АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2009.03.14 Хресчене шанчăк парать

– Эпĕ ĕçлеме пуçланă чухне хуçалăх арканма тытăннă тени тĕрĕс мар пулĕччĕ, – терĕ "Нива" кооператив директорĕ Владимир Иванович Мурайкин. – Анчах парăмсем пысăкчĕ. Вăл панкрута тухсан ялсенчи нумай çын ĕçсĕр тăрса юлать. Ку халăх умне чăннипех те йывăр лару-тăру кăларса тăратать. Хресчен ĕçшĕн йÿнĕ хакпа илекен утă-улăма, тыр-пула, çавăн пекех йĕркеллĕ шалăва çухатать-çке. Çакна чĕрепе туйса кÿлĕнтĕм йывăр лава.

Ăнланма пулать паянхи ертÿçĕне. Хăй çак тăрăхра – Мучикассинче çуралса ÿснĕ, кунтах унăн ентешĕсем ĕçлесе пурăнаççĕ. Мĕн ачаран палланă-пĕлнĕ çынсем, чылайăшĕ кун-çулне тăван ялпа çыхăнтарнă. Хуçалăх ырлăх-пурлăхне хушса пырас тĕлĕшпе вăй-халĕсене шеллемен. Халĕ те çаплах. Кооператив экономикине аталантарассишĕн ир пуçласа каçченех ырми-канми тăрăшаççĕ. Владимир Иванович ял хуçалăх кадрĕсемпе выляман, кашни çын хăйĕн ĕç вырăнĕнче юлнă. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем, механизаторсем ĕçе чунтан парăннă, çавăнпа вĕсен ĕç пахалăхĕ аван. Ку ÿсĕм çулĕпе пысăк утăмсемпе малалла утма пулăшать. "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ĕçлеме тытăнни те хуçалăха çĕнĕ чикĕсене çĕнсе илме май парать.

Мучикасси тăрăхне çуллахи тапхăрта темиçе хут та çитсе курма, унти ĕç-хĕлпе паллашма тÿр килчĕ. Июнь уйăхĕн пуçламăшĕнче Владимир Иванович Турхан ялĕ çывăхĕнчи уя илсе кайса кăтартрĕ. Халиччен усă курман, çу кунĕсенче хыт-хура ашкăрса ларнă пусăна тракторсемпе сухаласа пăрахнă. Маларах унта органика, минерал удобренийĕсем нумай хывса хăварнă.

– Эпир тырă акмалли лаптăксене палăрмаллах ÿстертĕмĕр, – терĕ ун чухне ертÿçĕ. – Кăçал 200 гектар таран лаптăка пусă çаврăнăшне кĕртме шутлатпăр. Çавăн чухлех панкрута тухса саланса кайнă "Родина" хуçалăх çĕрĕсене арендăна илтĕмĕр.

Кĕр аки хыççăн та çитсе курма тÿр килчĕ Турхан уйне. Сип-симĕс калча ешерсе ларать унта, хуп-хура хире ешĕл кавирпе хупланă тейĕн. Калча йĕркеллĕ хĕл каçсан кăçал лаптăк пысăк тухăç парасса шанма пулать. Ытти çĕрти кĕр тыррисем те лайăх шăтса тухнăччĕ. Хуçалăх ертÿçин çумĕ Алексей Иванович Шипеев ĕçе йĕркелесе-ертсе пынипе механизаторсем чуна парса тăрăшнă. Çĕр ĕçне агротехникăна çирĕп пăхăнса, лайăх пахалăхпа пурнăçланă. Кĕрхи культурăсем халĕ 430 гектар йышăнаççĕ.

Пĕлтĕрхи вырма районта тăсăлса кайрĕ. Мучикасси тăрăхĕнче те ытти çĕрти пекех çумăрсем çуса тăчĕç. Анчах тыр-пул пухса кĕртме чăрмантараймарĕç кунти ял ĕçченĕсене. Вĕсем 660 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çанталăк пăсăличчен пĕтĕмпех пухса илчĕç. Гектар тухăçĕ 24 центнерпа танлашрĕ, пÿлмене пурĕ 1500 тонна паха тырă кĕчĕ. Вырма техники çителĕклĕ, унпа туллин усă курнă. Опытлă, çĕр ĕçне лайăх пĕлекен механизаторсем комбайнсен штурвалĕ умне тăнă-çке. Ĕç ăнăçлăхĕ механизатор кадрĕсенчен килнине лайăх ăнланать Владимир Иванович. Кирек хăш участока та яваплăха туякан ăста çынсене вырнаçтарма тăрăшать.

– Пысăк тухăç илме сахал мар тар тăкмалла, – теме юратать вăл. – Çĕр пулăхне ÿстерни, технологие пăхăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Акă, нумай çул ÿсекен курăксем пулнă лаптăкра азот чылай юлать. Унта тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем те аван пулаççĕ. Çакна аса илни те вырăнлă. Халĕ пурте тăкаксене чакарас тĕллевпе ĕçлетпĕр-çке. Пĕр пусăна дискаторпа кăпкалатнă хыççăнах акса хăвартăмăр. Усси çур пуслăх кăна пулчĕ, теççĕ кун пек чухне. Калча япăх шăтса тухрĕ, тухăçĕ пĕчĕк пулчĕ. Пирĕн тăрăхра йывăр çĕр, ăна лайăх кăпкалатмалла.

Эпир минерал удобренийĕсемпе усă куратпăр-ха. Хальхи вăхăтра ăна гектар пуçне пĕр центнер хыватпăр. Кăçал çак хисепе 1,5 центнера çитересшĕн. Чăннипе вăл виçĕ центнертан кая кирлĕ мар. Çакна шута илсе "Апат-çимĕç фончĕ" унитари предприятийĕпе килĕшÿ турăмăр.

Паха вăрлăх – пысăк тухăç никĕсĕ тетпĕр. Çакна кооператив ертÿçисем те, ял хуçалăх специалисчĕсем те, çĕр ĕçченĕсем те лайăх ăнланаççĕ. Кунта çĕнĕ, лайăх тухăç паракан вăрлăхпа усă курма тăрăшаççĕ. Акă, вунă тонна ытла элита вăрлăх туяннă. Сăмах май, 332 пин тенкĕ парса сортласа тасатмалли агрегат та илсе килнĕ. Ку вăрлăхлăх ял хуçалăх культурисене сутма май панă. Кĕркунне, акă, «Нивăран» «Дар-Бройлер» чăх-чĕп фабрики кĕр тыррисем туяннă.

Çуртрисене 320 гектар çине акса хăвармалла. Çĕртме кунтан нумайрах тунă – 350 гектар ытла.

Паллă ĕнтĕ, хальхи вăхăтра ял хуçалăхĕ укçа-тенкĕ çителĕксĕррипе кирлĕ пек аталанаймасть. Акă, пĕлтĕр сĕт хакĕ литр пуçне 6 тенке çити чакса ларчĕ. Маларах вăл 13-14 тенкĕпе кайнă. Çак продукци хакне хăпартма шантараççĕ. Ку аван ĕнтĕ. Наци проекчĕпе виçĕ миллион тенкĕ çăмăллăх кредичĕ илни хуçалăха сĕт пахалăхне ÿстерме май парать. Çав укçапа ĕне фермине юсаса çĕнетнĕ, сĕт пăрăхĕ, холодильник вырнаçтарнă. Паянхи кун хуçалăхра 549 ĕне выльăх тытаççĕ, çав шутран сумалли 170 ĕне.

Производство кооперативĕн пурлăхпа техника бази пуянланса пыни савăнтарать.

– Юлашки çулсенче çĕнĕ техника чылай туянтăмăр, – тет Владимир Иванович. – 2007 çулта дискатор, пресс, утă тавăрмалли агрегат кÿрсе килнĕччĕ. Пĕлтĕр трактор, косилка, «Енисей» комбайн туянтăмăр. Анчах çакă пăшăрхантарать. Перекет банкĕ çăмăллăх кредичĕн ставкине ÿстерчĕ. Вăл ку таранччен 12 процентпа танлашнăччĕ, халĕ 15,5. Çапах та «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ патшалăх программине куçни хресчене шанчăк парать. Ăна пурнăçа кĕртме пилĕк çулта патшалăх 1,5 триллион тенкĕ уйăрать. Ял хуçалăх отраслĕшĕн пысăк пулăшу ку. Рынока вырăнта туса илекен çимĕçпе 70 процент таран тивĕçтерме палăртнипе çыхăннă çакă. Пулăшу та килме пуçларĕ ĕнтĕ. Удобрени, çунтармалли-сĕрмелли материалсемшĕн дотаци параççĕ. Малашне пулăшу татах ÿсессе шанатпăр.

Çапла, йывăрлăхсем ура хураççĕ пулин те «Нива» хуçалăх малаллах аталанать. Мĕншĕн тесен кунта çамрăк та пултаруллă ертÿçĕ ĕçе йĕркелесе пырать, хастар çынсем тăрăшаççĕ. Кăçалхи мартăн 5-мĕшĕнче хуçалăхра отчетпа суйлав пухăвĕ пулса иртнĕ. Кооператив членĕсем пурте пĕр саслă пулса В.И.Мурайкина коллективлă предприяти ертÿçине суйланă.

Г.Анисимов

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика