АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2009.11.18 Пулас бухгалтер

Çĕн Атикасси вăтам шкулне пĕтерсенех Тракушкăнь хĕрĕ Ирина Мокеева пурнăçра кирлĕ профессие алла илме республикăн тĕп хулине çул тытать. Халĕ вăл çыхăну техникумĕнче иккĕмĕш курсра вĕренет ĕнтĕ. Бухгалтер пуласшăн. Ирина общежитинче пурăнать, хăш-пĕр яш-кĕрĕм пек хваттер тара тытасшăн мар вăл. Общежитири пурнăçран лайăххи çук вĕт-ха. Тĕрĕссипе, общагăра пурăнса курман студент студент-и вăл; Кунта хаваслă, пурнăç вĕресе çеç тăрать. Ялтан апат-çимĕç илсе килни пĕтсен кăна пурнăç пĕтнĕн туйăнать. Анне патне каяс, вăл пĕçернĕ яшкана çиес килет. Хулара пурăнса куриччен Ирина çĕр улми питех çисе кайман. Халĕ вара вăл – студент. Нимĕнле апата та тиркемест. Ялтан илсе килнĕ тăпăрчă тата мĕнле тутлă; Килте ăна çинĕ-ши вăл;

– Хулари пурнăç илĕртÿллĕ, – тет хĕр упраç. – Анчах тĕрлĕ ăçтиçуксем пурри пăшăрхантарать. Акă, пĕлтĕр мана, ялтан килнĕ хĕр ачана, аванах вĕрентсе илчĕç. Троллейбусра пынă вăхăтра манăн кĕсьерен 2 пин тенкĕ кăларса илнĕ! Мĕнле хытă кулянтăм. Килтисем виçĕ эрнелĕх пурăнма парса янă укçаччĕ вăл. Çавăнтан тимлĕхе ÿстертĕм. Тек мана шăнман пăр çине лартса яраймĕç.

Л.Сергеева

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика