Мишеркасси ялĕн çурçĕр енче, хĕвел çапакан тÿпем вырăнта, "Искра-Хмель" хупă акционерла обществăн хăмла плантацийĕ вырнаçнă. Вăл пурĕ сакăр гектар йышăнать. "Симĕс ылтăн" кăçал ăнса пулнă. Унăн аври çичĕ-сакăр метр çÿллĕшне çитет, пучаххисем шултра та вăрăм.
Çак пурлăх тăрăшмасăр, вăй хумасăр пулман. Ял ĕçченĕсем малта пыракан опытпа усă кураççĕ, хăмла туса илес ĕç технологине çирĕп пăхăнаççĕ. Кулленхи ĕçре тирпейлĕх, пахалăх тĕп вырăнта.
пир пынă кунхине хăмла пахчинче хĕрÿ ĕç вĕретчĕ. "Симĕс ылтăна" пухса кĕртес тата типĕтес тĕлĕшпе пурĕ 13 çын вăй хурать. Кунтах акционерла обществăн директорĕпе Владимир Важоровпа курнăçрăмăр. Сăмах май, Владимир Егорович Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчен, Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă. Çамрăклах ял хуçалăх производствинче тăрăшма пуçланă. Ун чухнехи "Искра" колхоз председателĕн çумĕнче, хуçалăх ертÿçинче ĕçлесе пуян опыт пухнă. Кĕскен каласан, çĕр ĕçĕ унăн чун-чĕрине питех те çывăх.
– Пирĕн тухăç паракан хăмла лаптăкĕ тăватă гектарпа танлашать, – терĕ Владимир Егорович. – Кăçал ăна пухса кĕртме ытти çулсенчен иртерех пуçларăмăр. Сăлтавĕ те пур. Çу кунĕсенче çанталăк уяр тăчĕ. "Симĕс ылтăна" пуçтарса илес ĕçе кая хăварма юрамасть. Мĕншĕн тесен унăн çулçисем саралсах пыраççĕ ĕнтĕ.
Татнă хăмла аврисене Анатолий Федотов механизатор хăйне шанса панă тракторпа "ЧХ-2" комбайн патне турттарса пырать. Кунта ĕçлекенсем ăна транспортер çумне çакса тухаççĕ. "Ăслă" машина хăмла пучаххисене хăех авăртан уйăрать, типĕтет. Хыççăн иккĕмĕш хута хăпарнă продукцие кунта тăрăшакансем пысăк михĕсене тултараççĕ.
Темиçе кун хушшинчех пĕр гектар çинчи хăмлана татса пуçтарнă. Гектар пуçне тăватă тонна чĕрĕ хăмла тухнă. Типпи пĕр тонна пуçтарăннă. Çапла вара гектар тухăçĕ 10 центнерпа танлашать. "Подвязный" сорт тухăçĕпе те, альфа-кислота хисепĕпе те савăнтарать. Ас тăватăп-ха, 70-80-мĕш çулсенче районта альфа-кислота вăтамран тăватă процента та çитейместчĕ. Халĕ утаркассисем туса илнĕ хăмлари альфа-кислота ултă процент. Пĕлтĕрхи продукцин вăл сакăр процента яхăн пулнă.
– Эпĕ ертсе пыракан общество ĕçченĕсем ытларах çу кунĕсенче тăрăшаççĕ, – каласа пачĕ Владимир Егорович. – 19 çын майăн 1-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 20-мĕшĕччен уй-хиртен кĕме пĕлмест. Вĕсем тăпрана кăпкалатса тухаççĕ, минерал удобренийĕсемпе апатлантараççĕ, хăмла аврисене шпалер çиппи çине çакаççĕ, хурт-кăпшанкăсене хирĕç кĕрешес ĕçре хими им-çамĕпе усă кураççĕ... Хăмла туса илес ĕç кăткăс, вăл ĕçчен алăсене кăна килĕштерет.
"ЧХ-2" комбайн "ватă" ĕнтĕ, вăл 1988 çултанпа ĕçлет. Анатолий Кудряшовпа Василий Граченов опытлă механиксем унпа тухăçлă усă курма тăрăшаççĕ. Валерий Сорокин вара хăмла типĕтекен агрегата йĕркеллĕ ĕçлеттерет.
Хупă акционерла общество ĕçченĕсен тĕллевĕ пысăк – хăмла пахчине 12 гектара çитермелле. Мĕншĕн тесен комбайн хăвачĕ шăпах çавăн чухлĕ хăмлана татса тирпейлеме çитет. Валерий Егорович каланă тăрăх, хатĕр продукцие вырнаçтарас енĕпе йывăрлăхсем çук. Республикăри "Агро-хмель" тулли мар яваплă общество урлă Борис Семенов инвестор ăна сăра завочĕсене ăсатать. Сăмах май, пĕлтĕр типĕтнĕ хăмлан пĕр килограмĕ 280 тенкĕпе кайнă. Кăçал коллектив ултă тонна типĕтнĕ пахалăхлă хăмла сутасшăн.
Хăмла туса илесси маларах районта та анлă сарăлнăччĕ. Халĕ çак отрасле аталантарас тĕлĕшпе "Искра-Хмель" тата "Свобода" хуçалăхсем çеç ĕçлеççĕ. Районĕпе "симĕс ылтăн" плантацийĕ 10 гектар йышăнать.
Г.Анисимов