Çĕр – пирĕн пуянлăх. Вăл пире тăрантарать, ĕçлеме, пурăнма май парать. Çавăнпа та ăна лайăх пăхса тăрас, унăн пулăхне ÿстерес тĕлĕшпе тăрăшса ĕçлемелле. Районсем хушшинчи тĕп агрохимикпа Юрий Андреевич ИЛЮШКИНПА курнăçсан çак ыйтусем тавра пычĕ калаçу.
– Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров та, район пуçлăхĕ Александр Криков та ял хуçалăх ĕçченĕсем умĕнче çивĕч те кăткăс задачăсем тăнине палăртаççĕ. Вĕсенчен пĕри – çĕр пулăхне лайăхлатса тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсен тата пропашнăйсен тухăçне ÿстересси...
– Тăпра пулăхĕ органика тата минерал удобренийĕсемпе усă курса агротехника ĕçĕсене тĕрĕс тата вăхăтра пурнăçланинчен нумай килет. Çакна хуçалăх ертÿçисемпе ял хуçалăх специалисчĕсем лайăх ăнланаççĕ. Апла пулин те уй-хире удобренисем илсе тухасси çулран çулах чакса пырать. Сăмахран, кăçалхи сакăр уйăхра районĕпе 17740 тонна тислĕк кăларнă. Тÿрех каламалла, çакă паянхи пурнăç ыйтнине тивĕçтереймест. Малта пыракансем, чăнах та, органика хатĕрлес тĕлĕшпе ĕçлени палăрать. Акă, "Коминтерн" ял хуçалăх производство кооперативĕ 12500 тонна тислĕк хывса хăварнă. Кунта тыр-пул тухăçĕ аван. Çитес çулхи тыр-пулăн никĕсне хывса хăварас тĕлĕшпе те çине тăрса ĕçлеççĕ атнарсем. Унта минерал удобренийĕсемпе усă курасси те йĕркеллĕ пулса пырать. Кăçал 300 тонна аммиак селитри, 70,2 тонна кăткăс удобренисем кăларнă.
Тислĕк хатĕрлессипе "Свобода" колхоз та аван ĕçленине палăртмалла. Пĕчĕк хуçалăх кăна пулин те унти ĕçченсем çак паха удобрение 3240 тонна илсе тухнă. Çавăн пекех "Победа" 1200 тонна, "Аккозинский" 800 тонна органикăпа усă курнă.
– Районти хуçалăхсем минерал удобренийĕсемпе еплерех усă кураççĕ;
– Чи малтанах çакна палăртмалла: минерал удобренийĕсем хаклă, çавăнпа вĕсене кÿрсе килесси тăсăлса пырать. Паянхи кун ялти хресчен укçа-тенкĕ çителĕксĕррипе шар курать. Çавăнпах çĕр пулăхне лайăхлатнă çĕрте минерал удобренийĕсемпе сахал усă куратпăр. Апла пулин те ку енĕпе ырă тĕслĕх кăтартакан хуçалăхсем те çук мар. Тĕслĕхрен, "Дар-Бройлер" кăçал азотлă удобренисем 80 тонна, кăткăс удобренисем 70 тонна кăларнă. "Нива" ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçисем те минерал удобренийĕсене хаклаççĕ. Кунта 60 тонна азотлă, 17 тонна кăткăс удобренисемпе усă курнă. Çавăн пекех "Победа" тата "Свобода" хуçалăхсем те ял хуçалăх культурисене акнă чухне вăрлăхпа пĕрле çак паха удобренисене тăпрана варăнтарса хăварнă. Çапла вара кăçал районĕпе 5016 тонна аммиак селитри, 48 тонна хлорлă кали тата 147 тонна кăткăс удобренисем сапнă.
– Çĕре извеçлесси, калипе фосфор парасси мĕнлерех пулса пырать; Ку енĕпе хуçалăхсене патшалăх та пулăшать вĕт-ха.
– Ĕлĕкрех йÿçек çĕрсене извеçлесси çине пысăк тимлĕх уйăратчĕç. Ун чухне "Сельхозхими" пĕрлешĕвĕ хуçалăхсене ку тĕлĕшпе пысăк пулăшу паратчĕ. Халĕ самана улшăнчĕ. Çавна май çак ĕçе нумай çĕрте йĕркеллĕ туса пыраймаççĕ. Кăçал йÿçек çĕрсене пурĕ 246 гектар чухлĕ извеç хывса çĕнетнĕ. Çав шутран "Дар-Бройлер" 174 гектар, "Коминтерн" 72 гектар лаптăка извеç панă. Ытти хуçалăхсем нимĕн те туман. Коллективлă предприятисен уй-хирĕнче вара йÿçек çĕрсем сахал мар. Унта тырри-пулли япăх пулать. Çум курăксем те ашкăрса ÿсеççĕ. Патшалăх вара ку тĕлĕшпе хуçалăхсене пулăшма тăрăшать. Çĕре извеçлеме кăçал бюджетран 694 пин тенкĕ укçа уйăрса панă. Тăпрана калипе пуянлатма та бюджетран 443 пин тенкĕ уйăрнă. Анчах та ку ĕçе "Коминтерн" (115 гектар) тата "Дар-Бройлер" (75 гектар) хуçалăхсем çеç пурнăçланă. Кăçал лаптăксене фосфоритлас ĕçе тума палăртман.
Хресчен пурнăçĕ тăван уй-хирпе тачă çыхăннă. Çĕр тăрантарать, тумлантарать ăна. Анчах пур чухне те çакна асра тытмастпăр эпир. Хальлĕхе хыт-хура ашкăрса ÿсекен уйсем те пур-ха пирĕн. Акман уйсенчен тухăç кĕтмелли çук. Çу кунĕсенче уйсем ула-чăла курăнатчĕç. Пĕрисен симĕс калча ешерет, теприсен – пушă лаптăксем. Çапла вара пÿлмене кĕрес тырă нумай çухалчĕ. Район влаçĕсем хĕсĕр уйсене пĕтерессишĕн, вĕсенчен тырă илессишĕн нумай тăрăшаççĕ. Шел пулин те, ял хуçалăх культурисен хакĕ кăçал чакса ларчĕ. Çакă ялти хресчен ал-урине çыхса хурать.
Г.Анисимов