АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2009.06.51 Ял кĕтет сире, яшсемпе хĕрсем!

Чăваш Республикин Президенчĕн Николай Федоровăн Указĕпе килĕшÿллĕн 2009 çула Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе йышăннă. Вăл экономикăпа та, культурăпа тата философипе те çыхăннă. Çавна май умри тĕллевсем пысăк. Вĕсене пурнăçа кĕртесси кашни тăрăшса вăй хунинчен килет. Акă, ялсене çĕнетсе аталантарасси сарăлса пыни аван. Асфальт çулсем хывни, килсене çут çанталăк газĕ кĕртни, таса шывпа тивĕçтерни хресченĕн пурнăç пахалăхне лайăхлатать.

Агропромышленность комплексĕн аталанăвĕ, ÿсĕмĕ пысăк квалификациллĕ специалистсенчен нумай килет. Шел пулин те, юлашки вăхăтра çак ыйту уйрăмах çивĕч тăрать. Çак отрасльте вăй хуракансен йышĕ те чакса пырать: 2006-2008 çулсенче республикăра 25 процент сахалланнă. Районти хуçалăхсенче те ĕç вăйĕ чаксах пырать. Ку, паллах, хăш-пĕр коллективсем арканнипе, ресурса перекетлекен техникăпа, çĕнĕ технологипе усă курма тытăннипе те çыхăннă.

Хальлĕхе районта çамрăк специалистсен йышĕ питĕ пĕчĕк. Вĕсене ялта çирĕплетсе хăварас тĕлĕшпе те çителĕксĕр ĕçлеççĕ. Çапах «2012 çулччен яла социаллă аталантарасси» федерацин тĕллевлĕ программипе çамрăк çемьесемпе ăста кадрсене çурт-йĕрпе тивĕçтерни, патшалăх енчен ытти пулăшу пани те ырă пулăмсем çуратасса шанас килет.

Хĕл кунĕсенчен пĕринче Информаци кунне хутшăнма Чăваш ял хуçалăх академийĕн ректорĕ Николай Кириллов профессор килнĕччĕ. Ун чухне паллă ертÿçĕпе тата ăсчахпа пĕрле çÿреме мана та тÿр килчĕ. Вăл тĕл пулусенче хăй ертсе пыракан коллективпа, унта тăрăшакан ăсчахсен ĕçĕ-хĕлĕпе, студентсен вĕренĕвĕпе паллаштарни, çамрăксене ял хуçалăхĕпе çыхăннă профессисем илме чĕнни халĕ те асрах. Вăл каланă тăрăх, 2006-2008 çулсенче федераци бюджечĕн укçи-тенкипе кăнтăрлахи уйрăмра 1082 специалист вĕрентсе кăларнă, çав шутра тĕллевлĕ контрактпа – 311. Анчах вĕсенчен яла 147 çын кăна кайнă.

Хамăр районпа илес пулсан, ку енĕпе «ÿкерчĕк уйрăмах шупка пулнине» палăртмалла. Район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев тата кадрсемпе ĕçлекен пайĕн начальникĕ Алексей Кузьмин пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çул аслă пĕлÿллĕ пĕр ял хуçалăх специалисчĕ таврăннă. Вăл – Алина Индейкина, агроном, халĕ «Коминтерн» ял хуçалăх кооперативĕнче ĕçлет. Ытти çĕрте пĕр специалист та йышăнман. Хуçалăхсенче вĕсем валли ĕç çук тесе калаймăн. Тĕрĕссипе, нумай çĕрте ваканси пур. Мĕншĕн тесен халĕ пĕр çын темиçе ĕç туса пынине куратăн. Паллах, çакăн усси те пур-ха. Ĕçшĕн ăна пĕр специалист шалăвне çеç параççĕ. Агроном, зоотехник, инженер, ферма заведующийĕн тивĕçĕсене темиçе çын пурнăçласа пырсан укçа-тенкĕ нумайрах тухса кайни каламасăрах паллă.

Каччăсемпе хĕрсем ял ĕçĕнчен пăрăнма тăрăшни пĕчĕк ĕç укçипе те çыхăннă. Кăçалхи тăватă уйăх кăтартăвĕсене илес пулсан, кăçал районти хуçалăхсенче тăрăшакансен уйăхри вăтам ĕç укçи 4337 тенке ларнă. «Коминтерн» ял хуçалăх кооперативĕнче ĕç укçин виçи 6728 тенкĕпе танлашнă. «Свобода» колхозра тăрăшакансем 5023 тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Çак икĕ коллективлă предприяти экономика тĕлĕшĕнчен çирĕппине пурте пĕлеççĕ. Вĕсен ертÿçисем А.Новиковапа В.Бромбин паянхи кунпа кăна пурăнмаççĕ, ыранхи çинчен те хытă шухăшлаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх витисене çĕнетеççĕ, çĕнĕ те хăватлă техника туянаççĕ, ял хуçалăх ĕçĕсене ăнăçлă пурнăçласа укçа-тенкĕ ытларах тума тăрăшаççĕ.

Çак ырă тĕслĕхе те палăртса хăвармалла пулĕ. Кăçал Анат Çĕрпÿкасси ялне колхозра ĕçлес тĕллевпе Надежда Соловьевапа Евгений Сергеев çамрăксем килсе вырнаçнă. Урăхла каласан, вĕсене пĕр кил-йыш темелле. Халĕ пĕри дояркăра ĕçлет, тепри – сĕт сумалли установка операторĕ. Иккĕшĕ те ĕçре хастар, малтисен ретĕнче. Çамрăк çемье çурт-йĕр çавăрма патшалăх пулăшăвĕ илес тĕллевпе документсем хатĕрлет.

Шел пулин те, пур çĕрте те илекен ĕç укçипе çынсем кăмăллă тесе калама çук. Тĕслĕхрен, «Авангард» хуçалăхра тăрăшакансене уйăхра вăтамран 3135 тенкĕрен ытла тÿлемеççĕ. «Асамат», «Победа», «Аккозинский», «Нива» ял хуçалăх предприятийĕсенче те ĕç укçи хисепĕ пĕчĕк. Кун пек çĕрте камăн вăй хурас килтĕр;

Тĕпрен илсен, паянхи кун ялта çамрăксем сахал. Çамрăк специалистсем те ялта тĕпленме шухăшламаççĕ. Малашне çакăнпа килĕшсе ларни килĕшÿсĕр. Чăнах та, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствипе Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ çамрăк специалистсене 2009-2011 çулсенче АПКра ĕçе вырнаçтарма, çирĕплетме мероприятисен планне туса хатĕрленĕ. Малашне кадрсемпе тивĕçтересси мĕнле пынине куллен мониторинг тĕпчевĕ ирттерĕç, специалистсене тĕллевлĕ – контрактлă вĕрентессине, аграри вĕренÿ учрежденине пĕтерекенсене ĕçе вырнаçтарассине лайăхлатма мерăсем йышăнма пăхнă.

Республикăра çавăн пекех Çĕрпÿри, Вăрнарти, Улатăрти ял хуçалăх техникумĕсенчен вĕренсе тухакансем те йышлă. Юлашки икĕ çул хушшинче вĕсенче 1182 каччăпа хĕр алла диплом илсе тухнă. Пирĕн район çамрăкĕсем те пур ку йышра. Анчах çанă тавăрса хĕрÿ ĕçе кÿлĕннĕ пĕр тĕслĕхе те палăртма май килмерĕ...

Г.Анисимов

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика