АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2009.05.16 Кĕтÿ çаран çинче

Паян кашни хуçалăхрах йÿнĕ те паха апатпа – ешĕл курăкпа туллин усă курса выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхне ÿстерессишĕн тăрăшнине палăртма кăмăллă. Акă, кĕçнерни кун "Нива" ял хуçалăх кооперативĕнче пушмак пăрусене Сăр хĕрринчи улăха антарнă. Çавăн пекех паян ĕнесене çуллахи лагере куçараççĕ. Унта выльăхсем нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕнче çÿрĕç.

Кăçалхи тăватă уйăхра хуçалăхри дояркăсем 208,9 тонна сĕт хатĕрленĕ. Ку вăл пĕлтĕрхинчен 21,3 тонна ытларах. Çак тапхăртах кашни ĕне 1229 килограмм сĕт антарнă е иртнĕ çулхинчен 126 килограмм нумайрах. Хальхи вăхăтра ĕне пуçне куллен 11 килограмм ытларах сĕт сăваççĕ.

– Çуллахи тапхăрта продукци илессине ÿстерес тĕллевпе ĕçлетпĕр, – тет кооператив ертÿçи В.Мурайкин. – Кĕтĕве çÿретме курăк çителĕклĕ, шыв та тулăх.

"Коминтерн" ял хуçалăх кооперативĕ те кĕçнерни кун пушмак пăрусене уя кăларнă. Акă, халĕ Красный Яр улăхĕнче 135 пуçран тăракан кĕтÿ çÿрет. Березовка çывăхне вара 120 çамрăк выльăх тухнă. Паян Атнар ферминчи тата комплексри сумалли ĕнесем уй-хире тухĕç. Вĕсене виçĕ кĕтĕве уйăрнă. Çакна палăртма кăмăллă: атнарсем кашни ĕнерен куллен сĕт сăвассипе питĕ аван ĕçлеççĕ. Халĕ кунти ĕнесем пĕрер пăта яхăн сĕт антараççĕ. Çак продукцие хатĕрлессине хуçалăхра япăх мар йĕркеленине палăртмалла. Кăçалхи тăватă уйăхра 657,7 тонна сĕт хатĕрленĕ. Ку иртнĕ çулхинчен 9,2 тонна ытларах.

– Сĕт нумай илетпĕр пулин те тупăшне питĕ сахал куратпăр, – пăшăрханса пĕлтерчĕ кооператив ертÿçи А.Новикова. – Кашни килограмне тăватă тенкĕпе сутнипе ăçтан тупăш пултăр; Сĕт хакĕ хăпарасса шанса пурăнатпăр ĕнтĕ...

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп зоотехник-эксперчĕ А.Елизарова каланă тăрăх, «Асамат» хуçалăхăн Штанаш ферминчи ĕнесене иртнĕ эрнерех нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкне кăларнă. Çавна май халĕ сĕт сăвасси ÿснĕ. Ытти хуçалăхсенче те çаплах пултăрччĕ!

Г.АНИСИМОВ

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика