АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.01.23 Çамрăк ăрăва Тăван çĕршыва юратма вĕрентес тесе

Фашистла Германие çапса аркатнăранпа 65 çул та çитет, ку хушăра темиçе ăру та çуралса ÿсрĕ. Паян çĕнтерĕве çывхартнă ветерансем 80 çултан та иртрĕç. Паянхи кун районта вăрçăн 80 ытла ветеранĕ пурăнать. Анчах та вĕсен йышĕ çулран-çул сахалланса пырать. Çавна май Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă паттăрла пулăмсене манса пырас хăрушлăх та пур.

Çуртсем çинче пĕчĕк çăлтăрсене (звездочка) пурте ас тăваççĕ ĕнтĕ, вĕсем пире кашни ир-каç çак çуртра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă паттăр (е паттăрсем, пĕр çемьерен темиçен те вăрçăра пулнă) çуралса ÿснине тата пурăннине пĕлтерсе тăнă. Паянхи кун асăннă çăлтăрсене курма та май çук тесен те юрать. Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Н. Кузнецов хăйсен тăрăхĕнче вăрçа хутшăннă çынсен çурчĕсем çинчи çăлтăрсене апрелĕн 25-мĕшĕччен çĕнетсе улăштарма тĕллев лартнă. Паллах, кунта вăрçă паттăрĕсене сума суни палăрать.

Палăртмалла, çуртсенчи пĕчĕк çăлтăрсем кашнин чĕринче патриотизмла туйăмсене чĕртессе тата çамрăк ăрăва Тăван çĕршыва юратма вĕрентессе шанас килет.

Юлашкинчен: районти пур ял тăрăхĕсенче те çавăн йышши çăлтăрсем пулсан питĕ лайăх пулмалла. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем пурте туслăн кар тăрса çавăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тусан хамăр асаттесемпе асаннесен паттăрла ĕçĕсене аса илсе сума суни кăна пулать.

А.Оринова

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика