Иртнĕ эрне кун, августăн 21-мĕшĕнче, ырă йăлана кĕнĕ тăрăх çулсерен çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн йĕркелекен студентсемпе çамрăксен "Пуласлăх пирĕнте" VI фестивалĕн программипе килĕшÿллĕн, чи малтан район пуçлăхĕ А.И.Криков республикăри тĕрлĕ вĕрентÿ заведенийĕсенче ăс пухакан хĕрсемпе тата каччăсемпе тĕл пулчĕ. Çавра сĕтел хушшинчи калаçу райадминистрацин Пĕчĕк залĕнче ăшă та лăпкă лару-тăрура иртрĕ.
Чи малтанах Александр Иванович çамрăксене районăн социаллă тата экономика пурнăçĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Çавăн пекех вăл хальхи вăхăтра вырма тата кĕр аки епле шайра пынине палăртрĕ, кăçалхи тухăç пĕлтĕрхинчен лайăхрах пулнине çирĕплетрĕ. Кунсăр пуçне районти пур шкул та вĕренÿ çулне хатĕррине те пĕлтерчĕ. А.И.Криков района аталантарма, Хĕрлĕ Чутайра хăтлăх, тирпей-илем йĕркелеме тăрăшнине каларĕ. Çавăн пекех çамрăксем тăван районпа мухтанччăр тата мăнаçланччăр тесе мĕн кирлине тума тăрăшнине çирĕплетрĕ.
Студентсемпе çамрăксем вара хăйсене канăçсăрлантаракан чылай ыйтăва хускатрĕç. Калас пулать, яшсемпе хĕрсене районта çамрăксемпе мĕнле ĕçлени, тăван тăрăха ĕçлеме килнĕ çамрăк специалистсене çурт-йĕр ыйтăвĕ тĕлĕшпе епле пулăшни тата вĕсен мĕнле çăмăллăхсемпе усă курма май пурри, районта хушма вĕрентĕвĕн малашлăхĕ мĕнлерех пуласси хумхантарать. Кунсăр пуçне çамрăксем хăйсен енчен районти яш-кĕрĕмпе хĕр упраçпа ĕçлес тĕлĕшпе мĕнпе пулăшма пултарнипе интересленчĕç. А.И. Криков хулара вĕренекен яшсемпе хĕрсем те кирлĕ чухне сĕнÿсемпе канашсем пама, çитменлĕхсене палăртма пултарччăр тесе район çамрăкĕсен сайтне йĕркелеме сĕнчĕ. Ку пуçарăва пурте ырларĕç.
Александр Иванович çамрăк специалистсем района таврăнсан вĕсене май пур таран пулăшассине пĕлтерчĕ. Акă, патшалăх ялта ĕçлесе пурăнакан çамрăк специалистсене çурт-йĕр хакне субсидилесе парать. Çакна та палăртмалла, ял хуçалăх отраслĕнче тимлекен яшсемпе хĕрсене çăмăллăх кÿрес тĕллевпе районта 50 пин тенкĕ парса пулăшассине пăхса хунă, анчах та вĕсен кунта 5 çул хушши ĕçлесе татмалла. Çавăн пекех çамрăк çемьесем валли те тĕрлĕ çăмăллăхсем пурри çинче чарăнса тăчĕ Александр Иванович.
Юлашкинчен А.И.Криков студентсемпе çамрăксене малашнехи пурнăçра ăнăçу сунчĕ, хĕрсемпе каччăсене ку е вăл профессипе алла диплом илсен района таврăнса тăван халăхăмăршăн, район аталанăвĕшĕн вăй хума чĕнсе каларĕ.
Г.Анисимов