Çак кунсенче Хĕрлĕ Чутайри ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕн коллективĕ халăха хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Ялти талантсем концерта Çĕр ĕçченĕн çулталăкне, вырăссен сăвăç-юрăçи Алексей Фатьянов – 90 çул, чăвашсен çĕнĕ поэзине чĕртсе никĕсленĕ Çеçпĕл Мишши 110 çул тултарнине халалланă.
Чаршав уçăлчĕ те сцена çинче ветерансен халăх хорĕ курăнса кайрĕ. Ăна Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ В.Романов тата Г.Матюшкина ертсе пыраççĕ. Хор халăха икĕ юрă парнелерĕ. Савăнса та хăпартланса итлерĕç пухăннă çынсем ватăсене.
Пултарулăх ăстисем юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç. Акă, хĕрарăмсен ушкăнĕ "Земля Присурская", Н.Романовапа Г.Матюшкина "Мĕншĕн эпĕ хĕвел мар-ши;", Н.Архипова "Ан ман, тăван" юрăсене халăх кăмăлне каймалла янратрĕç. "Шуçăм" ансамбль кăтартнă номерсем те лайăх.
О.Тимофеева Çеçпĕл Мишшин "Хурçă шанчăк" сăввипе сцена çине тухрĕ. Вăл ăна чуна пырса тивмелле вуларĕ. "Колибри" халăх ташă ансамблĕ хăйĕн илемлĕ ташшисемпе пурне те тыткăнларĕ. 88 çулхи П.Васюкова чăваш такмакĕсене чун-чĕререн тухакан сасăпа юрларĕ. Сцена çинче тăпăр-тăпăр ташласа та илчĕ.
Культурăпа кану центрĕнче кăçал "Шокăль" ансамбль ĕçлеме пуçланă. Ăна Н.Чубайкин ертсе пырать. Ансамбль Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенчи "Апи, маншăн ан кулян..." халăх юррин çĕнĕ программипе сцена çине тухрĕ. Пултарулăх ăстисем 65-70 çул каяллахи пурнăçа тарăннăн сăнласа пама пултарчĕç. Ялти çамрăка салтака ăсатаççĕ, ăна ашшĕпе-амăшĕ пехил параççĕ, савнă хĕрĕ асăнмалăх парне сĕнет. Çав вăхăтрах пухăннă халăх юрлать, виçĕ хут купăс сасси ян та ян! каять. Хурлăхлă, чуна ыраттаракан ÿкерчĕк...
Пĕтĕмĕшле илсен, культурăпа кану центрĕн творчество коллективĕ сцена çине пуян программăллă концертпа тухрĕ, пухăннисем унăн пултарулăхне пысăк хак пачĕç. Çамрăксен юрри-ташшине чĕрĕлекен ем-ешĕл Çĕр-аннепе танлаштарма пулчĕ. Çакна программа тăршшĕпех экран çине тухакан видео материалсем те яр уççăн çирĕплетсе пачĕç.
Г.Мартынкин