Çитĕнсе çитсен, алла диплом илсен хулара мар, тăван тăрăхрах ĕçе вырнаçнă çамрăксене мухтатăп. Çăмăл пурнăç, илĕртÿллĕ вырăн шыраса аякка тухса каймаççĕ, тăрăшса ĕçлесен ялта та аванах пурăнма май пуррине ăнланаççĕ вĕсем. Шĕмшеш ялĕнче 1983 çулхи августăн пĕрремĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ Светлана Валерьевна Храмована та хула пурнăçĕ илĕртмест. Вăл Мăн Этменти вăтам шкула пĕтерсен Чăваш патшалăх университечĕн филологипе культура факультетне вĕренме кĕрет. Пухнă пĕлÿ малашнехи пурнăçра кирлĕ пулнине ăша хывса мĕн пур занятие çÿрет, çавăнпах сессисене аван вĕçлет. Алла диплом илсенех тăван тăрăхра ĕç шырама пикенет. 2008 çулхи август уйăхĕнчен тытăнса районти "Пилеш" ача садĕнче ĕçлеме пуçлать.
– Ачасене юратнипех хамăн пурнăçа воспитатель ĕçĕпе çыхăнтартăм, – тет С.Храмова. – Пĕчĕк шăпăрлансемпе ĕçленĕ самантра пĕтĕм йывăрлăх çинчен манса каятăп. Тĕнчере эпĕ те вĕсем çеç пур пек туйăнать. Ача садĕнче ĕçлеме килĕшет. Вĕсемпе кичем мар, хурлăхлă кăмăла та хăвăрт сÿрсе яраççĕ, чĕвĕл-чĕвĕл сассисемпе кăмăла уçаççĕ. Тĕрĕссипе, шкул çулне çитменнисемпе ĕçленинчен лайăхраххи тата мĕн пур-ши;
Ырă кăмăллă, хитре, ăслă воспитателе ачасем те юратаççĕ. Вĕсемпе вăл тĕрлĕ занятисем ирттерет, тĕрлĕ конкурссене хутшăнать. "Пилеш" ача садĕнче çулталăк çеç вăй хурать пулин те, конкурссене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Акă, район шайĕнче иртнĕ "Вĕренÿ çулне хатĕр пулни" смотр-конкурсра, "Всезнайка" электронлă презентацире "Чи информативлă презентаци" номинацире пĕрремĕш вырăнсене йышăннă. Республика, Раççей шайĕнче иртекен мероприятисенчен те аякра юлмасть. Акă, Раççей шайĕнчи "Пурнăç тăршшĕпех – математикăпа" викторинăна хутшăнса малти вырăна тухнă.
Воспитатель ĕçĕ яваплă та йывăр. Шăпах çак çулсенче ача уйрăм çын евĕр аталанма никĕс хывать. Çавăнпа та пурне те тĕрĕс тумалла. Ачасене вĕрентÿпе воспитани парас ĕçре тÿсĕмлĕхпе иксĕлми вăй-хал пултăр сирĕн, Светлана Валерьевна.
Л.ЗАЙЦЕВА.