АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2009.11.18 Ят-сум ылтăнран та хаклăрах

Ю.З.Татаров 1962 çулта Атнар ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн тăван хуçалăхра ĕçлеме пуçланă. Автотранспорт хатĕрĕпе çÿреме ирĕк паракан документа алла илсен, ДТ-75 трактор рулĕ умне ларнă. Çавăнтанпа 31 çул пĕр улшăнмасăр «Коминтерн» ЯХПК-ра механизатор пулса вăй хурать. Ĕçри тăрăшулăхшăн чылай Хисеп грамотине тивĕçнĕ.

Çемьеллĕ. Мăшăрĕпе икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ.

Юрий Зиновьевич Татаров механизатор «Коминтерн» хуçалăхра ырми-канми чылай çул тăрăшать. Вăл ака-суха ĕçĕсенче вăй-хала шеллемесĕр çĕр пахалăхĕшĕн, унран лайăх тыр-пул туса илессишĕн тимлет. Ахальтен мар хуçалăх дирекцийĕ пултаруллă механизатора пур енлĕн хавхалантарса пырать. Çĕр ĕçĕн çыннине çултан-çул çĕнĕрен те çĕнĕ техника шанса пани те вăл йывăр ĕçре хăйне лайăх енчен çеç кăтартнине çирĕплетет. Механизаторăн ĕç-хĕлне тивĕçлипе хаклани, коллективра хисеплени вара уншăн ылтăнран та хаклăрах.

Палăртмалла, Ю.З.Татаров ĕçе нихăçан та ячĕшĕн туман. Йывăр ĕçре пиçĕхнĕ механизатор техникăна ялан юсавлă тытнă, хĕрÿ тапхăрта ăна тикĕс ĕçлеттернĕ. Хастар тракториста кашни çулах çур аки тата вырма тапхăрĕсенчи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх Хисеп грамотисемпе тата премисемпе чысланă. Кăçал та Юрий Зиновьевич хăйне шанса панă ХТЗ-172 маркăллă урапаллă тракторпа кĕрхи ака сухара 891 условнăй эталон-гектар ĕç тунă.

Кăçалхи çул ял çыннишĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ шутланать. Юрий Зиновьевичăн пурнăçĕнче 2009 çул паллă йĕр хăварчĕ. Районти хисеплĕ, чи тăрăшуллă тракториста ЧР Президенчĕн Указĕпе «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» паллăпа наградăланă. Çак сумлă ята тивĕçни ăна татах та тăрăшарах ĕçлеме вăй-хăват парса тăрĕ.

– Эпĕ мĕн ачаран çĕр ĕçĕнче тимлесе ÿснĕ. Техникăна юратнă. Мана талккишĕпе сарăлса выртакан уй-хир тăрăх тракторпа çĕре сухаласа çÿреме, тырă акма çĕр хатĕрлеме питĕ килĕшет. Юратнă ĕçре тăрăшни, тăван хуçалăха усă кÿни кăмăла çĕклет.

Кăçалхи çул вара пирĕншĕн уйрăмах ăнăçлă пулчĕ. Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче çанталăкĕ те пулăшса пычĕ. Çурхи, кĕрхи ĕçсене ăнăçлă вĕçлерĕмĕр. Пушă уйсене çийĕнчех çĕртме тунă, акса хăварнă. Тыр-пул тухăçĕ савăнтарать. Хуçалăх ертÿçи механизаторсене те ĕçлеме условисем туса пани кăмăла çĕклет, – терĕ мăнаçлăн Ю.З.Татаров.

Л.Шивиркина

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика