АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2009.02.17 Пур енлĕ талантлă

Яш чухне, вăй-хал иксĕлми тапса тăнă вăхăтра, тĕнче тавра утса çаврăнас, ырă ĕçсем тăвас, пуçри шухăшсене часрах пурнăçа кĕртес, пур çĕре те çитес килет. Çамрăксен юнĕ вĕресе тăни, чун пархатарлăх енне туртăнни пирки ватăсем каланă сăмах пурнăçпа пĕр килнине халĕ эпир куçпа курса тăратпăр, вĕсемшĕн савăнатпăр.

Акă, Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнче 10 А класра вĕренекен Валентина Улянды пирки сăмах пуçарас килет. Çамрăк хĕр шкулта вĕреннипех çырлахса лармасть. Сăмах май, Валя шкулта «4» тата «5» паллăсемпе вĕренет. Вăл обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать, шкулти пĕр мероприятинчен те пăрăнмасть. Унсăр пуçне ачасен пултарулăх çуртне çÿрет, фортепиано калама юратать. Хĕрлĕ Чутайри Крестовоздвижени чиркĕвĕ çумĕнче йĕркеленнĕ Вырсарни шкулне юрлама çÿрет. Вăл çÿрекен «Çветтуй Руç» ансамбль халăх ятне тивĕçнĕ ĕнтĕ. Çавăн пекех çамрăк хĕр ал ĕçĕпе питĕ интересленет. Унăн технологи урокĕпе ÿсĕмсем пысăк. Нумай пулмасть В.Улянды республикăри предметлă олимпиадăран çĕнтерÿпе таврăннă – хĕр хăй чĕнтĕрлесе çыхнă, çĕленĕ кĕпипе конкурса хутшăнса виççĕмĕш вырăн йышăннă. Проект ертÿçисем И.Е.Захаровапа Г.П.Артемьева педагогсем вĕренекен пултарулăхĕпе питĕ кăмăллă. Сăмах май, çамрăк хĕрĕн тавра курăмĕ çав тери анлă. Валя кĕнеке вулама юратать. Çавăнпа вăл литература вăрттăнлăхĕсене аван чухлать. «Çемье çулталăкĕ» темăпа сочинени çырса та республикăра палăрнă – Диплома тивĕçнĕ. Театр енĕпе те конкурса хутшăнса республикăра ÿсĕм тунă. Тĕрлĕ ăс-тăн вăййисенче хастарлăх кăтартать вăл. Ахальтен мар иртнĕ çул пултаруллă хĕр ЧР Президенчĕн ятран паракан стипендине илме тивĕçлĕ пулнă. Виçĕм çул ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Н.Маловăн стипендине илсе тăнă.

Раççейри Çамрăксен çулталăкне кĕтĕмĕр, ăна РФ Президенчĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн паллă тăватпăр. Çамрăксем хушшинче чи пултаруллисене, çĕнĕлле шухăшлама пултаракансене палăртса хавхалантарса пыма тăрăшни савăнтарать. Валя таçта та ĕлкĕрме пултаракан, пĕр вырăнта тăма пĕлмен мал ĕмĕтлĕ хĕр. Вăл чун тасалăхне малти вырăна хурать, ыттисене те çавнах сунать. Паллах, мĕн пур ырă енпе малта пулма тăрăшни пархатарлă пулăм. Паян Вальăна пурте пĕлеççĕ, паллаççĕ, кĕçĕннисем унран ырă тĕслĕх илеççĕ, ун пек тăрăшуллă пулма вĕренеççĕ.

В.Уляндыпа тĕл пулса калаçнă май, унăн малашлăх тĕллевĕсемпе, шкул пĕтерсен кам пулма ĕмĕтленни пирки интереслентĕм. Вăл малашне те шкул ĕç-хĕлне, тĕрлĕ конкурс-олимпиадăсене хутшăнасси, пултарулăха ÿстересси пирки пĕлтерчĕ. Анчах ÿссен мĕнле професси суйласа илесси хальлĕхе пĕчĕк вăрттăнлăх терĕ.

Пирĕн хушăра Валя пек хастар, пултаруллă хĕрсем татах та нумай пулччăр, çĕршыв пуласлăхĕ хальхи çамрăксенче-çке!

Л.Шивиркина

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика