АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2009.09.05 Юратрăм эп хирсем, сире

Юлашки çулсенче "Коминтерн" ял хуçалăх производство кооперативĕн механизаторĕ Илья Николаевич Пономарев ячĕ-шывĕ Атнарта та, районта та час-часах илтĕнет. Унăн ĕçĕ сулмаклă, кăтартăвĕсем пысăк. Вăл хĕрÿ тапхăрта – вырмара – комбайн штурвалĕ умне тăрать, ытти чухне МТЗ-82 "Беларусь" йышши тракторпа ĕçлет.

Илья Николаевич яштак пÿллĕ, хура çÿçлĕ, хĕрĕх çултан иртнĕ вăй-питти арçын. Вăл вăтам шкул пĕтернĕренпех тăван хуçалăхра ĕçлет. Анлă профиллĕ механизатор теççĕ ун пирки. Акă, хăйне шанса панă тракторпа мĕнле ĕç туман-ши; Çĕр те кăпкалатнă, тырă та акнă, курăк та çулнă, тĕрлĕ груз та турттарнă... Çуллен тенĕпе пĕрех ăмăртура мала тухать. Иртнĕ çул çур акинче 465 гектар тырă акса районта иккĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. Çакăншăн ăна районти Ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕç. Кăçал та пысăк сцена çине чĕнсе кăларчĕç. Çур акинчи çитĕнÿсемшĕн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине парса чысларĕç.

–Техникăна юратмалла, ăна пăхмалла, – тет Илья Николаевич. – Унсăрăн унпа тухăçлă усă курма çук. Хĕрÿ вăхăтра "хурçă ут" чăхăмлани никамшăн та усăллă мар. Çакна шута илсе эпĕ трактора вăхăтра юсаса йĕркене кĕртме тăрăшатăп. Сăмах май, ытти механизаторсене те çапла тума сĕнетĕп. Ку уйрăмах çамрăксене кирлĕ. Ĕлĕкрех, акă, вараланчăк лаша кÿлсе çула тухни пулнă-и; Халĕ техникăна тасатмасăр, кăлтăксене тÿрлетмесĕр ĕçе хутшăнакансем çук мар-ха.

Илья Николаевич кирек епле ĕçе те вăхăтра, пахалăхлă пурнăçлассишĕн хыпса çунать. Вăл чăн-чăн хресчен, хăй çуралса ÿснĕ тăван Атнар ялĕ унăн чун-чĕрине питех те çывăх. Кунта вăл халĕ чăннипех те тĕпленсе тарăн тымар янă. Мăшăрĕпе, Альăпа, икĕ ача çуратса пăхса ÿстернĕ. Çурт-йĕр çавăрса сад-пахча лартса чĕртнĕ.

Маларах асăннăччĕ ĕнтĕ, Илья Николаевич хĕрÿ ĕç çи тапхăрĕнче комбайн штурвалĕ умне тăрать. Вăл уй-хирте тырă пиçсе çитессе кашни çулах чăтăмсăррăн кĕтет. Унччен хăйне шанса панă "Дон"-1500 комбайна пур енлĕн йĕркене кĕртет. Кивелнĕ, шанчăксăр пайсене çĕннисемпе улăштарать. Хăйне пулăшакан С.Лаврентьевпа пĕрле кашни механизм шанчăклă пултăр тесе çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшать. Кăçал та агрегата хире тухма тĕплĕ хатĕрлерĕ. Хуçалăх директорĕ Альбина Новикова ăна пĕрремĕш каçалăка уçма ирĕк пачĕ. Мĕншĕн тесен Илья Николаевич техникăна лайăх пĕлет, ăста механизатор. Ун пек çынна шанни ĕç тухăçлăхне ÿстерме пулăшать. Уй-хирти тырра тăккаламасăр, вăхăтра пухса кĕртме май парать.

– Кăçал çут çанталăк ял çыннине тулăх кĕр парнелерĕ, – тет И.Пономарев механизатор. – Тырă чăннипех те ăнса пулчĕ. Кашни гектар 30 центнер ытла тухăç пачĕ. Эпир пилĕк комбайнпа уй-хир пуянлăхне пухса кĕртрĕмĕр. Çумăрсем ытлашшиех чăрмантармарĕç. Çавна май тăккаланчăксем те пулмарĕç теме пулать.

Пономаревсем райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕпе Александр Спиридоновпа пĕр урамрах пурăнаççĕ. Александр Сергеевич Илья Николаевич çинчен кашнинчех ырăпа аса илет.

– Ман куç умĕнчех ÿссе çитĕнчĕ вăл, – тет. – Тракторпа та, комбайнпа та ăста ĕçлет. Пултарулăхĕ çуллен ÿссе пыни чăннипех савăнтарать. Акă, кăçал вăл 1000 тонна ытла тырă пухса çапрĕ. Районти чи пысăк кăтартусенчен пĕри ку.

Илья Николаевичпа тĕл пулсан унăн пит-куçĕ çуталса кайнине асăрхама тÿр килчĕ. Халăх тарĕпе çитĕнтернĕ пурлăх кĕлете кĕнĕшĕн савăнать вăл. Вырмара мĕн пур ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе яни ĕç çине хăвăрт вĕçлеме май панă-çке.

Паянхи пурнăç ял çынни умне тĕрлĕ йывăрлăхсем кăларса тăратать. Вĕсене çĕнтерме, пурнăçра харпăр хăй вырăнне тупма пĕртте çăмăл мар. Çавăнпах ĕнтĕ хăш-пĕрисем тăван ялта тĕпленсе ĕçлеймеççĕ, пысăк укçа шыраса аякка тухса каяççĕ. Илья Николаевич Пономарев механизатор вара вырăнтах хăй валли кирлĕ те пархатарлă ĕç тупнă. Çулленех тыр-пул акса пухса кĕртет, çемье валли сахал мар тупăш тăвать. Çакă мар-и тăван хуçалăхрах тупнă телей;

Г.Анисимов

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика