АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2009.03.17 Хĕрÿлĕхĕ хĕрĕх çынлăх

"Коминтерн" ял хуçалăх производство кооперативĕн Трапайри ĕне выльăх комплексĕнчи Александр Еремин осеменатор-лаборант Чăваш Республикин Президенчĕн стипендиачĕ пулса тăнă. Вăл çак чыса 2008 çулта производствăра пысăк ÿсĕмсем тунăшăн тивĕçнĕ.

Трапайри ĕне выльăх ĕрчетмелли комплекс Сорăм ялне каякан асфальт сарса хытарнă çулăн сылтăм енче. Кунта нумаях пулмасть хăнасеме килсе курнăччĕ-ха. Семинар-канашлу умĕн хуçалăха ертсе пыракансем пухăннă ертÿçĕсемпе специалистсене комплекс ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Ун чухне çурт-йĕре хăнасене кĕтсе илме ятарласа тирпей-илем кĕртнĕ теме пулатчĕ. Халĕ те кунти лару-тăру малтанхи пекех иккен. Дояркăсем кун йĕркине çирĕп пăхăнаççĕ. Ĕнесене таса тытма тăрăшаççĕ.

...Пире хирĕç çинçерех кĕлеткеллĕ, вăтам пÿллĕ çамрăк васкаса килет. Вăр-вар, хĕрÿ çын ку, темелле ун çине пăхсан.

– Акă вăл, Александр Еремин, – паллаштарчĕç унпа дояркăсем. – Яра кунах комплексран татăлмасть. Саша! Сан пата çынсем килнĕ...

Пирĕн ума пырса тăнă çамрăк сăнаса пăхать. Куçĕсенче "мĕнле ĕçпе кирлĕ пултăм-ши;" тени тÿрех курăнать. Ку кăна-и; Хĕрÿлĕхĕ 40 çынлăх та пулĕ унăн. Мĕн тăвăн, çамрăклăх çуначĕ анлă, вăйĕ хăватлă, чĕри кăкăртан сиксе тухас пек тапать. Çакăн пек çынсем паянхи кун хуçалăх тĕрекĕ пулса тăраççĕ. Вĕсен ĕç опычĕ пысăках мар пулин те, хастарлăхĕ иксĕлми.

Саша Çĕмĕрлере çуралнă. Шкул пĕтерсен тĕрлĕ сăлтавпа Çĕн Туканашри кукамăшĕ патне пурăнма куçнă. Кооператив ĕçне те хутшăнкаланă. Пултаруллă çамрăка хуçалăх ертÿçисем часах асăрханă, Шупашкарти "Нива" вĕренÿ комбинатне кайма сĕннĕ. Кирлĕ хутсене те хатĕрлесе панă. Унта А.Еремин техник-осеменатор профессине алла илнĕ. Малтанах Атнар ферминче тăрăшнă, ĕç опычĕ пуянланса пынă май ăна комплекса куçарнă. Вăл иртнĕ çул районти техник-осеменаторсен конкурсне хутшăнса ăмăртура çĕнтернĕ. Çакă уншăн ÿсĕм çулĕн пуçламăшĕ пулнă темелле.

Хальхи вăхăтра ĕне выльăх ĕрчетмелли комплексра 630 пуç. Çав шутран 310 ĕне. Кунти ĕçе пĕтĕмпех çĕнĕ технологипе йĕркелесе янă. 9 доярка кашни кунах мĕн пур ĕнесене сума ĕлкĕрет. А.Еремина та ĕç хушса панă. Вăл халĕ осеменатор-лаборант кăна мар, оператор-холодильщик та. Продукцие сивĕтмелли оборудование ĕçлеттерет. Кунсăр пуçне ĕнесене искуствăлла майпа пĕтĕлентерессишĕн яваплă. Иртнĕ çул хуçалăхĕпе 614 ĕне выльăха пĕтĕлентерсе хăварнă, çав шутран 175 пăрăва. Ку вăл малтанхи çулхинчен 193 пуç ытларах. Паллах, çакна А.Еремин пĕччен пурнăçламан. Çапах та кунта унăн тÿпи пысăк.

– Выльăх-чĕрлĕх пăхас ĕçе юрататăп эпĕ, – терĕ Саша. – Ферма сукмакне саккăрмĕш çул такăрлататăп ĕнтĕ. Кооператив дирекцийĕпе ял хуçалăх специалисчĕсем кулленхи ĕçре пысăк пулăшу параççĕ. Çавăнпа паян – ĕнерхинчен, ыран паянхинчен тăрăшарах ĕçлес кăмăл çуралать.

Иртнĕ çул ял хуçалăх кооперативĕ 1798,5 тонна сĕт хатĕрленĕ. Кашни ĕне вара 4282 килограмм сĕт антарнă. Çавăн пекех пурĕ 390 пăру илнĕ. Пĕтĕмĕшле, 100 ĕне пуçне 73 пăру пăхса ÿстернĕ. Çулталăкра кĕтÿ йышне çамрăк та ăратлă выльăхсемпе 25 процент чухлĕ çĕнетнĕ.

Кам вăл Президент стипендиачĕ; Çамрăк, вĕри, хĕрÿ çын, Александр Еремин. Унăн хастарлăхĕ, пултарулăхĕ хуçалăхри кашни çын куçĕ умĕнче. Ыттисемшĕн вăл хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе палăрса тăрать. Апла пулсан, кулленхи ĕçре ăнăçлăх сунар ăна!

Г.Анисимов

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика