Июлĕн 25-мĕшĕнче районта вырма ыйтăвĕпе семинар-канашлу иртрĕ. Унта ăнса пулнă тыр-пула лайăх пахалăхпа, тăккаламасăр пухса кĕртесси, ĕçшĕн тÿлесси çинчен туллин калаçрĕç. Канашлăва район пуçлăхĕ А.И.Криков та хутшăнчĕ.
Кăçал пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен çĕр ĕç культурине пăхăнса пынипе тата çанталăк условийĕсем те аван пулнипе лайăх тыр-пул ÿсрĕ. Анчах пур çĕрте те вырмана тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илеççĕ-и; Комбайнсене юсав линийĕ çине лартнă-и; Хĕрÿ ĕç çи валли кадр ыйтăвĕсене татса панă-и; Çак тата ытти ыйтусене тĕплĕн пăхса тухрĕç те ĕнтĕ семинар-канашлăва пухăннисем.
Чи малтанах ĕçлĕ ушкăн «Путь Ильича» хуçалăхри лару-тăрупа паллашрĕ. Общество директорĕ Г.Алмакаева вырмана мĕнле хатĕрленни çинчен кĕскен каларĕ. Ачкассисен 900 гектар çинчи тыр-пула пуçтарса илме тăватă комбайн пур, виçĕ автомашина тырă турттарса тăрĕç. Йĕтем çинче те йĕрке тунă, вăл тырă йышăнма хатĕр. Анчах ертÿçĕ йĕтем çинче ĕçлеме çынсем çукки пирки пăшăрханса каларĕ. Пухăннисем ку тĕлĕшпе аслă классенчи шкул ачисене тата ĕçлев центрĕпе килĕшÿ туса ĕçе явăçтарма сĕнÿ пачĕç.
Унтан семинар-канашлăва пухăннисем хуçалăхсен хирĕсене пăхса çаврăнчĕç, хăш уйсенче тыр-пул маларах пиçсе çитнине палăртрĕç, уйсен тасалăхне хак пачĕç. Тĕрĕссипе, ял хуçалăх производствин технологине çирĕп пăхăнса ĕçлекенсен, çĕр пулăхĕшĕн тăрăшакансен тыр-пул пуссийĕсем тап-таса, тинĕс пек хумханса лараççĕ. «Путь Ильича», «Телей» обществăсен çĕр лаптăкĕсем пирки çапла калаймăн. Вĕсен тĕшĕленĕ тырра кĕлете кĕртиччен чылай ĕçлеме тивĕ. Малтанах çĕр пахалăхĕпе ĕçлеменни кайран тăкакпа таврăнать-çке.
«Коминтерн» кооперативĕн уйĕсене кĕрсен кунта чăн-чăн çĕр çынни ĕçлени курăнчĕ. 10-мĕш уйра кĕрхи тулă пуссийĕ сарăлса выртать. Сăмах май, атнарсем çак культурăна 700 гектар çинче лартса ÿстернĕ. Семинар-канашлăва пухăннисем тулă еплерех пиçсе çитнине пучахсене алăпа тĕшĕлесе пăхрĕç, шăл хушшине хурса пахалăхне тĕрĕслерĕç. Тулă пиçсе çитнĕ. Апла пулсан, çак кунсенче «Коминтерн» хуçалăх комбайнĕсем хире тухĕç. Сăмах май, кăçал атнарсем мĕн пур тыр-пула 5 комбайнпа вырса тĕшĕлеççĕ. Çавăнпа кунти ĕçченсем 1413 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене, çанталăк парсан, паллах, пысăк пахалăхпа пĕр тăккаламасăр вăхăтра пухса кĕртме шанаççĕ. Кооператив ертÿçи А.Новикова каланă тăрăх, гектар тухăçĕ пĕлтĕрхинчен ытларах пулмалла – 30-40 центнера çитмелле. Унтах Альбина Борисовна ĕçшĕн тÿлес ыйтăва хускатрĕ: пĕтĕмпех мĕнле вырса тĕшĕлесе илнинчен, кĕлете миçе тонна тырă кĕртнинчен килет. Вырма экипажĕ çак килĕшÿпе кăмăллă. Пĕлтĕр те вĕсем хĕрÿ ĕçре тар тăкса лайăх шалу, тырă-пулă илнĕ, премие те тивĕçнĕ.
Ĕçлĕ ушкăн йĕтем çине те çитсе курас терĕ. Унта та йĕрке туса çитернĕ: кĕлетсем тырă йышăнма хатĕр, ĕç çыннисем тырă вырма пуçласса çеç кĕтеççĕ. Кооператив вырмана тĕплĕн хатĕрленсе çитнине палăртма çав тери кăмăллă.
Пĕтĕмлетÿ пайĕ Атнарти Культура çуртĕнче пулчĕ. Райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Н.Коробков вырмана хатĕрленсе ирттересси, унпа пĕрлех кĕрхи культурăсене акма çĕр хатĕрлесси пирки калаçрĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, кăçал ĕç çи тапхăрĕнче 8440 гектар çинчи тыр-пула пухса кĕртмелле. Шутласа пăхнă тăрăх, гектар тухăçĕ районĕпе 20 центнера çитмелле. Çапла шутлама майĕ пур. Чылай кооператив лайăх сортлă тырă акса хăварчĕ. Анчах «Путь Ильича», «Сура», «Асамат» хуçалăхсенчи çурхи культурăсен тухăçĕ шухăшлаттарать.
Николай Федорович ертÿçĕсемпе специалистсене вăхăта сая ямасăр мĕн пур техникăна хатĕррисен линейкине лартса çитерме, кадр ыйтăвне татса пама, ĕç сыхлавĕн мероприятийĕсене ирттерме чĕнсе каларĕ.
Пухăннисем умĕнче «Россельхозцентр» специалисчĕ А.Барышникова, «Ростехнадзор» инспекторĕ В.Васюков, хăрушсăрлăх техники тата ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Э.Викторова тухса калаçрĕç. Район пуçлăхĕн çумĕ А.Самылкин вырма тапхăрĕнче мĕн пур специалиста яваплăха туйса пиçсе çитнĕ тыр-пула пухса кĕртес ĕçе хастар хутшăнма, кĕр тыррисене вăхăтра акса хăварма чĕнсе каларĕ.
Семинар-канашлу ĕçне район пуçлăхĕ А.Криков пĕтĕмлетрĕ. Александр Иванович çакна палăртрĕ: çĕр ĕçченĕсен, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, ĕç калăпăшĕ пысăкланчĕ. Иртнĕ çул пушă çĕрсене 1200 гектар пусă çаврăнăшне кĕртнĕ, вĕсене акса хăварнă. Вырма çăмăл пулмĕ. Кунта техникăсене тухăçлă ĕçлеттерни, ĕç аллисем çителĕклĕ пулни паха. Хуçалăх ертÿçисен ĕçлекенсене укçа-тенкĕ, пурлăх тĕлĕшĕнчен хавхалантарасси тĕп вырăнта пулмалла. Мĕн пур майсем тупса ăнса пулнă тырра кĕлете кĕртсе çитермелле.
Л.Шивиркина