ, 1498 тоннине тĕрĕслеттернĕ. Çав шутран унăн 53 проценчĕ акма юрăхлă кондицие тивĕçнĕ. «Коминтерн» (ертÿçи А.Новикова, специалисчĕсем Н.Вороновпа А.Индейкина), «Свобода» (В.Бромбин), «Нива» (В.Мурайкин, А.Шипеев) хуçалăхсем вăрлăх хатĕрлес енĕпе çулленех аван ĕçлеççĕ. Кивелнĕ ял хуçалăх культурисене районланă, пысăк тухăç паракан сортсемпе улăштараççĕ. Çавна пулах асăннă предприятисем пысăк тухăçлă тыр-пул пухса кĕртеççĕ. Тĕслĕхрен, 2008 çулта атнарсем кашни гектар пуçне 29,7 центнер, анатçĕрпÿкассисем – 25,2, тралькассисем 23,3 центнер тĕш-тырă туса илнĕ. Асăннă хуçалăхсенче тăрăшакансем паян çитес çулхи тыр-пул тухăçĕшĕн ĕçлеççĕ. Вĕсем мĕн пур вăрлăха тасатса акма юрăхлă кондицие çитернĕ. Çĕнĕ сортсем улăштарса илессипе те ĕçсем малалла пыраççĕ.
Анчах та ытти хуçалăхсенче вăрлăх пахалăхне лайăхлатасси йывăррăн пулса пырать. "Мочковашский" фермер хуçалăхĕнче паянхи кун тĕлне пĕр центнер кондициллĕ вăрлăх та çук. Çавăн пекех «Победăра» 28 процент, «Аккозинскийре» – 41, «Асаматра» 45 процент кăна кондицие тивĕçнĕ вăрлăх пур. Çакна палăртса хăварас килет. Вăрлăхăн ытларах пайĕ (41 проценчĕ) таса мар пирки кондицие лармасть. Апла пулсан юлса пыракансен вăрлăх тасатакан звеносем йĕркелеме вăхăт. Сортировкăсемпе ĕçлеме ăста машинистсем тупма тăрăшмалла.
Хуçалăхсенче вăрлăх кивелсе пырать. Супер-элита, элита вăрлăх пачах çук, пĕрремĕш-виççĕмĕш репродукциллисем районĕпе те 34 процент кăна. Çакă элита тата пысăк репродукциллĕ вăрлăхсем улăштарса илессипе çине тăрса ĕçлеме хушать. Кĕскен каласан, элитлă вăрлăхпа акнă лаптăк кăçал кашни хуçалăхрах 2-шер процентран кая пулмалла мар.
Районĕпе нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхĕ 12 тонна. Çав шутран 4 тоннине тĕрĕслеттернĕ. Анчах 2 тонни çеç кондицие тивĕçнĕ. Курăк вăрри туса илес тĕлĕшпе «Нива» тата В.Никитин фермер хуçалăхĕсем аван ĕçленĕ. «Путь Ильича», «Коминтерн», «Асамат» ял хуçалăх предприятийĕсенче те курăк вăрлăхĕ пур, анчах ăна тĕрĕслеттерме васкамаççĕ.
Паянхи кун тĕлне районти пилĕк предприятин – «Победа», «Свобода», «Аккозинский», «Нива», «Асамат» хуçалăхсен 255 тонна кĕрхи культурăсен вăрлăхĕн пахалăхне тĕрĕсленĕ. 56 проценчĕ акма юрăхлине палăртнă. Ыттисен те вăрлăха тĕрĕслеттерме тăрăшмалла. Мĕншĕн тесен кĕр акинче куçакан фондри вăрлăхпа усă курсан тыр-пул тухăçĕ пысăкрах пулни пуриншĕн те паллă.
Çĕр ĕç культурине çирĕп пăхăнса пырса, паха вăрлăхпа усă курса кăçал ытларах тыр-пул пухса кĕртесчĕ – çак тĕллевпе тăрăшмалла паян.
Г.Анисимов