АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2009.07.59 Çамрăксен правительстви пулĕ

Юлашки çулсенче çĕршывра çамрăксене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Республикăра, çавăн пекех районта та çамрăксене манманни, вĕсене хавхалантарма тăрăшни савăнтарать. Çулсеренех тĕрлĕ сферăри пултаруллă яшсемпе хĕрсем премисемпе парнесене тивĕçеççĕ. Çакă вĕсене малалла ăнтăлма, çĕнĕ çитĕнÿсем тума вăй-хăват паратех ĕнтĕ.

Ку ыйтăва район шайĕнче пăхса тухар-ха. Иртнĕ çулсенче Раççей çамрăкĕсен кунĕ тĕлне районта тĕрлĕ отрасльте ĕçлекен хĕрсемпе каччăсем район пуçлăхĕн премине тивĕçетчĕç. Кăçал вара район пуçлăхĕн июлĕн 13-мĕшĕнчи 274 " йышăнăвĕпе район пуçлăхĕ çумĕнчи консультаци органне – Хĕрлĕ Чутай районĕн Çамрăксен правительствине йĕркелеме палăртнă. Çавăн пекех асăннă правительство пирки тата конкурс ирттермелли çинчен положенисене çирĕплетнĕ. Сăмах май, Çамрăксен правительствине районти ертсе пырас тытăм валли кадр резервне вĕрентес тата йĕркелес, çавăн пекех пултаруллă тата ăслă çамрăксене районти ĕç тăвакан влаç умĕнче тăракан тĕллевсене пурнăçлас ĕçе явăçтарас тесе туса хума палăртнă.

Çамрăксен правительствин йышне конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх икĕ çуллăха палăртаççĕ. Конкурса вара район территорийĕнче вĕренекен, ĕçлекен 14 çултан пуçласа 35 çулчченхи яшсемпе хĕрсен (Раççей гражданинĕсен) хутшăнма ирĕк пур. Документсене конкурс ирттересси пирки массăллă информаци хатĕрĕсенче пĕлтерсен икĕ уйăх хушшинче комиссине тăратмалла.

Конкурса хутшăнма кăмăл тăвакан çамрăксен çак документсене тăратмалла: ятран çыракан заявлени; конкурс комиссийĕ çирĕплетнĕ требованисемпе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ çыру ĕçĕ (проект); паспорт копийĕ; вĕренни çинчен çирĕплетекен документăн копийĕ; вĕреннĕ çĕртен е ĕçрен панă справка; çамрăксен обществăлла пĕрлешĕвĕнче член пулнине е хутшăннине çирĕплетекен документ (пур пулсан); Хисеп хучĕсем, рекомендациллĕ çырусем, Дипломсем тата ытти те (кандидатăн кăмăлĕпе). Калас пулать, конкурс икĕ тапхăрпа иртет: пĕрремĕшĕ – кăçалхи сентябрĕн 15-мĕшĕччен – хутшăнакансем тăратнă çыру ĕçĕсен конкурсĕ; иккĕмĕшĕ – сентябрĕн 25-мĕшĕнче – пĕрремĕш тапхăрта çĕнтернисемпе калаçни тата конкурсăн çĕнтерÿçисене палăртни. Çыру ĕçĕ кандидат кĕрешекен должноçĕн сферинчи актуаллă ыйтусене тата вĕсене татса парассине çутатакан проект пулмалла. Çамрăксен правительствин председателĕ тата унăн çумĕ пулма конкурса хутшăнакансен вара районăн социаллă тата экономика пурнăçĕнчи тĕп йывăрлăхĕсене тата вĕсене пĕтермелли çул-йĕре çутатакан ĕç тăратмалла. Енчен те асăннă должноçсем тĕлĕшпе çĕнтереймесен, Çамрăксен правительствинче ытти тивĕçсене пурнăçлама конкурса хутшăнма пулать.

Конкурс ĕçĕ çинче тĕплĕнрех чарăнса тăрăпăр. Ăна вырăсла А4 форматпа пичетлесе тăратмалла. Калăпăшĕ – пичетленĕ 7 страницăран ытла мар (интервал 1,5, шрифт – 14, çÿлти тата аялти чикĕсем – 2,5 см, сулахаййи – 3, сылтăмми – 1). Çыру ĕçĕ титулран, проектпа кĕскен паллаштарнинчен (проект аннотацийĕ) тата проектран тăмалла. Титул çинче çаксем пулмалла: проект ячĕ; Çамрăксен правительствинче йышăнма кăмăл тăвакан должноç ячĕ; проект авторĕ пирки – ячĕ, ашшĕ ячĕ, хушамачĕ, адрес, телефон, факс, электрон почти; проект географийĕ – проектпа ăçта, мĕнле сферăра усă курма палăртни çинчен информаци; проекта пурнăçламалли срок; проект авторне хавхалантарса пыракан организацисем е уйрăм çынсем – ун пеккисем пур пулсан (рекомендацисем, хавхалантару çырăвĕсем...); публикацисем пурри – мĕнле пичет кăларăмĕнче, шучĕ, хăçан, тематики.

Аннотаци вара 1 страницăран ытла пулмалла мар, кашни пайне темиçе предложенипе кăна ăнлантармалла. Унта проектăн тĕшши – актуаллăхĕ, проектăн никĕсĕ, идея тарăнăшĕ, перспективлăх тата ытти те – пулмалла.

Проект 4 пайран тăмалла. Пĕрремĕшĕ – проекта уçса пани. Проблема тăратмалла, çак проект мĕн тума кирлине (пĕр страницăран ытла мар) тата вăл мĕнле ыйтăва татса парассине кăтартмалла.

Унтан тĕллевсемпе задачăсене палăртмалла. Проекта çырмалла. Унта проект перспективлăхне, ума тăратнă тĕллевсене татса памалли меслетсене тата стратегие тĕплĕн уçмалла. Иккĕмĕшĕ – кĕтекен кăтартусем. Ку пайра вара çак ыйтусем çине хуравлакан информаци пулмалла: проекта пурнăçласан мĕнле кăтартусене кĕтни, мĕн улшăнни, асăннă проблемăна вуçех пĕтерме пултарни; Виççĕмĕшĕ – проекта пурнăçа кĕртмелли ĕç планĕ. Проекта пурнăçламалли тапхăрсене кăтартмалла. Тăваттăмĕшĕ – ума лартнă тĕллевсене пурнăçланине хак пани тата отчет туни. Проект çирĕплетнĕ требованисене тивĕçтермесен конкурс комиссийĕ ĕçе йышăнмасть.

Çапла вара комисси 15 çĕнтерÿçĕне палăртать. Вĕсем район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе Çамрăксен правительствин йышне кĕреççĕ, унăн членĕсем пулса тăраççĕ. Кашнине удостоверени парĕç. Вырăнти влаç органĕсене пулăшса пырасси вĕсен тĕп тивĕçĕ пулĕ. Палăртмалла, Çамрăксен правительстви хăйĕн тивĕçне обществăлла никĕс çинче пурнăçласа пырĕ.

Н.Мидакова

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика