Юлашки çулсенче ял хуçалăх отраслĕнче специалистсем çитменни пирки чылай калаçаççĕ. Тепĕр чухне техника рулĕ умне ларма та, выльăх пăхма та, ĕне сума та тата ытти ĕçе пурнăçлама та çын çитмест. Анчах ку сăмахсем "Коминтерн" ял хуçалăх кооперативне пырса тивмеççĕ. Хальхи вăхăтра кунта пур çĕрте те ĕç аллисем çителĕклĕ, кадр ыйтăвне лайăх татса панă темелле. Çакă та паха – кооперативра çамрăксен йышĕ пĕчĕк мар. Вĕсем аслисен опытне ăша хывса ĕçлесе пыраççĕ. Паянхи сăмахăма кунта тĕп агрономра вăй хуракан Н.Д.Воронов çамрăк пирки пуçарас килет.
Николай Дориянович Воронов Турхан ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкул пĕтерсен пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарма тĕв тунă. Хăйĕн ĕмĕтне пурнăçланă çамрăк. Агроном дипломне алла илсен тăван тăрăха таврăннă. 2001 çулта "Нива" кооперативра ĕçе пуçăннă вăл. 2005 çултанпа вара "Коминтерн" ЯХПК-ра вăй хурать.
Ĕлĕкхи меслетсемпе производствăна çĕклеме май çуккине çамрăк агроном çĕр ĕçне кÿлĕнсенех туйса илнĕ. Çавăнпах ĕнтĕ вăл ĕçченсене наука ыйтнă пек вăй хума вĕрентсе пырать, хуçалăх ĕçне çĕнĕлĕхсем кĕртме тăрăшать. Тар тăкни, пилĕк авни сая кайманни агронома савăнтарать. Ĕçлени пысăк тухăçа çаврăнса ырлăх-пурлăхпа килсен пушшех те. Сăмах май, атнарсем кашни çулах лайăх тыр-пул туса илеççĕ. Пĕлтĕр вĕсен кĕрхи культурăсен, уйрăмах тулăн, тухăçĕ гектар пуçне 35 центнерпа танлашнă. Кăçал та тухăç савăнтарасса кунта шансах тăраççĕ.
Çамрăк агрономăн ĕçĕ куç умĕнчех тесен те юрать. Кĕр тыррисемпе çуртрисем халĕ уйра тинĕс евĕр хумханса лараççĕ. Анасем тап-таса, пĕр çум курăкĕ те çук. Пучахĕсем тулса çитнипе пĕрех. Çакă вырма çывхарнине пĕлтерет. Çакна та палăртмалла: кашни уйра – тырă сорчĕн ятне палăртса çырнă щит. Тĕлĕнмелле йĕрке тытса пырать кунта тĕп агроном. Ахальтен мар 2008 çулта район администрацийĕ Н.Воронов агрономăн ĕçне пысăк хак панă, ăна "Чи лайăх агроном" ят парса чысланă.
Николай Дориянович уй-хир пуянлăхĕпе интересленсех тăрать. Хăш вырăнта тыр-пул маларах пиçсе çитнине палăртнă ĕнтĕ вăл. Çанталăк лайăх тăрсан "хир карапĕсем" кĕçех тепĕр хĕрÿ ĕç çи çитнине палăртса сарă "тинĕс" тăрăх шума тытăнĕç. Çапла, агрономăн хĕрÿ тапхăрта алă усса ларма вăхăт та çук. Çанă тавăрса ĕçлени кĕркунне хăйĕн пархатарĕпе савăнтарни вара çĕр ĕçченĕшĕн темрен те паха.
Шанчăклă тĕрев
Çапла, Николай Дориянович ĕçре хастарлăхпа палăрса тăрать. Унта çеç-и, çемьере те, пурăнан пурнăçра та активлă вăл. Самана таппипе тан утса пыма тăрăшать.
Николай çемьере кĕçĕнни пулнă май, чăваш йăли-йĕркине пăхăнса ялтах тĕпленме шутлать. Хăмаркка хĕрĕпе, Ольгăпа, туйăмсене тĕрĕсленĕ хыççăн 1999 çулта пĕрлешеççĕ. Вунă çул ĕнтĕ килĕшÿпе юратура пурăнать çемье. Çак вăхăт хушшинче икĕ хĕр пĕрчине кун çути парнеленĕ. Чăн-чăн арçыннăн ывăл çураттармалла, йывăç лартмалла тата пÿрт çĕклемелле тенине ăша хывса Н.Воронов ашшĕ-амăшĕн килĕнчен тухса çĕнĕ çурт çĕклет.
Çурт-йĕр хăпартни нихăçан та çăмăл пулман. Вороновсене пушшех те. Кил хуçин пĕтĕм вăхăчĕ те хуçалăхра иртет-çке. Хĕрÿ ĕç çи вăхăтĕнче канмалли кунсем те çук. Çапла ĕшенсе таврăннă хыççăн каçсерен, черетлĕ отпускра, ниме йăли-йĕркипе вăй çитерсе çĕклерĕç кермен пек çурта. «Çамрăк çемье» программа та витĕмлĕ пулăшу панă. Выльăхсене усрама вара «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе усă курса кирпĕчрен вите купаларĕç. Йывăç-тĕм лартса садне те ĕрчетме тăрăшаççĕ. Пĕр сăмахпа, Николай Дориянович арçын тивĕçне туллин пурнăçланă. Чăн-чăн арçын ятне илтме вара йăх-несĕле тăсма ывăл çураттарса ÿстермелли çеç юлать. Малалла-ха çамрăксен.
Ĕçченлĕхпе, килĕшÿлĕхпе, хастарлăхпа, яваплăха туйнипе палăрса тăрать Н.Воронов. Эрех-сăрапа айкашмасть, пурнăç телейне мăшăрĕнче, ачисенче курать. Çемьешĕн вăл – шанчăклă тĕрев. Унăн пурнăçĕ – вун-вун арçыншăн ырă тĕслĕх.
Л.ШИВИРКИНА,
Л.ЗАЙЦЕВА.