АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2009.11.14 Çĕр ĕçченĕсене мухтаса

Республикăри шкулсенче вĕренекенсем Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалланă пултарулăх конкурсне хăйсен ĕçĕсене тăратнă. Районти вĕренекенсем те аякра юлман. Вĕсем çĕр ĕçĕнче, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тăрăшакансене мухтаса материал пухса хатĕрленĕ, ял пуласлăхĕ çинчен хăйсен шухăшĕсене пĕлтерсе çырнă.

Мăн Этмен шкулĕнчи 9 класра вĕренекен Елена Морозова (учителĕ О.Н.Михеева) хăй çулхисен ушкăнĕнче «Раççей ялĕ пурăнать» темăпа республикăра пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Çак темăпах асăннă шкулти 7 класра вĕренекен Анастасия Ельмова виççĕмĕш пулнă. Атнарти 9 класра ăс пухакан Татьяна Терушкина (учителĕ Р.Е.Кузьмина) «Çут çанталăк илемĕ – чун илемĕ» темăпа тивĕçлипех виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех Мăн Этменти 11 класра вĕренекен Татьяна Храмован ку енĕпе çырнă ĕçĕ чи лайăххисен йышĕнче.

Л.МЕДВЕДЕВА.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика