АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2009.09.19 Хĕлхемрен – çулăм

Çамрăк ăрăвăн чун-чĕринче пĕлÿ хĕлхемне чĕртсе ялкăштарма, чăн-чăн вĕрентекен пулма пĕртте çăмăл мар. Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнчи информатикăпа физика учителĕ Сергей Валерьевич Егоров çакна лайăх ăнланать. Çавăнпа хăйĕн йывăр та пархатарлă ĕçне яваплăха туйса, пысăк пултарулăхпа пурнăçласа пыма тăрăшать.

– Сергей Валерьевич тĕлĕнмелле çын, – теççĕ ун çинчен сăмах хускатсан ытти вĕрентекенсем. – Вăл творчествăлла ĕçлет, унăн професси пахалăхĕ çÿллĕ шайра. Ĕçе юратни, анлă тавра курăм, кашни урока интереслĕ, ачасен асĕнче юлмалла ирттерме тăрăшни ăна кулленхи ĕçре ÿсĕм тума пулăшать.

Чăнах та, С.Егоров уроксене те, ытти мероприятисене те илĕртÿллĕ, интереслĕ, методика тĕлĕшĕнчен тĕрĕс тата çÿллĕ шайра ирттерет. Вăл çамрăк ăрăва вĕрентес тата воспитани парас тĕлĕшпе ялан тухăçлă формăсемпе меслетсем шырать. Ахальтен мар вăл сăнав ĕçĕсене хăюллăн пуçăнать, пуçланă ĕçе кирек хăçан та вĕçне çитерет. Сергей Валерьевич туса хатĕрленĕ паллă ĕçсенчен пĕри – "Хĕрлĕ Чутайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул" муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕн сайчĕ тата презентацийĕ.

– Кашни ача пĕртен-пĕр уйрăм тĕнче, вăл урăхла пулма пултараймасть, – хăйĕн шухăшне уçса парать вĕрентекен. – Манăн тĕллев – ăна пултарулăхне уçса пама пулăшасси. Пур вĕренекен те шкултан киле çĕнтерÿпе таврăнтăр. Ăнăçу – чи лайăх воспитатель, вăл ачана хăйĕн вăйне шанма пулăшать.

Лайăх пĕлетпĕр ĕнтĕ, вĕрентÿ ĕçĕ ĕлĕк те çăмăл пулман, халĕ те йывăр. Паян шкулта учитель ĕçне чун-чĕрипе парăннă, çамрăк ăрăва çирĕп те тарăн пĕлÿ парассишĕн хыпса çунакансем ытларах тăрăшаççĕ тени йăнăш пулмĕ. Мĕншĕн тесен ачасене "Пирĕн çĕнĕ шкул" наци пуçарăвĕпе килĕшÿллĕн пĕлÿ параççĕ. Ку вара психологипе педагогикăна аван пĕлекен, шкул ачисен аталанăвне ăнланма пултаракан вĕрентекенсем кирли çинчен калать. Сергей Валерьевичăн çакăн пек пахалăхсем пĕтĕмпех пур. Çамрăк учительсем унран пулăшу ыйтсан вăл кашнинчех ăнлантарнине тата хавхалантарнине кĕтсе илеççĕ. Ахальтен мар вăл "Единая Россия" политика партийĕн Çамрăк гвардийĕн членĕ, Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкул çумĕнчи çамрăксен "Олимп" канашĕн лидерĕ. Канаш ачасен "Исток" обществăлла организацийĕн, аслă классенче вĕренекенсен канашĕн ĕçне йĕркелесе ертсе пырать. Çавăн пекех вăл педагогика канашĕпе, профсоюз комитечĕпе, район администрацийĕн çамрăксемпе ĕçлекен пайĕпе тачă çыхăну тытать. Çĕнтерÿ яваплăха ÿстерет, творчествăлла çĕнĕ шырава тухма хушать. Сергей Валерьевич та çакăн пек лару-тăрăва тÿссе курнă. Республикăри "Çулталăк учителĕ – 2007" конкурса хутшăнса вăл лауреат ятне çĕнсе илнĕ, ăна III степеньлĕ дипломпа наградăланă. Кăçал вара район пуçлăхĕн Александр Криковăн çуллен паракан çамрăксен премине тивĕçнĕ.

– Малашлăх – çамрăксенче, – тет учитель. – Çавăнпа ачасен тарăн та çирĕп пĕлÿ илме тăрăшмалла. Вĕренÿре, ĕçре пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулмалла. Пирĕн, вĕрентекенсен, кашни утăмра вĕсене пулăшса пымалла. Кашни ачан чун-чĕринче чĕртнĕ пĕлÿ хĕлхемĕнчен çулăм ялкăшса тухтăр.

...Тухăçра сентябрь хĕвелĕ – ылтăн кăлтăрмач – тÿпене çĕкленет. Кĕр кунĕсем çитнĕ пулин те шеллемест вăл кăçал хăйĕн ăшшине, тăван тавралăха ачашшăн çупăрлать. Яштак пÿ-силлĕ, йĕпкĕн хура çÿçлĕ вĕрентекен шкула васкать. Унăн, Сергей Валерьевич Егоров учителĕн, ĕçлĕ кунĕ пуçланать...

Г.Анисмов

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика