АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2009.06.51 Хастар спортсмен

Районĕпе паллă спортсменăн, уйрăмах йĕлтĕрпе чупассипе тата çăмăл атлетика, шывра ишес енĕпе палăрнă çамрăкăн – Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан Эдуард Дадюковăн çитĕнĕвĕсем пирки чылайăшĕ илтнĕ. Спорта кăмăллакансем ăна пурте паллаççĕ. Вăл Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнче 9 класс пĕтерчĕ.

Сăмах май, Эдуард спорт çирĕплĕхне ачаран хăнăхса ÿсет. Мĕншĕн тесен унăн ашшĕпе амăшĕ – Вячеслав Витальевичпа Алевтина Николаевна спорта чунпа парăннăскерсем. Ывăлĕсене пĕчĕклех спортпа туслă пулма хăнăхтарнă, тĕрлĕ енлĕ спорт ăмăртăвĕсене хутшăнтарнă.

Çамрăк спортра палăрнинче ашшĕн тÿпи уйрăмах пысăк. Вячеслав Витальевич, спорт шкулĕн тренерĕ пулса ĕçлекенскер, ывăлне тĕрлĕ енлĕн аталанма пулăшса пырать, çирĕп ыйтать. Çавăнпах çамрăкăн район, республика чемпионачĕсенче кăтартусем лайăх.

Эдуард Дадюковăн çитĕнĕвĕсем çинчен каласа та çитереймĕн. Вăл мĕн пĕчĕкрен спорт çемйисен ăмăртăвĕсене хутшăннă. Вĕсен çемйи яланах малтисен ретĕнче палăрнă. Иртнĕ çул та Дадюковсем Эдик ывăлĕпе республикăра мала тухнă – Пĕтĕм Раççейри ял вăййисен ăмăртăвне хутшăнма ирĕк çĕнсе илнĕ.

Эдик пĕлтĕр республикăра иртнĕ полиатлон, дуатлон енĕпе кĕрешсе чемпион ячĕсене тивĕçнĕ. Уйрăмах каччă 60, 100, 200, 500 метрлă дистанцисенче кĕрешме кăмăллать. Вăрăмраххисене парăнтарассипе те кăтартусем япăх мар. Шывра ишессипе ятарлă тренировкăна, Çĕмĕрле хулинчи спорт комплексĕн бассейнне çÿрет.

– Район шайĕнче, республикăри чемпионатсенче чи вăйлисем хушшинче пулма пĕрре те çăмăл мар. Çитĕнÿ тусан, чăннипех, хĕпĕртетĕп. Вăй-хал тапса тăнă чух ăмăртусене хутшăнса çĕнтерÿ патне ăнтăлас килет, – терĕ çамрăк спортсмен.

Кăçал Эдуард хăйĕн çитĕнĕвĕсемшĕн ЧР Президенчĕн стипендине илме тивĕçлĕ пулчĕ. Стипендие спорт енĕпе тăкаклама палăртать вăл. Спорт çирĕп вăй-хал çăл куçĕ пулнине каччă лайăх ăнланать. Ытти çамрăксене те спортпа туслă пулма сĕнет.

Июнĕн 19-20-мĕшĕсенче çамрăк республикăри полиатлон енĕпе иртекен чемпионата хутшăннă. Вăл 14-15 çулхисем хушшинчи тупăшура (60 тата 2000 метрсене чупассипе, мечĕк перессипе, шывра ишессипе, винтовкăран тĕл перессипе) пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Хальхи вăхăтра çамрăк спортсмен Чăваш Ен команди йышĕнче Раççей шайĕнчи ăмăртăва хутшăнма хатĕрленет.

Л.Шивиркина

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика