АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2009.08.12 Уйри тырă кĕлетри мар

Уй-хире тухсан чун савăнать: анлă тыр-пул пуссинче комбайнсем куçаççĕ, тулли автомашинăсем йĕтем çине çул тытаççĕ, пушаннă лаптăксенче тракторсем çĕр сухалаççĕ... Хĕрÿ вăхăт – вырма. Паян ĕç çине хутшăнакан кашни çын яваплăхĕнчен, техникăпа туллин усă курнинчен ĕç ÿсĕмĕпе тухăçлăхĕ килет. Çакна шута илсе районта вырмари оперативлă ĕçсене йĕркелесе тăракан штаб туса хунă. Унăн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ эрне кун, августăн 7-мĕшĕнче, район администрацийĕн Пĕчĕк залĕнче пулса иртнĕ. Унта район администрацийĕн хуçалăхсенчи ĕçсемшĕн яваплă специалисчĕсенчен информацисем итленĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, пур çĕрте те тыр-пул пухса кĕртес ĕç анлă сарăлса пырать. Юлашки виçĕ-тăватă кун хушшинче уй-хирти вырма ĕçĕсен хăвăртлăхĕ уйрăмах ÿснĕ. Паянхи кун тĕлне 3199 гектар çинчи тыр-пула çулнă, пурĕ 8029 тонна тĕш тырă пуçтарса илнĕ. Гектар тухăçĕ 25,1 центнерпа танлашать.

Туканашри «Дар-Бройлер» обществăра, «Коминтерн» ял хуçалăх кооперативĕнче вырма уйрăмах кал-кал пынине палăртма кăмăллă. Сăмахран, ку таранччен туканашсем 2313 тонна, атнарсем 2153 тонна тырă тĕшĕленĕ. «Нива» производство кооперативĕнче те уй-хир ĕçĕсен хăвăртлăхĕ пысăк. Унта тĕш тырăсен мĕн пур лаптăкĕн 56 процентне ытла пухса илнĕ.

Тыр-пул тухăçĕ «Дар-Бройлерта» чи пысăкки – кашни гектартан 34 центнер тухать. «Коминтернта» вăл 32,6-шар центнерпа танлашать. «Свобода», «Нива», «Победа», «Аккозинский» хуçалăхсен кăтартăвĕ – 25-шер центнер, «Авангард» обществăра, «Мочковашский» фермер хуçалăхĕнче, Ю.Ярадаев уйрăм предпринимателĕн – 22 центнер.

Çичĕ-сакăр ял хуçалăх предприятийĕ халăха тырă сутма пуçланă.

Пĕтĕмĕшле илсен, ĕç çи нихăçан та çăмăллăн иртмен. Кăçалхи вырма та çакнах кăтартса парать. Çакна шута илсе паян уй-хир ĕçченĕсен – ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисен, специалистсен, механизаторсен ĕçре чăн-чăн ăсталăх кăтартса ăнса пулнă пуянлăха тăккаламасăр, вăхăтра пухса кĕртме тăрăшмалла. Уй-хирти тырă – кĕлетри мар – çапла пĕтĕмлетнĕ хăйсен калаçăвне штаб ларăвне хутшăннисем.

Г.ПЕТРОВ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика