АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2009.09.09 Уй-хир пушанать

– Кăçал çанталăк çу кунĕсенче уяр пулчĕ, – терĕ район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Коробков. – Çавна май хĕрÿ тапхăрта ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕç чарăнса тăмарĕ. Уй-хирти, йĕтемсем çинчи техника кĕрлевĕ чуна тыткăнлать. Эпир хамăра валли тыр-пул, выльăхсем валли фуражлăх тырă хатĕрлетпĕр-çке. Пултаруллă механизаторсем чуна парса тăрăшни уйрăмах савăнтарать.

Ĕнер, сентябрĕн 8-мĕшĕнче, районта юлашки гектарсем çинчи тыр-пула пухса кĕртнĕ. 8235 гектар йышăнакан лаптăкран пурĕ 18 пин тонна ытла пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пуçтарса илнĕ. Юлашки çулсенче кун чухлĕ пурлăх пухăнманччĕ-ха. Çĕр ĕçченĕсен хастарлăхĕпе тăрăшулăхĕ сая кайманни куç умĕнчех. Гектар тухăçĕ вăтамран 22 центнер ытла.

Комбайнсем кивелсе кайни, çунтармалли-сĕрмелли япаласем çителĕксĕрри вырмара чăрмавсем кăларса тăратрĕ ĕнтĕ. Анчах механизаторсен пултарулăхĕ умри чикĕсене çĕнсе илме пулăшрĕ. Уй-хирте куллен 30 агрегат ытла ĕçлерĕ. Экипаж членĕсен тÿсĕмлĕхĕ, ĕç опычĕ пуянни уй-хир пурлăхне тирпейлĕ, тăккаланчăксемсĕр вырса илме май пачĕ. "Дар-Бройлерти" Ю.Бариновпа В.Николаев, "Свободăри" Г.Токаревпа И.Бурин, "Коминтернти" И.Пономаревпа С.Лаврентьев, А.Куропаткинпа М.Степанов техникăна тухăçлă ĕçлеттернипе, ăмăртура мала тухнипе палăрчĕç.

Паллă ĕнтĕ, паян гектар тухăçĕ пысăк пулни хуçалăхсен тупăш çăл куçне пуянлатма пулăшать. Нумай çĕрте çакăншăн тăрăшаççĕ те. "Коминтерн", "Свобода", "Нива" хуçалăхсенче 30-шар центнер ытла, "Дар-Бройлер", Ю.Ярадаев, "Мочковашский", "Аккозинский" 20-шер центнер ытла тыр-пул пуçтарса кĕртнĕ. Шел пулин те, "Асамат", "Телей" хуçалăхсенче кашни гектар 10 центнер та тухăç парайман. Çĕр ĕç культури тивĕçлĕ шайра марри çинчен калать çак тĕслĕх.

Уй-хирте хăмăлта ларакан тырă çук пулин те, йĕтемсем çинче тасатмалли ял хуçалăх культурисем пур-ха. Çанталăк пăсăличчен вĕсене пĕтĕмпех тирпейлесе кĕлете кĕртесси – ял ĕçченĕсен паянхи тĕллевĕ.

Кăçал районĕпе пурĕ 10 гектар çинчи хăмлана пухса илмелле. "Искра-Хмель" хупă акционерла обществăра та, "Свобода" колхозра та ăна татас ĕç сарăлса пырать. Çавăн пекех хуçалăхсенче çĕр улми кăларас тĕлĕшпе те ĕçлеççĕ. Çак культура лаптăкĕ пысăк мар – 19 гектар ытларах кăна. "Путь Ильичара" вăл 3 гектар, "Телейре" – 14,5, "Дар-Бройлерта" 2 гектар йышăнать. "Телей" хуçалăха "иккĕмĕш çăкăра" пухса кĕртме Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вĕренекенсем пулăшаççĕ.

Хуçалăхсенче кĕр тыррисем акас ĕç вĕçленмен-ха. Кăçал районĕпе 5132 гектар çине вăрлăх варăнтарса хăвармалла. "Мочковашский" фермер хуçалăхĕ умри тĕллеве чыслăн пурнăçланă. "Нива", "Победа", "Коминтерн" ял хуçалăх предприятийĕсенче ку ĕçе аван йĕркеленĕ. Анчах хăш-пĕр хуçалăхсенче кĕрхи культурăсене вăхăтра акма тăрăшманни пăшăрхантарать. Кĕр тыррисем пысăк тухăç панине манас марччĕ. Çуртрисен клейковина хисепĕ пысăкрах пулать тесе лăпланса ларни сиенлĕ.

Кĕрхи çĕртме туса хăварнин усси пысăккине кашни ертÿçĕ, ял хуçалăх специалисчĕ лайăх пĕлет. Кăçалах анасене сухаласан çитес çур акинче ĕç калăпăшĕ пĕчĕкленет. Çакна "Нива", "Победа", "Мочковашский" хуçалăхсенче аван ăнланаççĕ. Ыттисенче ĕç хăвăртлăхне ÿстерни кирлĕ. Мĕншĕн тесен кăçал 5 пин гектартан кая мар çĕртме туса хăвармалла. Çавна май суха агрегачĕсене тухăçлă ĕçлеттермелле, çунтармалли-сĕрмелли япаласемпе тивĕçтермелле.

Ял ĕçченĕсем умĕнче тăракан паянхи тĕп задача – пур ĕçе те вăхăтра пурнăçласси, ĕçе конвейер меслечĕпе йĕркелесси. Кун пек чухне ял хуçалăх çулне ăнăçлă вĕçлеме, ял хуçалăх предприятийĕсен экономика никĕсне тĕреклетме çул уçăласса шанма пулать.

Г.Анисимов

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика