АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2009.03.18 Цифрăсем мĕн калаççĕ

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура 2009 çула Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Çакна палăртрĕ: Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕн тĕллевĕ – ялăн социаллă тата экономика пурнăçне малалла аталантарас енĕпе комплекслăн пурнăçламалли ĕç, ют çĕршывсен опычĕпе, çĕршыври аграри ăслăлăхĕн çитĕнĕвĕпе, чи çĕнĕ технологисемпе усă курса ял хуçалăх производствине çирĕппĕн аталантармалли нумай енлĕ ыйтусене татса парасси, ял хуçалăх предприятийĕсене тĕнчери тухăçлăх шайне кăларасси.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕ кăçалхи январь-февраль уйăхĕсенчи кăтартусене пĕтĕмлетнĕ. Çак тапхăрта, акă, хуçалăхсем пурĕ 144,8 тонна аш-какай (пĕлтĕрхин 149,3 проценчĕ), 673,9 тонна сĕт (90,5 процент) туса илнĕ. "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе килĕшÿллĕн вара мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче çак продукцине палăртнинчен ытларах хатĕрленĕ. Сăмахран, 535,8 тонна (125,5 процент) аш-какай, 3686,9 тонна (112,7 процент) сĕт пухăннă.

Шел пулин те, кăçалхи икĕ уйăхра ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕне выльăх йышĕ, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, 545 пуç сахалланнă. Çавăн пекех ĕне пуçне сĕт илесси 31 килограмм чакнă. Январь-февраль уйăхĕсенче кашни ĕне вăтамран 441 килограмм сĕт антарнă. Сыснасем ÿт хушасси талăкра 463-шар грампа танлашнă. Ку вăл иртнĕ çулхинчен 113 грамм ытларах. Ĕне выльăхсен ÿт хушаслăхĕ куллен 458-шар грамм пулнă. Çакă пĕлтĕрхинчен 31 грамм нумайрах.

"Свобода", "Коминтерн" ял хуçалăх предприятийĕсенче, В.Никитин фермер хуçалăхĕнче ĕнесенчен сĕт ытларах суса илни курăнать. Акă, пĕр ĕне пуçне анатçĕрпÿкассисем 1029 килограмм, атнарсем – 685, кивирчемессем 589 килограмм продукци илнĕ. Аш-какай туса илессипе вара "Коминтерн", "Нива" тата "Асамат" хуçалăхсенче лайăхрах ĕçленĕ.

Специалистсем лайăх пĕлеççĕ, ăратлăх ĕçне лайăхлатни выльăх-чĕрлĕхрен ытларах продукци илме пулăшать. "Нива" кооператив кăçал 20 пуç ăратлă пăру туянма палăртнă. "Коминтерн" хуçалăх вара 5 пуç ăратлă сысна аçи кÿрсе килесшĕн. "Дар-Бройлер" чăх-чĕп фабрики 1720 пин штук ăратлă чăхсен çăмартине туянать. Çакă республика бюджетĕнчен ку енĕпе уйăрнă укçа-тенкĕпе пĕтĕмпе тенĕ пекех усă курма май парать. Çакна та палăртса хăвармалла. "Коминтерн" хуçалăх кăçал ĕне выльăх ĕрчетес енĕпе ĕçлекен ăратлă хуçалăх йĕркелесе ярасшăн.

Умра пысăк задачăсем тăраççĕ. "2008-2012 çулсенче ял хуçалăхне аталантарасси" районти тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн кăçал районти мĕн пур категориллĕ хуçалăхсен 3,68 пин тонна аш-какай, 25,02 пин тонна сĕт туса илмелле.

Çак чикĕсене çĕнсе илни район экономикине çирĕплетме самаях пулăшĕ.

Иртнĕ çул пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ 7136 гектарпа танлашнăччĕ. Кашни гектартан 17,8 центнер пухса кĕртсе хуçалăхсем кĕлете 12406 тонна тырă хывса хăварчĕç.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе маларах усă курман çĕрсене 2900 гектар пусă çаврăнăшне кĕртсе хăвармаллаччĕ. Чăннипе вара, 3015 гектар йышăнакан лаптăкра агротехника ĕçĕсене ирттернĕ. Кĕрхи культурăсене 2318 гектар çине акса хăварнă. Хальхи вăхăтра районта кĕрхи культурăсем 3893 гектар. Паллă ĕнтĕ, пысăк тухăçлă тыр-пул туса илес тесен вăхăтра тата пахалăхлă кĕрхи çĕртме туса хăвармалла. 2008 çулта 3521 гектар çĕртме сухаланă. Çапла вара, кăçал тырă акмалли лаптăка 8525 гектара çитермелле, пурĕ 15509 тонна тырă туса илмелле.

Ял хуçалăх производствине ăнăçлă аталантарса пырас тĕллевпе кăçал 215 миллион тенкĕлĕх çăмăллатнă кредитсемпе усă курмалла. Çав шутран "Дар-Бройлер" чăх-чĕп фабрики ют çĕршывра туса кăларнă тĕш тырă пухса кĕртмелли 2 комбайн, урапаллă виçĕ трактор, груз турттармалли автомашина, опрыскиватель тата вăрлăх тасатмалли машина туянма 200 миллион тенкĕпе усă курать. "Коминтерн" кооператив 10 миллион тенкĕлĕх сĕт-çу фермисем валли транспортерсем тата трактор туянать. "Нива" хуçалăх курăк çулмалли комбайн туянма тата выльăх-чĕрлĕх витине юсаса çĕнетме 5 миллион тенкĕ илет.

Кăçал маларах усă курман ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене 1610 гектар чухлĕ пусă çаврăнăшне кĕртмелле. Çав шутран Мăн Этмен ял тăрăхĕнче 405 гектар, Хĕрлĕ Чутай – 420, Питĕркасси – 360, Кив Атикасси – 300, Штанаш ял тăрăхĕнче 125 гектар. Ку тĕллевпе ял хуçалăх таварĕсем туса илес тĕлĕшпе ĕçлекенсем валли, тăкаксене чакарас тĕллевпе, вырăнти бюджетран 500 пин тенкĕ уйăрнă.

Юлашки вăхăтра патшалăх хушма хуçалăх тытакан граждансене тивĕçлĕ пулăшу парать. Çавăн пекех ял хуçалăх потребитель кооперативĕсене йĕркелеме те пулăшать. Сăмахран, наци проекчĕ ĕçлеме тытăннăранпа ăна пурнăçа кĕртме 1471 граждан хутшăннă. 2007 çулхине уйрăм хушма хуçалăх тытакан 620 çынна 73302, 4 пин тенкĕ кредит парса пулăшнă. Граждансене "Россельхозбанк" тата Перекет банкĕ тивĕçлĕ пулăшу панă. Пĕлтĕр вара "АПК аталанăвĕ" наци проектне пурнăçлама 331 çын хутшăннă, 40436,5 пин тенкĕ кредитпа усă курнă.

Пĕтĕмĕшле, ял хуçалăх производствине аталантарса пыма, çĕр ĕç культурисене тата выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене нумайрах хатĕрлеме условисем пур. Çынсен тăрăшулăхĕ, ертÿçĕсемпе ял хуçалăх специалисчĕсен пултарулăхĕ вара умри чикĕсене çĕнсе илме май парасса шанас килет.

Г.Анисимов

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика