Кăçал Раççейре Çамрăксен çулталăкĕ пулнине, районăн "Чăваш Республикин çамрăкĕ: 2006-2010 çулсем" тĕллевлĕ программине тĕпе хурса вĕрентÿ пайĕ çамрăк журналистсен тата массăллă информаци хатĕрĕсен "Сăмах тата çамрăксен ĕçĕ" ятлă конкурс ирттерет. Унăн тĕллевĕ питĕ анлă. Акă, çамрăксене хумхантаракан темăсене çутатакан талантлă, малашлăхлă авторсене тупасси, вĕсене пулăшасси, яшсемпе, хĕр упраçсемпе çыхăннă темăсене уçса паракан МИХ-сене (массăллă информаци хатĕрĕ) палăртасси...
Ку конкурса 14-30 çулсенчи çамрăк журналистсем хутшăнма пултараççĕ. Вĕсен районти вĕрентÿ пайне çак документсене çитермелле: организаци ертÿçи алă пусса çирĕплетнĕ заявкăна, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ноябрĕн 1-мĕшĕччен пичетленсе тухнă материалсене ( статьясем, сăн ÿкерчĕксем...). Унсăр пуçне журналистсен портфолио тăратмалла. Вăл биографирен, характеристикăран (ăна район хаçатĕнчен илмелле), 14-18 çулхи çамрăксем "Çамрăксен çулталăкĕ мĕнпе асра юлчĕ" темăпа çырнă сочиненирен тăрать. Конкурс МИХ-сем, телевидени, радио, сетьлĕ кăларăмсем енĕпе (направлени) иртет. Кашни енрех темиçе номинаци. Çамрăк журналистсен шăпах МИХ-сем енĕн "Уйрăм пултарулăх" пайĕнчи пĕр-пĕр номинацие суйласа илсе хатĕр документсене вĕрентÿ пайне ноябрĕн 1-мĕшĕччен çитермелле. Сăмах май, çак пайăн кашни номинацийĕнче çĕнтерÿçĕне çулне пăхса палăртаççĕ. Акă, пĕрремĕш ушкăна 14 çултан иртнĕ шкул ачисем кĕреççĕ, иккĕмĕшне – аслă вĕренÿ заведенийĕсенче,училищĕсемпе техникумсенче вĕренекенсем, виççĕмĕшне – ĕçлекен 30 çулчченхи çамрăксем. Конкурса тăратнă ĕçсем республикăри МИХ-сенче пичетленеççĕ.
Хаçатпа туслă çамрăк журналистсен "Сăмах тата çамрăксен ĕçĕ" конкурса хутшăнмаллах. Мĕншĕн тесен конкурс çĕнтерÿçисене ЧР Вĕрентÿ министерствин Дипломĕпе, çавăн пекех "Чăваш Енри çамрăк пресса" электронлă сборникпа наградăлаççĕ. МИХ-сем енри "Уйрăм пултарулăх" пайра çĕнтерÿçĕсене ушкăнсене кура чыслаççĕ. Акă, пĕрремĕш ушкăнрисем (14-15 çулсенчи шкул ачисем) Пĕтĕм Раççейри ачасен "Орленок" центрне каймалли путевкăна, И.Ульянов ячĕпе хисепленекен университетăн журналистика факультетне вĕренме кĕме пулăшакан рекомендацие тивĕçеççĕ, çавăн пекех республикăри МИХ-сенче стажировкăра пулаяççĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш ушкăнрисем хăйне майлă творчествăлла ăнтăлушăн паракан стипендие тивĕçме ходатайство илееççĕ.
Жюри хушма номинацисем те палăртма пултарать. Конкурс çĕнтерÿçисен материалĕсем "Чăваш Енри çамрăк пресса" электронлă сборнике кĕреççĕ.
Конкурс пирки тĕплĕнрех вĕрентÿ пайĕнчен ыйтса пĕлмелле. Çамрăк журналистсем, конкурса активлă хутшăнăр!
Л.Зайцева