АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2009.02.04 Çирĕп никĕс тĕреклĕ

Чăваш Республикин Президенчĕн "Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ çинчен" Указĕ ял çыннисем умне пысăк та çивĕч задачăсем кăларса тăратрĕ. Хуçалăхсем çавна май çĕнĕ тĕллевсем палăртрĕç. Вĕсен 2009 çулта производствăна аталантарас, ялти пурнăç пахалăхĕпе шайне çĕклес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлемелле пулать.

Иртнĕ çул районти хуçалăхсем пурĕ 12294,9 тонна тĕш тырă пухса кĕртрĕç. Паллах, тухăç тата ытларах пулмаллаччĕ. Çанталăк çумăрлă тăни, техника чăхăмлани, ертÿçĕсемпе специалистсем васкаманни çитĕнтернĕ пурлăха пĕтĕмпех пуçтарса илме чăрмантарчĕ. Çапла вара гектар тухăçĕ, республикăн вăтам кăтартăвĕпе танлаштарсан, пĕчĕкрех пулчĕ. Малашлăха курса ĕçлекен "Коминтерн", "Нива", "Свобода" хуçалăхсен пÿлмисем ыттисенчен ытларах тырăпа тулчĕç. Ку аван ĕнтĕ. Çавăн пекех кăçалхи тыр-пул тухăçĕ валли те çирĕп никĕс хывса хăварма тăрăшнă. Акă, 4 пин гектара яхăн кĕр тыррисем акнă. Кунпа пĕрлех 3 пин гектар майлă кĕрхи çĕртме тунă.

Уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама паян техникăна тухăçлă ĕçлеттерни, унпа пĕлсе усă курни нумай пулăшать. Энерги ресурсĕсене перекетлеме май паракан агрегатсем ытларах кирлĕ хуçалăхсене. Райадминистрацин ял хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çакна шута илнĕ, пĕлтĕрхи 11 уйăхра 15993,4 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ техника тата оборудовани туяннă. Çĕнĕ йышши хăватлă техника çĕр ĕçĕнче хăйĕн уссине лайăх кăтартнине палăртма кăмăллă. Кунта пĕр тĕслĕх илсе кăтартни вырăнлă. Туканашри "Дар-Бройлер" чăх-чĕп фабрики "Джон-Дир" хăватлă трактор туянни, унпа усă курни çакна лайăх çирĕплетсе пачĕ. Çавăн пекех "Путь Ильича" обществăн "Четра" тракторĕ те çĕр хатĕрленĕ çĕрте тухăçлă ĕçлет. Кĕскен каласан, хăватлă техника ытларах пулсан уй-хир ĕçĕсене хăвăрт, пахалăхлă вĕçлеме май парать. Паян çĕр пулăхне ÿстерес ыйту та çивĕч тăрать. Ку енĕпе 3423,176 пин тенкĕ тăкакланă.

Тыр-пул туса илес ĕçре элитлă вăрлăх пĕлтерĕшĕ пысăк. Çакна ял хуçалăх специалисчĕсем аван пĕлеççĕ. Иртнĕ çул 2076,396 пин тенкĕлĕх паха вăрлăх туяннă. Унпа усă куракансем тухăçлă тырă пухса илнĕ те ĕнтĕ. Çавăн пекех вăрлăха минерал удобренийĕсемпе пĕрле акса хăварнин усси пысăк. "Коминтерн", "Нива" тата ытти хуçалăхсенче çапла тăваççĕ те. Районĕпе вара иртнĕ çул 12391,909 пин тенкĕлĕх минерал удобренийĕсем кÿрсе килнĕ. Чăнах та, вĕсем пур çĕрте те çителĕклĕ пулнă теме çук. Хăш-пĕр çĕрте минудобренисемпе усă курмасăрах вăрлăха тăпрана варăнтарса хăварнă.

Ÿсен-тăрансене хÿтĕлес ĕç районта кирлĕ пек сарăлса кайнă теме çук. Çакă укçа-тенкĕ хĕсĕккипе те çыхăннă ĕнтĕ. Анчах та калчана хими им-çамĕпе сапни тухăçа самаях ÿстерме май парать. Пĕлтĕр 1550,835 пин тенкĕлĕх ÿсен-тăрансене хÿтĕлемелли им-çам туяннă. Малта пыракан хуçалăхсем унпа туллин усă курнине палăртмалла. Иртнĕ çул 100 гектар çĕр пуçне район 36,0 центнер аш-какай, 215,0 центнер сĕт туса илнĕ. Тÿрех каламалла, çак кăтартусем малтанхи çулхинчен пĕчĕкрех. Кашни ĕне 3168 килограмм сĕт антарнă. Ку 2007 çулхинчен 45 килограмм сахалрах. Çакна та палăртса хăвармалла. Пĕлтĕр, виçĕм çулхипе танлаштарсан, ĕне выльăх йышĕ 442 пуç чакнă. Çав шутран сумалли ĕнесем – 50 пуç. Çавăн пекех 127 пăру сахалрах илнĕ. Ĕне выльăхсене талăкра вăтамран 489-шар грамм ÿт хуштарса пынă. Çакă малтанхи çулхинчен 16 грамм пĕчĕкрех. Апла пулин те коллективлă предприятисем выльăх-чĕрлĕх отрасĕлне аталантарма 1764,02 пин тенкĕпе усă курнă. Ĕнесене искусственнăй майпа пĕтĕлентермелли вăрлăх туянма вара 390,03 пин тенкĕ тăкакланă.

Паян фермăсенче асаттесен меслечĕпе ĕçлени юрăхсăр. Çĕнĕ технологипе усă курни выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене ытларах хатĕрлеме пулăшать. Малта пыракан хуçалăхсем çакна ăнланса фермăсене юсаса çĕнетеççĕ, çĕнĕ оборудовани вырнаçтараççĕ. Тĕслĕхрен, "Свобода" колхоз фермăран çулленех пысăк тупăш илет. Çавна май выльăх пăхакансен уйăхри вăтам ĕç укçи те пысăк. "Эпир выльăх-чĕрлĕх фермисене реконструкцилесси çине тимлĕ пăхатпăр, – тет хуçалăх ертÿçи В.Бромбин. – Иртнĕ çул, акă, çурт-йĕр юсаса çĕнетме 6500 пин тенкĕ кăларса ятăмăр, çакăн усси куç умĕнчех".

Çапла, паян ял хуçалăх производствине аталантарма укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Ку енĕпе хуçалăхсене патшалăх та пулăшать. Çапах та харпăр хăй вăйне шаннине, вырăнта укçа-тенкĕ ытларах тума тăрăшнине нимĕн те çитмест. Пуянлăх пулмасан ялти пурнăç пахалăхĕпе шайне те ÿстереймĕн. Ахальтен мар, çирĕп никĕс тĕреклĕ, тесе калаççĕ.

Г.Анисимов

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика