АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2009.02.28 Хĕлле – урапа, çулла çуна хатĕрле

Çĕр ĕçне юратмалла, хисеплемелле. Хальхи вăхăтра чылайăшĕ çĕнĕ технологипе туслă пулсан кăна тупăш илме май пур теççĕ. Çавăнпа та техника паркне çĕнетсе пырасси хуçалăхсем умĕнче тăракан чи çивĕч ыйтусенчен пĕри.

Паян çĕр ĕçченĕсен, хуçалăх ертÿçисен çур акине тĕплĕн хатĕрленсе тухасси çинчен шутлама вăхăт. Агрегатсене халех юсани, йĕркене кĕртни ака-суха ĕçĕсене кĕске срокра, лайăх пахалăхпа ирттерме май парĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, ку вăхăт тĕлне 132 трактортан 76-шĕ ĕçе хатĕр. Ку енĕпе "Нива", "Победа", "Коминтерн" тата "Свобода" хуçалăхсем аван ĕçленине палăртма пулать. Сăмахран, тралькассисен кăçал уй-хире 10 трактор тухмалла. Февралĕн 16-мĕшĕ тĕлне 9-шне юсав линейкине лартнă. Иккĕмĕшхурашашсен вара пурĕ 11 трактор, çак вăхăт тĕлне 9-шне хатĕрлесе çитернĕ. Атнарсем пирки калас пулсан, кунта кашни çулах çур акине тĕплĕ хатĕрленсе тухаççĕ. Кăçал та техникăна тÿрлетес ĕçе анлă сарса янă. 19 трактортан 15-шĕ уй-хире тухма пултарать.

Тÿрех каламалла, хăш-пĕр хуçалăхсенче ял хуçалăх техники кивелсе çитнĕ. Ăна юсама вăхăт нумай кирлĕ. Çавăнпа хальхи вăхăтра механизаторсене тухăçлă ĕçлеме майсем туса памалла. Юсав мастерскойĕсенче ăшă тата çутă пултăр. Кăткăс техникăна сивĕ вырăнта кирлĕ пек юсама çук. Çавăнпа ял хуçалăх агрегачĕсене ĕçе хатĕрлесси хăш-пĕр çĕрте тăсăлса пырать. Акă, "Асамат" хуçалăха илер-ха. Кунта 23 трактор шутланса тăрать. Февралĕн 16-мĕшĕ тĕлне 5-шĕ кăна юсавлă пулнă. Ку вăл 22 процентпа çеç танлашать. Çавăн пекех "Авангард" хуçалăхра та техникăна йĕркене кĕртесси çине тимлĕх уйăрмаççĕ. Кунта паянхи куна виçĕ трактор кăна ĕçе хатĕр.

Çакна та палăртса хăвармалла. Нумаях пулмасть "Октябрь" совхоз директорĕнче ĕçленĕ Николай Петрович Стафикпа курса калаçма тÿр килчĕ. "Плугсене тĕплĕн юсаса çитермен пирки хуçалăх уйĕсенче йăрансем пулса кайрĕç, – пăшăрханать вăл. – Ку вара тыр-пулшăн питĕ сиенлĕ. Плугсем те кивелсе ватăлаççĕ. Ман шутпа вĕсен рамисене тÿрлетме çÿлтен хушу кирлĕ мар. Харпăр хăйĕн тĕплĕн юсамалла çеç".

Специалистсем каланă тăрăх, заводран килекен плугсен (суха тимĕрĕсем) çĕре касса пыракан пайĕ мăка. Тĕрĕссипе, вăл çур миллиметртан хулăм пулмалла мар. Çавна май ăна туптаса хăйранин усси пысăк. Анчах халĕ çаплипех сухалаççĕ, тыр-пул тухăçне чылай чакараççĕ. Çĕре кăпкалатакан культиваторсене юсанă вăхăтра вĕсен лапписене туптаса хăйраса лартни те вырăнлă. Ĕçленĕ вăхăтра туртăм вăйне çăмăл пултăр, тракторсем хуçалăхшăн перекетлĕ ĕçлеччĕр. Кун пек чухне çунтармалли-сĕрмелли япаласем те ытлашши пĕтмеççĕ.

Кăкарса ĕçлемелли агрегатсем пирки мĕн каламалла-ха; Районĕпе пурĕ 64 сеялка. Вĕсенчен 22-шне ĕçе хатĕрлесе çитернĕ. Ку ĕç "Победа", "Аккозинский" кооперативсенче, В.Никитин фермер хуçалăхĕнче аван пырать. Çавăн пекех 85 плугран 60-шĕ юсавлă. 72 культиватортан вара 16-шне юсав линейкине лартнă. Ку 22 процентпа танлашать. Тĕпрен илсен, кăкарса ĕçлемелли агрегатсене тÿрлетес ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрни кирлĕ. Вăхăт пур-ха тесе ларни паянхи куншăн сиенлĕ.

Паллах, кивĕ техникăпа ĕç тухăçлăхĕ пысăк пулаймĕ. Çакна районти хăш-пĕр хуçалăхсен ертÿçисем шута илеççĕ. Кăçалхи февралĕн 16-мĕшĕ тĕлне районĕпе хуçалăхсен вăйĕпе пурĕ 4943,12 пин тенкĕлĕх техника туяннă. Çавăн пекех инвестици кредичĕпе усă курса 11052,1 пин тенкĕлĕх, лизингпа 7854,763 пин тенкĕлĕх ял хуçалăх техники кÿрсе килнĕ.

Çĕнĕ техникăпа пĕлсе усă курсан çĕр ĕçĕнче çитĕнÿ тума пулать. Паллах, киввисене йĕркене кĕртесси те паян пурнăçламалли ĕçех. Ахальтен мар ваттисем: "Хĕлле – урапа, çулла çуна хатĕрле", – тенĕ.

Г.Анисимов

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика