АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2009.09.19 Çĕнĕ техникăпа çĕнĕлле ĕçлесчĕ

Тинĕс евĕр хумханса ларнă ылтăн тырă пуссисем пушанчĕç ĕнтĕ. Халăх вăй-халĕпе, тарĕпе çитĕнтернĕ пурлăх кĕлетсенче упранать. Çут çанталăк хăйĕн ырлăх-пурлăхĕпе чăннипех савăнтарнине палăртмалла. Акă, виçĕм çул пурĕ 8123 тонна, пĕлтĕр 12294 тонна тырă пухса кĕртнĕччĕ. Кăçал уй-хир пуянлăхĕ 18020 тоннăна çитрĕ. Тÿрех каламалла, кăтарту татах лайăхрах пулма пултарнă. Мĕн чăрмантарать пысăкрах ÿсĕм тума;

Чи малтан çакна палăртас килет: чылай хуçалăхра юлашки çулсенче çĕр ĕç культури япăхланни сисĕнет. Малтанхи пĕрлешÿллĕ предприятисем вакланнă хыççăн, пусă çаврăнăшĕн пĕлтерĕшĕ çухалчĕ. Пĕр йышши культурăна темиçе çул пĕр уйрах акни тухăçа нумай чакарать. Район уйĕсенче çĕнĕ сортсем сарăлсах кайман. Киввин усси сахалрах, мĕншĕн тесен унра белок хисепĕ пĕчĕк. Туянакансем çавăн пек тырра тиркеççĕ.

Çуркунне тăпрана çиелтен кăпкалатса акни те тăмлă-хăйăрлă вырăнта тухăçа нумай чакарать. Кĕрхи тырăсем валли çĕр маларах хатĕрлесси çине пысăк тимлĕх уйăрмаççĕ. Çакă уй пушанманнипе е техника çĕмĕрĕлсе ларнипе те çыхăннă. Кĕр аки вăраха тăсăлни те ĕç-пуçа уçăмлатма чăрмантарать. Кĕрхи тырă кăпăшка тăпрана варăнса юлмасан та пысăк тухăç пухса илеймĕн.

Нумай çĕрте тислĕке хисеплеме пăрахрĕç. Вăл ферма картишĕнчех выртать, ăна уя илсе тухасси çулран-çул тăсăлать. Хуçалăхсем минерал удобренийĕпе те сахал усă кураççĕ. Хирте юлнă пĕр тонна улăм каяшĕ 3-4 тонна тислĕк хывнипе танлашать. Шел пулин те, çакăн пек опыт районта сарăлман-ха. Рапс, пăрçа йышши культурăсем акса тăпрари «выçлăха» пĕтерме пулать. Анчах вĕсем уй-хирте пысăк вырăн йышăнмаççĕ.

Халĕ çĕр ĕçĕнче энерги перекетлемелли технологипе усă курасси çинчен нумай калаçаççĕ. Шел те, çак меслет те анлă сарăлман-ха. Çĕнĕ техника тивĕçменни, кивви юрăхсăра тухса пыни ĕçе çĕнĕлле йĕркелеме чăрмантарать. Машина-техника паркĕ кивелсе пыни хуçалăх ертÿçисене те, ял хуçалăх специалисчĕсене те шухăшлаттарма тивĕç.

Кăçалхи ĕç çинче уй-хирте вăтамран куллен 30-32 комбайн ĕçлерĕ. Кашни агрегат пуçне вырмалли лаптăк куллен вунă гектара яхăн лекрĕ. Тÿрех каламалла, кивелнĕ техникăпа ĕçлекенсем ÿсĕм тăваймарĕç. «Дар-Бройлер» обществăн комбайнĕсем вара кунне 23 гектар таран тырă вырни те пулнă. Кунти КЗС-1218 «Полесье» комбайнăн ĕç тухăçлăхĕ пысăккине уйрăмах палăртмалла. Ăна Ю. Бариновпа В.Николаев механизаторсем пĕр чăрмавсăр йĕркеллĕ ĕçлеттерчĕç. Çак хастар та пултаруллă экипаж вырмара 920 гектар çинчи тырра пухса илсе пурĕ 2377 тонна тĕшĕлерĕ. Акă ăçта вăл çĕнĕ техника усси!

«Коминтерн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче пиншер тонна ытла тырă çапса илнĕ комбайнерсем пур. Акă, А.Куропаткинпа М.Степанов «Агрос-530» комбайнпа 408 гектар, И.Пономаревпа С.Лаврентьев «Дон-1500» комбайнпа 397 гектар тырă вырнă. Асăннă механизаторсем техникăна аван пĕлеççĕ, унпа тухăçлă усă кураççĕ.

«Дар-Бройлер» обществăри «Енисей-950» комбайнпа ĕçлекен В.Чумаковпа М.Абаськин механизаторсен кăтартăвĕ те лайăх – 896 тонна тырă тĕшĕленĕ. «Коминтерн» кооперативри Ю.Степановпа В.Живов СК-5 «Нива» комбайнпа 799 тонна тĕш тырă вырса пуçтарнă. «Нива» ял хуçалăх кооперативĕнчи малта пыракан комбайнерсене те палăртса хăвармалла. В. Апалеев 220 гектар, Г.Михеев – 147, Г.Жижайкин 108 гектар тырă вырнă.

Çакна палăртни вырăнлă: кивелсе кайнă агрегатсем тăккаланчăксем нумай тăваççĕ. Çапла вара тухăç чакать, кĕркунне ана сип-симĕс калчапа хупланать. Пусăна тырă акса хăварнă тейĕн!

Тырă сортласа тасатакан агрегатсем те кивелсе çитрĕç. Çавна май хăш-пĕр çĕрте хĕрÿ вăхăтра йĕтемсем çинче ял хуçалăх культурисем пухăнса кайнине курма пулчĕ. Мĕншĕн тесен кивĕ техникăн ĕç тухăçлăхĕ пĕчĕк.

Паллах, çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртме хăватлă агрегатсем кирлĕ. Районти чылай хуçалăхсен вара укçа енчĕкĕнчи нухрат тĕпĕнче кăна. Çавăнпа çĕнĕ техника туянма, республикăра малта пыракан хуçалăхсен шайне çитме питĕ йывăр. Экономикăна лайăх пĕлекен, ăна аталантарас тĕлĕшпе ăслă-тăнлă ĕçлекен ертÿçĕсемпе специалистсем кирлĕ. Хальлĕхе кун пеккисем çинчен ĕмĕтленмелли кăна юлать. Аслă шкул пĕтернĕ агрономсемпе зоотехниксем, инженерсем хуçалăхсене ĕçлеме килесшĕн мар. Çакăн пек лару-тăрура тухса тăнă чăрмавсене çĕнтерме вăй çитерĕпĕр-ши эпир;

Г.Анисимов

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика