АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2009.04.01 Алăкран шаккать çур аки

Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн, 2009 çула Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе палăртрĕç. Çавна май районта кăçал ял хуçалăхĕнче тумалли ĕçсен планне пăхса тухса çирĕплетнĕ.

Районти мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче 15670 тонна тĕш тырă, 26920 тонна çĕр улми, 9834 тонна пахча çимĕç туса илмелле. Çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче 15670 тонна тырă, 45 тонна çĕр улми, 9 тонна хăмла хатĕрлемелле. Пĕрчĕллĕ культурăсем туса илессине, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 4256 тонна ÿстермелле. Çĕр улми тата пахча çимĕç гектар пуçне тухăç нумайрах параççĕ ĕнтĕ, анчах та районта вĕсене çитĕнтерес ĕçре усă курмалли ял хуçалăх машинисен комплексĕ çителĕксĕр.

Иртнĕ çул хуçалăхсем кĕр тыррисем 2007 çулхинчен 704 гектар ытларах акса хăварнă. Ку енĕпе "Коминтерн", "Победа", "Свобода", "Нива" ял хуçалăх предприятийĕсемпе "Дар-Бройлер" чăх-чĕп фабрики аван ĕçленине палăртма пулать. "Асамат", "Путь Ильича", "Искра-Хмель", "Аккозинский", "Мочковашский" предприятисем малтанхи çулхинчен сахалрах акнă.

Пĕлтĕр 3521 гектар кĕрхи çĕртме туса хăварнă. Ку вăл, виçĕм çулхипе танлаштарсан, 893 гектар ытларах. "Коминтерн", "Свобода", "Нива", "Дар-Бройлер" çĕртме планне ăнăçлă пурнăçланă. Çав вăхăтрах "Победа", "Аккозинский", "Мочковашский", "Сура", "Асамат" тата В.Никитин фермер хуçалăхĕ ку ĕçе кирлĕ чухлĕ туса хăварайман. Çакна асра тытмалла: кĕрхи çĕртме тăпрара тутлăхлă япаласемпе нÿрĕк ытларах сыхласа хăварма, çум курăксен вăррисен хисепне чакарма, чир-чĕр ертекен кăпшанкăсенчен хăтăлма пулăшать. Кĕр акипе сухи çавăн пекех çурхи ака-суха ĕçĕсен калăпăшне чакараççĕ, техникăпа тухăçлăрах усă курма май параççĕ.

Кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 4632 гектар йышăнакан лаптăка акса хăвармалла. Çав шутран "Путь Ильичара" 552 гектар, "Коминтернта" – 713, "Авангардра" – 80, "Победăра" – 185, "Свободăра" – 220, "Аккозинскинче" – 210, "Нивăра" – 267, В.Никитин фермер хуçалăхĕнче – 255, "Мочковашскинче" – 80, "Сурара" – 71, "Асаматра" – 938, "Дар-Бройлерта" 1000 гектар тата ытти те. Çапла вара кĕрхисемпе пĕрле 8525 гектар çинче тĕш тырăсем пулаççĕ. Палăртнине пурнăçа кĕртсен тыр-пул лаптăкĕ 1258 гектар пысăкланать. Çавăн пекех кăçал 2027 гектар пĕр çул ÿсекен курăксем, 663 гектар силослăх культурăсем акса ÿстермелле. Пĕтĕмĕшле ял хуçалăх культурисене 18360 гектара çитермелле. Сăмах май, 2008 çулта вĕсем 15345 гектар йышăннă.

Пĕлтĕр хуçалăхсем малтан усă курман 3015 гектар ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинче агротехника ĕçĕсене пурнăçланă. Çавна май, район бюджетĕнчен 1 млн 400 пин тенкĕ, Чăваш Республикин бюджетĕнчен 275 пин тенкĕ уйăрса панă. Çакна шута илсе кăçал пирĕн акмалли лаптăка ÿстермеллех.

Çурхи ака-суха ĕçĕсене ирттерме 14982 центнер вăрлăх хывса хăварнă. 8164 центнерĕ е тĕрĕсленин 54 проценчĕ кондициллĕ. "Свобода", "Авангард" хуçалăхсенче мĕн пур вăрлăх акма юрăхлă. "Коминтерн" кооперативăн акма юрăхлă вăрлăх 97 процент.

"Победа", "Аккозинский", "Нива", "Дар-Бройлер", "Асамат", "Мочковашский" хуçалăхсенче ял хуçалăх культурисем таса мар. Тĕпрен илсен, 5718 центнер вăрлăха паянах сортласа тасатни кирлĕ. Чăнах та, "Асамат" тата "Победа" хуçалăхсенче çак ĕçе йĕркелесе янă. Анчах та вăл вăраххăн пулса пырать. Çавăн пекех шăтаслăхĕпе кондицие ларман вăрлăх 700 центнер пур. Ăна хальтерех улăштармалла. Çакна та палăртса хăварас пулать: хăш-пĕр çĕрте складсене дезинфекци тумаççĕ тата вăрлăха им-çамламаççĕ. Ку ÿсен-тăрана хурт-кăпшанкăпа сиенленме май парать.

Сортсене çĕнетес тĕлĕшпе япăх ĕçлетпĕр. Паянхи кун тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсенче элитлă вăрлăх пачах çук. Акă, 1-4 репродукциллĕ культурăсем 6847 центнер (46 процент), массăллă репродукциллисем 8135 центнер (54 процент) шутланаççĕ.

Кĕрхи калчасене апатлантарма 389 тонна аммиак селитри кирлĕ. Çуртрисем акнă чухне 464 тонна минудобренисемпе усă курмалла. Пурĕ 853 тонна удобрени кÿрсе килмелле. Республикăри суту-илÿ фончĕпе килĕшÿ пур. Вăл 624 тонна аммиак селитри, 50 тонна азофоска, 97,2 тонна диаммофоска, 17 тонна нитроаммофоска пама шантарать. Хальлĕхе "Коминтерн" хуçалăх кăна минерал удобренийĕсем кÿме пуçланă.

Çурхи ака-суха ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă ирттерес тесен ял хуçалăх техникине тĕпрен юсани кирлĕ. Акă, халĕ тракторсен 59 проценчĕ, груз турттармалли автомобильсен – 57, сеялкăсен – 35, плугсен – 71, культиваторсен 22 проценчĕ ĕçе хатĕр. Çавăн пекех çур аки ирттерме 170 тонна дизель топливи, 75 тонна автобензин, 15 тонна тĕрлĕ çу кирлĕ. Паянхи кун тĕлне хуçалăхсем çунтармалли-сĕрмелли материалсем кÿме тытăнман. Чăнах та, "Промнефть" хранилищисенче дизель топливи упранать.

Пур хуçалăхсенче те механизаторсен кадрĕсем çителĕксĕрри палăрать. "Путь Ильича" обществăна 4 механизатор, "Свободăна" – 4, "Асамата" – 3, "Телее" – 3, "Победăна" 4 механизатор кирлĕ. Пурĕ 25 трактористран кая мар.

Хальхи вăхăтра ял хуçалăх техникине ĕçе юрăхлине тĕрĕслемелли тапхăр пырать. Кăкарса ĕçлемелли агрегатсемпе тракторсене юсав линейкине лартас ĕçе апрелĕн 10-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле. Минерал удобренийĕсем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, техникăна юсамалли саппас пайсем туянма тĕрлĕ майсемпе усă курма тăрăшмалла. Мĕн пур вăрлăха кондицие лартмалла. Кунпа пĕрлех агрегатсене механизаторсен кадрĕсемпе комплектласа çитермелле. Ĕç укçи тÿлессине, ака-суха ĕçĕсене хутшăнакансене вĕри апатпа тивĕçтерессине, ĕç кăтартăвĕсене вăхăтра пĕтĕмлетессине йĕркелесе ямалла.

Г.Анисимов

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика